Лашасăр хресчен ятсăр çын пек курăнать
Пулма пултараймалла мар, анчах пурнăçри ÿкерчĕк: юлашки вунă çулта районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче лашасен хисепĕ 759 пуç чакрĕ: 1995 çул тĕлне 1400 лаша пулнă пулсан, 2005 çул пуçламăшне чĕлхесĕр янаварсен йышĕ 641 пуçа юлчĕ. Çав вăхăтрах хресчен ĕмĕрсем хушши лашана пĕр пурнăç, ĕнене çур пурнăç тесе хакланă. Çÿлерех илсе кăтартнă ÿкерчĕкрен тата юлашки çул пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем ĕнесен кĕтĕвне те пĕчĕклетме пуçланинчен (çулталăк каялла фермăсенче 4500 пуç сумалли ĕне тăнă пулсан, паян çак кĕтÿре 3871 пуç ĕне çеç шутланать) пирĕн пĕр пурнăç та, çур пурнăç та çук теес шухăша çаврăнать. «Паян лаша ĕмĕрĕ иртнĕ ĕнтĕ, пĕтĕм шанăç техника çине» теме пăхакансем вара лашаран пăрăнса «тем сăлтавпа» техника та илеймеççĕ, вĕсене уттарма сĕрмелли-çунтармалли материалсем те çителĕклĕ туянаймаççĕ. Çапла вара ĕлĕкрех лаша юраттипе пынă çĕр ĕçĕ паян икĕ урапах уксахлать, тырă-пулă уйĕсемпе ытти ял хуçалăх çĕрĕсем çум айне пулса пыраççĕ. Çакнашкал лару-тăрăва курса-ăнланса ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров Патшалăх Канашне янă кăçалхи çырура ял хуçалăх аталанăвĕ çине пысăк пай уйăрчĕ, агробизнесăн конкурентлă тытăмне йĕркелемелли задачине татса памаллине, ял хуçалăхĕнче конкурентлă продукци туса илмеллине, çĕнĕлĕхсене анлăн сармаллине, ялта ĕçлекенсен хушма тупăш илмелли çăлкуçĕсене саккунлă йĕркепе пулăшса пымаллине палăртсах каларĕ.
Çакнашкал пĕтĕмĕшле лару-тăрура çĕр ĕçне чунпа парăннă, хресченлĕх туйăмне çухатман ял çыннисем пурри малалла пăхтарать, ĕçлеме хавхалантарать.
Тивĕшри Анатолий Ивановичпа Сергей Иванович Александровсемпе пулса иртнĕ тĕл пулу манра юлашки вăхăтсенче сайра тĕл пулакан савăнăçа çуратрĕ. Манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм (Анатолий) аслă пĕлÿ илнĕ агроном та, зоотехник та, инженер та мар. Вăл паянхи пурнăçра анлă сарăлнă предпринимательство ĕçне кĕрсе кайса ял çыннисене пĕремĕк-конфетпа та, эрех-сăрапа та, кĕпе-тумтирпе те тивĕçтерсе кĕсьене хулăн укçи хумасть. Анчах унра халĕ асăннă ĕçсен ырă енĕсем кашниех пур. Анатолий Ивановича эпĕ 20-21-мĕш ĕмĕрсен чиккинчи Çĕр-аннемĕре юратакан ЧĂН-ЧĂН ХРЕСЧЕН тесе калатăп, хамăн çак тĕл пулупа паян хаçат вулакансене паллаштарас тетĕп.
А. Александровпа тата унăн ĕçĕпе паллашни, хăйĕнпе тĕл пулса чылай калаçни çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулăшрĕ: районта эпир ял хуçалăх çĕрĕсемпе (пирĕн тĕп ПУЯНЛĂХ) пачах усă курмастпăрпа пĕрех. Урăхла епле-ха, Тивĕшри уйрăм хресчен хăй харпăрлăхĕнчи 1 гектар çĕр çинче ытти выльăхсемпе пĕрлех тăватă лаша тытать пулсан.
- Епле-ха капла, мĕн тăватăр ун чухлĕ лашапа, мĕнле пăхса çитеретĕр вĕсене, ăçтан сирĕн кунашкал интерес; - пулчĕç манăн анлă калаçу пуçламăшĕнчи ыйтусем. Чăнах та калаçу тарăна кайрĕ, минутсем-сехетсем иртнĕ май чăн-чăн хресчен сывлăшĕпе сывласа илтĕм: тар шăрши, çăкăр шăрши, юрату, Турă пулăшни...
Лаша юратасси (чи таса туйăмсенчен пĕри) Александровсен юнра-мĕн. Инçе каяр мар, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче ялсенче хресченсен выльăхĕсене пухса колхозсем йĕркелеме пуçласан, Анатолийăн аслашшĕ Александр Иванович ăруран ăрăва куçнă лаша юратăвне сÿнме паман, пĕрлехи харпăрлăха куçса колхоза кĕмен, ăслă лашине хăй çумнех хăварнă. «Манăн лаша унта вилет», - тенĕ вăл янаварне колхоз конюшнине çавăтса утасран пăрăнса. Совет влаçĕ аталанса хăйĕннех тунă. Çапла вара Александр Иванович та çулсем иртнĕ май чăн хресчен чĕрипе юратнă лашине Ишлей больницине сутса намăс-симĕсрен инçерех - Çĕпĕре – куçса кайнă. Анчах Александровсен юнĕнчи лаша юратăвĕ çухалман, Анатолийăн ашшĕне куçнă. Вăл 17 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнăскер, çак юратăва сÿнме памасăр Австрие çитнĕ, Çĕнтрÿпе яла таврăннă, пушарникре ĕçленĕ, пушар лашине типтерлĕ тытнă. Çавăнпах ĕнтĕ аслă пушарнăй ăна «Сан аллунти лашасем çулăм евĕр» тенĕ. Çын пек калаçайманнипе çеç çынран уйрăлса тăракан лашасене юратассине Иван Александрович хăйĕн ачисене (вĕсем вуннăн. Çавăнпах унăн мăшăрĕ Анна Андреевна, Анатолийăн амăшĕ, ача амăшĕн ылтăн çăлтăрне тивĕçнĕ) хăварнă.
1961 çулта çуралнă Анатолий ялти ытти ачасем пекех ачаллах лашапа туслашнă, унпа колхоз ĕçне çÿренĕ. Хăй алла вĕрентнĕ пĕр янавар ăна çеç çывăха янинчен юлташĕсем çеç мар, ял çыннисем те тĕлĕннĕ. Чупнă чух машина хăваласа çитеймен лаша Анатолийăн ăратăри юратăвне аталантарма çул уçнă. Анчах ăна Тивĕшре тунă пĕр сарайшăн тÿлесе колхоз тутарсене парса янă. Анатолий ăна тарăн çырмара пытарма тăрăшни те усă кÿмен. Çавăн хыççăн хурланнă Анатолие ашшĕ каланă сăмахсем паян та манăн çĕнĕ пĕлĕшĕмĕн асĕнчех: «Санăн кунта (колхозра ĕнтĕ. – Авт.) нимĕн те çук. Хăçан та хăçан хăвăн пулать, вăл санăн пулĕ. Çитĕç вăхăтсем, эсĕ те лашаллă пулăн».
- Çĕр ĕçне чунне панăскер, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн юн тăкнăскер малашлăха тĕрĕсех пăхнă. Çав вăхăтсем çитрĕç. Паян асаттен, аттен юратăвĕсене упраса, вĕсен ĕçне малалла тăсса хам килти хушма хуçалăхра 4 пуç лаша тытатăп. Çак ĕçе халĕ алă тупанĕ çинчи пек пĕлсе çитнĕрен 20 лаша та тытма пултаратăп, анчах ку ĕмĕтре те сăмахра кăна-ха. Лашасене юратассине 2 ывăлăмпа хĕрĕме хăнăхтаратăп, янаварсене юратни хресчен ĕçне малалла тăсма-аталантарма пулăшнине ял çыннисене ăнлантаратăп, - татăклăн та ĕнентерÿллĕ калаçать Анатолий пÿрт стенисене илемлетекен вун-вун лаша сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартса, куçĕсемпе кашнин çинчех пĕр чĕптĕм самантлăха чарăнса иртсе, кашнине паллать тейĕн.
Лаша пăхса курнă çын çак ĕç йывăрлăхне пĕлет. Хам атте те колхоз лашине пăхса пурăннине асра тытса 40 çул урлă каçнă вăйпитти арçыннăн лаша юратăвне чĕрене çывăх илтĕм, вăл епле йывăр ĕçе кÿлĕннине ăнлантăм. Капла пулсан хресченлĕх пурăнать-ха, апла тыр-пул та пулĕ, çĕр улми те ÿсĕ.
Александровсем лаша ĕрчетес ĕçе 1994 çулта пуçланă. Анатолийпе Сергей шăллĕ тата амăшĕ пĕрлехи укçа-тенкĕпе кĕсре туянаççĕ, ырă малашлăха ĕçре çеç курса ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пĕрремĕш утăм тăваççĕ.
- Лашана ĕç хатĕрĕ тата аш çăлкуçĕ тесе хаклама юрамасть. Вăл – илем. Унра – мир варкăшĕ, туслăх çăлкуçĕ, - тет ывăлĕсен малтуртăмне хакласа Анна Андреевна Александрова.
Пăр тапрансан шыв уçăлать тенĕ евĕр паян Анатолий хăй лашисем çинчен çеç мар, тĕнчери лашасен тĕрлĕ ăрачĕсем пирки те (чĕрнисем, урисем, çивĕчĕсем, тĕсĕсем) сехечĕ-сехечĕпе каласа парайрать. Анчах унăн сăмахĕнче лашасем пирки пĕр усал сăмах та илтеймĕн. Ара, çыншăн шанчăклăн ĕçлекен, çав тĕллевпе шалкăм çумăрта та, кутсăр-пуçсăр çил-тăманра та (лаша çул çухатмасть, теççĕ) çула тухакан чĕлхесĕр янаварсем пирки япăх епле калăн!
- Лаша пур-тăк çын пурăнать. Ăна пĕтерни атом бомби сиктернĕ евĕр хăрушă преступлени. Лашаран пăрăннине пурнăç пĕтнипе танлаштаратăп. Акă, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче лашасем пĕтерес çул çине тăчĕç те вĕсен экономики юхăнма пуçларĕ. Эпир ăнланатпăр, лаша хăй чĕлхипе калаçать, хăйĕн çине алă сулакансене... Эпĕ, тĕслĕхрен, лаша çине пăхсанах унпа мĕн пулса иртнине ăнланатăп. Арçын ĕçĕ ана çинче, хĕрарăм ĕçĕ сĕтел çинче тенине шута илсе хуçалăхри 4 лашаран иккĕшĕ ывăлăмсенче, хĕрĕм вара амăшне пулăшма вĕрентĕр. Анчах Мариям та лашасенчен аякра тăмасть, - тет паян Анатолий.
Анатолий Иванович хăй усракан лашасене ял çыннисене те парать. Вĕсен пулăшăвĕпе Тивĕшсем тислĕк тăкаççĕ, çĕр улми лартаççĕ, утă-улăм турттараççĕ т. ыт. те. Лаша хуçин тĕллевĕ – утланса çÿреме тата ĕçлеме лайăх янавар хатĕрлесси. Ара, ял ачисем лашапа, ĕçлеме çеç мар, утланса çÿреме те юратаççĕ-çке.
- Эпир çăмăл ураллă, тÿсĕмлĕ те хăюллă лашасене хаклатпăр. Çавăн пек лашасемшĕн ĕçлетпĕр те. Хăравçă лаша шанчăклă мар, - хушрĕ лашаçă. – Паян йывăр тесе алă усакансемпе килĕшместĕп. Кахалланмасан пурăнма пулать. Акă, иртнĕ çу кунĕсенче лашасем валли 6 капан утă янтăларăмăр, аслăк та туллиех.
- Сирĕн хушма хуçалăхăн çĕрĕ мĕн чухлĕ вара: - ыйтатăп Анатолийрен.
- Килте 40 сотка та хирте 60 сотка. Кунсăр пуçне юхăннă çĕрсем çинче тÿлевсĕр çум ÿсет, - пулчĕ хурав. - Çак лаптăк мана ытти выльăхсăр пуçне (ĕне, качакасем, сурăхсем) тăватă лаша усрама çитет те. Паян шутлатăп та, 70 çул каялла хресчен аллинчен лаша туртса илсе питех те тĕрĕс мар утăм тунă – хресчен ĕçлеме маннă. Халĕ вара ăна хăть ылтăн трактор пар – хирте пĕрех çум ÿсет, çĕр акăнмасăр выртать. Çĕр-аннемĕрĕн хуçи çук. Çав вăхăтрах хресченре Çĕр юратăвĕ çĕнĕрен вăй илессе шанатăп, вăл колхоз чуралăхĕнчен тухĕ, эрех ĕçсе ĕç çине алă сулакансен вăхăчĕ иртĕ. Пирĕн халăх ĕçлеме пултарать, ăна аталанма ирĕк памалла.
- Ирĕк тата лашасем, - татĕп калаçăва малалла тăсса.
- Лашасем тесе ытарлăрах каларăр ĕнтĕ. Ăна çĕнĕлĕх тесе ăнланмалла-тăр, анчах çав ытарлăха лашасем урлă калани хресченшĕн питех те килĕшÿллĕ, вырăнлă – тăсрĕ калаçăва Анатолий тĕнчери лашасен ăрачĕсем çинчен калаçу пуçарса. Пытармастăп, кунта эпĕ çĕннине, илемлине, усăллине, ялта пурăнакан кашни çынна кирлине нумай пĕлтĕм. Калаçу вăхăтĕнче лашасем çинчен çырнă кĕнекесем, журналсемпе хаçатсем кун чухлĕ пулма пултарнишĕн вĕсене уçса пăхса савăнтăм. Ман умма Анатолий тепĕр хут чăн-чăн хресчен пек тухса тăчĕ. Малалла унăн çивĕч сăмахĕсем:
- Лаша юратăвĕ ламран-лама куçса пынăран килти хуçалăхра 11 çул каялла лаша тытма пуçласанах унăн ăрачĕпе ĕçлеме пуçларăм. Манăн халĕ çăмĕ айĕнче татах вĕтĕ-вĕтĕ çăмлă лашасен ăратне ĕрчетес килет: вĕсем çил-тăман айĕнче çĕр каçсассăн та шăнмаççĕ. Кунпа пĕрлех аякри ăратсене ĕрчетессипе мар, вырăнтисене сыхласа хăварассипе ытларах тимлемелле: вĕсем улăм çинчех пурăнайраççĕ, сивве те чăтăмлă. Акă, эпир пÿртре ларатпăр, вĕсем вара çÿхе юр çийĕнех уйра çÿреççĕ, чĕрнисемпе юр чавса апат пуçтараççĕ (пирĕн пуçламăш тĕл пулу-калаçу хĕл пуçламăшĕнче, декабрĕн малтанхи кунĕсенче, пулнăччĕ. – Авт.). Çăм айĕнчи вĕтĕ çăмлă лашасем кусем. Вĕсене пăхатăп та хама çын пек туятăп. Килĕшетĕр е çук, анчах ăçта лаша пур, унта пурнăç аталанать, лаша усракан-ĕрчетекенĕн малашлăхĕ пур. Çĕр çинче чăн хуçа çураласса шанатăп. Ăна вара ĕмĕрсем хушши юнашар пулнă янавар питех те кирлĕ пулĕ. Çакăншăн, çак ĕмĕте курса тата пурнăçа кĕртсе пурăнасси – пирĕн ĕç тĕллевĕ. Енчен те эпир арçын пулса çуралнă пулсан, пирĕн çак тивĕçе Турă умĕнче пурнăçламалла, ачасемшĕн тĕслĕх пулмалла. Çавна валли СЫВĂ пуçпа çиччĕ виçсе пĕрре касса йышăнусем тумалла. 20-мĕш ĕмĕрте çĕр харпăрлăхне пĕтернĕрен «манăн мар, колхозăн» принцип аталанчĕ, хресченĕн чăн хуçа туйăмĕ çухалчĕ. Енчен те вăл ХУÇА пулнă пулсан, юр айне утă-улăма, тырă-пулăна, çĕр улмине т. ыт. те хăвармĕччĕ, хăйĕн ял хуçалăх техники çине те тĕплĕрех пăхĕччĕ, алă сулса магазина 100 грамм патне утмĕччĕ, улăх-хир тăрăх пули-пулми трактор çăртарса çÿремĕччĕ. Халĕ-çке ăçта çиеççĕ, унта... Çыннăн çын пек пулмалла, Çĕр-аннемĕре хуçасăр хăвармалла мар. Çак çул çине тăма çынсем хушшинче пĕри тепĕрне пусмăрлассине пăрахăçламалла. Ку çулпа кăна аталану пулаймĕ. Аталанăва йăлтах, ман шутпа, ЛАШАПА ĔÇЛЕНИ çул уçать.
Лаша ăрачĕсем çинчен. Раççейре хальхи вăхăтра лашасен 50 ăратне яхăн ĕрчетеççĕ. Вĕсене пурне те пĕлетĕп. Кашнин хăйĕн енĕ. Вĕсемсĕр пуçне нимĕç, франци, англи, америка, араб, бербери (çурçĕр Африка) ăрачĕсене хаклайратăп. Çапла вара пиншер çул ĕлĕкрех хальхи Ирак çĕршывĕ вырăнĕнчи Вавилонирен (Месопотамирен) тухнă малтанхи лашасем паян тĕнчипех сарăлнă, этемĕн тусĕ пулса тăнă. Ăратсем çинче уйрăммăн чарăнса тăрас пулсан, мана Раççейри вырăс, орловск, америка рысакĕсем (юлашки ăратне халĕ Етĕрнере те ĕрчетеççĕ, питĕ хаклă та паха лашасем) килĕшеççĕ. Калас килет, кашни çĕршывра хăйсен рысакĕсем. Акă, пĕтĕм тĕнчипе фраци рысакĕсем хисепленеççĕ. Вĕсем чупассипе пирĕннисенчен пуринчен те ирттереççĕ. Франци рысакĕсем çÿллĕ, вĕри, хăвăрт ураллă. Вĕсем машина евĕр.
Рысаксемсĕр пуçне Раççейре утланса çÿремелли ăратсем пур: Буденăй ăрачĕ (Англири çакнашкал таса ăратă хыççăн тĕнчере иккĕмĕш), дон ăрачĕ, араб ăрачĕ (таса ăратă), Англо-кабардин ăрачĕ. Тĕнчери ăмăртусене вĕсем кăна тухаççĕ. Паян Раççейре Англири утланса çÿремелли таса ăрата ĕрчетеççĕ. Вĕсем чи таса та паха лашасем шутланаççĕ.
Лашасен тепĕр тĕсĕ – чăрмавсем урлă каçмаллисем (конкурные). Кунта Англо-кабардин, Англо-буденовск, вырăссен утланса çÿремелли (масть вороной), утланса çÿремелли таса юнлă ăратсене палăртайратăп. Вĕсем пурте çÿллĕ урасемлĕ те çÿхе кĕлеткеллĕ.
Утланса çÿремелли кăнтăрти лашасем пирки калаçмасăр та иртес килмест. Кунта ĕлĕкрех çăмăл кавалери валли усă курнă Терск ăратне палăртам. Вĕсем паян спортра та, чикĕ хуралĕнче те, милицире те усă курма вырăнлă. Çавăн пекех нимĕçсен ганавер (вороные), тракен (гнедые и рослые), футлан, ольденбург ăрачĕсем, туркменсен утланса çÿремелли ахал-текинск ăрат паха шутланаççĕ.