Министерство кунĕ пулнă
Февралĕн 22-мĕшĕнче пирĕн районта ЧР Юстици министерствин кунĕ иртрĕ. Муркаш районне ЧР Юстици министрĕ В.П. Петров, унăн çумĕсем В.Н. Капитонов, М.А. Кузьмин, Л.Н. Арзуманова, ЧР Нотариус палатин президенчĕ Е.И. Соколова, федераллă регистраци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Д.Н. Садикова килнĕ. Вĕсем район администрацийĕн пайĕсен ертÿçисемпе пĕрле ултă ушкăна пайланса тĕрлĕ предприятисемпе учрежденисене çитсе курнă, ĕç коллективăсемпе тĕл пулнă. Çав шутра: Е. Андреев ячĕллĕ призшăн ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче, Москакассинчи, Мăн Сĕнтĕрти, Çатракассинчи вăтам шкулсенче, Мăн Сĕнтĕр райповĕнче, кунти тĕслĕх библиотекăра, «Моргаушавтотехсервис» редприятире, Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра, Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче, «Сежина» ОООра пулнă. Ĕç коллективĕсенче çынсем нумай ыйтусем хускатнă. Çатракассинчи вăтам шкулти, сăмахран, шкула валли автобус уйăрма май пурри, ялти библиотекăна урăх çурта куçарасси кăсăклантарнă. Мăн Сĕнтĕрте çынсене коммуналлă пулăшусемшĕнтÿлесси, газ кĕртнĕшĕн укçа тавăрса парасси, халăхран аш-какай пуçтарасси, тĕрлĕрен суррогатсем сутнине чарасси тата ытти ыйтусем кăсăклантарнă. Тивĕçлисем çак ыйтусем çине хуравсем панă.