Фермăсенчи хĕл кунĕсем
Календарьти кун шăрçисене пăхсан хĕл вĕçленчĕ темелле, анчах обществăлла выльăх-чĕрлĕхе çăва кăлариччен вăхăт пайтах-ха: вĕсен сахалтан та тепĕр икĕ уйăх хĕл рационĕпе вите-сарайĕнче тăмалла. Паян вара çав çу кунĕсене хĕле кĕнĕ отчетра палăртнă-кăтартнă пур выльăх та тухайрать-ши? Кунта айккалла-майккалла турткалашиччен «çук» тени тĕрĕсрех. Акă, «Динамо» ял хуçалăх производство кооперативĕнче паян обществăлла выльăхсем çук. Вĕсем пĕр 10 çул ĕлĕкрех пĕр çемьере пулнă (ун чух Киров яч. хис. хуçалăхчĕ), каярах пĕр-пĕринчен уйрăлса кÿршĕлле пурăннă «Тораево» (халĕ «Нива» чикĕллĕ яваплăхлăх общество) хуçалăхра та обществăлла выльăх-чĕрлĕхрен Ойкас сысна ферминчи 100 пуç (21 пуç ама, 3 аçа, ытти самăртмалли сыснасемпе çурасем) сыснапа 10 пуç ытларах лашасăр пуçне урăх обществăлла выльăх çук. Унта 2 свинарка, 1 возчик, 1 кочегар ĕçлеççĕ. Ытти халăх вара «Ăçта ĕçлемелле, мĕнле пурăнмалла, мĕн ĕçлесе укçа тумалла;» ыйту умĕнче хĕвĕшеççĕ. Хĕле кĕнĕ 190 пуç ĕнерен çил вылякан сарайсем юлнă, иртнĕ кунсенче илсе кайнă юлашки вăкăрсен сарайĕнче те паян кайăк-кĕшĕк çеç юлашки апата пуçтарать. Ĕмĕртен пыракан ыйту «Мĕн тумалла;» Турайсене те пырса çапрĕ.
Пурнăçри ÿкерчĕк. 2002, 2003 çулсем пуçланнă тĕле «Тораево» хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсем 406, 344 пуç, сыснасем 300, 86 пуç, куллен укçа паракан сумалли ĕнесем 180, 170 пуç пулнă. Çак йĕркепех кăтартусем «Динамо» хуçалăхра: 2002-2003 çулсем тĕлне унта 180, 124 пуç мăйракаллă шултра выльăхсемччĕ, 82, 82 пуç ĕнеччĕ, 155,38 пуç сысначчĕ. Халĕ вĕсен вырăнĕнче йĕпе вырăн кăна. Вăл та хĕл сиввипе шăнса ларнă.
Суворов яч. хис. хуçалăх. Пĕр пĕлĕт айĕнче пурăнатпăр пулин те, Анаткассисем хăшĕ-пĕрисем пек алă усма васкамаççĕ, выльăхсен йышне виçĕм-тăватăм çулхинчен чакарнине пăхмасăрах.
Çатракассинчи Л. Яковлева ертсе пыракан сысна ферминче паян пурĕ 900 пуç сысна. 90 тĕп амана, 10 аçана, самăртма хупнă 240, ÿсĕм ушкăнĕнчи 300 сыснапа 2 уйăхран пĕчĕкрех 260 çурана пăхнă çĕрте 18 çын ĕçлет. Выльăх апатне кунта ятарлă цехра пĕçерсе пăрăхпа сыснасем патне çитереççĕ. Çак ĕç йĕркелĕвне пула витере нÿрĕк пысăк, маччаран çумăр çăвать. Çакăнта хамăр районтах «Лидер», «Ударник», Ильич яч. хис., «Герой» хуçалăхсенче сыснасене типĕлле тăрантарассине йĕркелени çак технологие алла илмелли çинчен калать. Хуçалăхра халăха сысна çурисем сутма чарса юлашки вăхăтра тупăш пама пуçланă сыснасен кĕтĕвне ÿстерме шутлани, сысна çурисене декабрьтенпех ЗЦМ, хыр лăссисем авăртса, минераллă хушусем хушса, пулă пани хуçалăхра сысна отраслĕ татăклă улшăнусем умĕнче тăни çинчен калать. Улшăнусене вара тумаллах. Фермăна çут çанталăк газĕ çитни те сарайсене хутса ăшăтмалли технологие çĕнетмелли çинчен систерет. Ку ыйтупа ферма заведующийĕ Любовь Львовна «Приволжское» вĕрентÿ хуçалăхне кайса çĕнĕ технологие епле пурнăçа кĕртнине хăй курса килес ĕмĕтлĕ. Ахальлĕн каплах ĕçлесен ÿт хушаслăх та, çура илеслĕх те уксахлĕç çеç.
Анаткассинчи ĕне фермине виççĕмĕш уйăх Викентий Викентьевич Николаев ертсе пырать. Кунти 540 пуç выльăха (вĕсенчен 220 пуç сумалли ĕнесем тата 151 пуç самăртма хупнисем) 48 çын икĕ сменăпа пăхаççĕ. Ĕçлекенсен йышĕ пурри выльăх кĕтĕвне ÿстерме ыйтать. Паян кунта талăксерен ĕне пуçне 8 килограмм сĕт сăваççĕ. Ĕнесен рационĕнче 20 килограмм сенаж, 2 килограмм концентрат, 10 килограмм чĕррĕн паракан вĕтĕ çĕр улми, 1,5 килограмм утă, 5-6 килограмм улăм. Начартарах мар-и; Ĕнесем начартарах, вăхăтăн-вăхăтăн тислĕк тухманнипе вĕсем таса мар. Ĕнесем тăракан вырăнсенче урайсем улăштармалли-юсамалли те чылай. Çав вăхăтрах пăрусене 2 сарайĕнче тарăн айсарăм çинче тытаççĕ. Тислĕке лашапа кăлараççĕ. Пăрусем таса та хитре.
Районти выльăх пăхакансен пĕрлехи кунне хуçалăхра ирттернĕ çĕре вырăнти Г. Васильева тĕп зоотехник, И. Михайлова тĕп ветеринар хутшăнчĕç, ĕçлекен халăхпа йĕркеленĕ тĕл пулусенче мĕн курнине пĕтĕмлетсе паян-ыран тумалли ĕçсене палăртрĕç. Сысна ферми ăратлă выльăх ферми. Кунти ĕç технологине тĕпрен улăштармасан...
Суворов яч. хис. хуçалăхри пĕтĕмĕшле лару-тăрăва çапла хаклама пулать: Анаткассисем паян улшăну алăкĕн сулли умĕнче. Черетлĕ утăма кая хăвармасăр тăвасчĕ. Кая юлсан...