Бокс.
Февралĕн 16-19-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта юниорсемпе çитĕннисем хушшинче боксла кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту тата уçă чемпионат пулса иртрĕ. Пирĕн боксерсем ку ÿсĕмсемпе ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнчĕç: 3ĕн пулчĕç вĕсем.
Арçынсенчен район чысне О.А. Сютруков хÿтĕлерĕ. Чăваш педагогика университечĕ хыççăн Муркаш шкулĕнче физкультура учителĕ пулса ĕçлет: ачасене бокс ăсталăхне хăнăхтарать, хăй те ку тĕлĕшпе ăмăртусене хутшăнать. 2 вырăн йышăнчĕ Олег Артурович 54 килограмлă виçе категорийĕнче.
Юниорсен ушкăнĕнче А. Никитин «çапăçрĕ»: 48 килограмлă виçе категорийĕнче 3 вырăн йышăнчĕ.
Йĕлтĕр спорчĕ. Февралĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта йĕлтĕрпе чупса республикăра мала тухассишĕн уçă ăмăрту пулса иртрĕ. Пирĕн район чысне хушма пĕлÿне муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн – ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Калайкассипе Ярапайкасси уйрăмĕсенчи (тренер-преподавателĕ Э.А. Гордеев) йĕлтĕрçĕсем хÿтĕлерĕç.
Кĕçĕннисен ушкăнĕнче Настя Костина (Ярапайкасси шкулĕ) 1 вырăн (3 км) йышăнчĕ. Аслă ушкăнран Настя Тямина (Калайкасси шкулĕ) 3 километрлă дистанцие виççĕмĕш вĕçлерĕ.
Волейбол. Февралĕн 19-20-мĕшĕсенче Етĕрнере районсенчи хĕрарăмсемпе арçынсен командисем хушшинче зонăри ăмăрту пулса иртрĕ: Муркашсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Шупашкарпа Етĕрне районĕсем вылярĕç.
Арçынсенчен пирĕн команда 2 вырăн йышăнчĕ. Хĕрарăмсен команди çивĕчрех пулчĕ: 1 вырăн çĕнсе илчĕ.
Çала вара пирĕн районăн арçынсемпе хĕрарăмсен командисем иккĕшĕ те финала тухрĕç: вăл апрельте Çĕнĕ Шупашкарта иртет.