Моргаушский муниципальный округ

9-мĕш класс пĕтерекенсем валли

 

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасăр шав аталану çулĕпе малалла каять. Акă, шкул ачисем черетлĕ вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш çуррипе пыраççĕ. Пурнăç аталанăвĕпе тан пыма çамрăксене чи малтанах пĕлÿ кирлĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров Патшалăх Канашне янă çырура та малашлăх тарăн пĕлÿллĕ çамрăксенче пулнине палăртать.

Район администрацийĕпе И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн килĕшĕвĕ çинче Муркашра уçăлнă лицей 6-мĕш çул ĕçлет, малтуртăмлă çамрăксене пĕлÿ тĕнчипе уттарать. Каламалла, ăнăçсăр та мар. Çакна районта нумайăшĕ ăнланчĕç ĕнтĕ. Ăнланăва тата ачасен пĕлÿ шайне пăхса юлашки çулсенче 10-11 классене  лицейра вĕренес е вĕрентес текенсем те сахал мар. Ку çула суйланисене е суйлакансене лицей директорĕ Н. Смирнов çапла пĕлтерет:

Муркаш дицейне 10-мĕш класа вĕренме гуманитари енĕпе килес кăмăллисен Раççей историйĕпе тата вырăс чĕлхипе, литературипе çырса экзаменсем тытмалла. Пĕлÿ тĕнчине естествăлла наука тĕлĕшпе шаларах кĕрес текенсен математикăпа тата физикăпа çырса экзаменсем тытмалла пулать. Çак тĕрĕслевсем лицейре апрелĕн 9-10-мĕшĕсенче пулаççĕ, 11 сехетре пуçланаççĕ. Экзаменсене Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем йышăнаççĕ. Лицейра вĕренме кăмăл пуррисен заявленисене апрелĕн 5-мĕшĕччен памалла. Пĕрле паспорт е вĕреннĕ вырăнтан справка кирлĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 февраля 2005
00:00
Поделиться
;