Ĕçе çÿреççĕ
Эх, мăнтарăн самани, улшăнать те улшăнать: уйăхпа мар - талăкпа, талăкпа мар - сехетпе.
Акă, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 60 çул çитет. Паянхи тата çав вăрçă çулĕсенчи пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене пăхатăн та... Йывăр пулнă пулсан та, ун чухне ял хуçалăхне арканса кайма паман, колхоз хирĕсем паянхи кооперативсенни пек çум айĕнче ларман. «Динамо» хуçалăхра, авă, выльăх-чĕрлĕхе тĕппипе пĕтернине районта пурте пĕлмеççĕ те пулĕ. Анчах лару-тăру çапла. 25-30-шар çул обществăлла выльăхсем патĕнче ĕçленĕ çынсем, механизаторсемпе уй-хир бригадин ĕçченĕсем ĕçсĕр тăрса юлчĕç. Выльăх çук та хуйхи çук, терĕç-ши çак çула суйлакансем;
Мăн Токшик ял халăхĕ ĕçсĕр тăрса юлнине Е. Андреев яч. хис. хуçалăх ертÿçи Н. Рудаков та илтнĕ. Илтнĕ те ĕçе кÿлĕннĕ. Çĕнĕ çул умĕн яла килсе ĕне сăвакансемпе калаçрĕ. Шыракан тупать, теççĕ. Н. Рудаков та 3 дояркăна ĕçе илчĕ. Çапла вара 1981 çултанпа ĕне ферминче сĕт сунă çĕрте ĕçленĕ Елена Самуиловна Афанасьевапа икĕ çамрăк каччă Михаил Геннадьевич Евстафьевпа Алексей Петрович Кузьмин Çурлатри сĕт фермине ĕне сума ĕçе кÿлĕнчĕç. Икĕ уйăх иртрĕ унтанпа. Ĕне сăвкансене Сергей Антонов водитель куллен Е. Андреев яч. хис. хуçалăх машинипе ĕçе-киле турттарать. Кÿршĕ хуçалăха ĕне сума çÿрекенсем ĕç пуррипе тата ĕçшĕн вăхăтра тÿлесе тăнипе кăмăллă. Январь уйăхĕнчи ĕçшĕн вĕсем йÿнĕ хакпа икшер михĕ шурă çăнăхлă тата пĕрер михĕ сахăр песукĕллĕ пулчĕç. Пĕрле ĕçлекенĕсем ĕç укçине укçан илме килĕшнĕ. Çапла вара уйăхсерен ĕç укçи илсе тăрсан ĕçлекенсен кăмăлĕсем хуçăлмĕç. Хуçалăх та малалла кайĕ, ферма хупăнмĕ.
Январь уйăхĕнче Е. Андреев яч. хис. хуçалăха çур аки умĕн техника юсама кайма кăмăл тăвакансем те ĕçе кайрĕç. Г. Минаев, Ю. Егоров, В. Александров, С. Евтсафьев, Ю. Порфирьев, В. Иванов сласарьсене те автомашина ĕçе илсе çÿрет, ĕç хыççăн киле леçет.