Моргаушский муниципальный округ

Юбилей медальне тивĕçнисем – 3368ăн

 

2005 çул – паллă çул. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра тунă Çĕнтерĕве – 60 çул» юбилей медалĕпе çав тапхăрта çар ĕçĕсене хутшăннă, çавăн пекех Хĕç-пăшаллă Вăйсенчен хĕсметре тăнă çар çыннисене, орденсемпе тата медальсемпе наградăланă, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи çу уйăхĕн  9-мĕшĕчченхи тапхăрта çур çултан кая мар ĕçленĕ тыл ĕçченĕсене т. ыт. те наградăлаççĕ. Пирĕн районтан çак медале тивĕçекенсем 3368 çын. Паян районта вăрçă ветеранĕсемпе тĕлпулу иртет.  Шăпах çак сумлă лару-тăрура 252 вăрçă ветеранне юбилей медалĕпе чыслаççĕ.

Çакна палăртмалла: асăннă юбилей медалĕсене вырăнти ял администрацийĕсене  çитернĕ. Хаваслă лару-тăрура кашнин хăйĕн хуçи патне çитĕ. Тухса çÿрейменнисене ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем киле пырса парнелеççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 февраля 2005
00:00
Поделиться
;