Моргаушский муниципальный округ

Яланах малтисен ретĕнче

 

Кĕçех нимĕç фашисчĕсене çапса аркатса Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитет. Ильинка ял администрацийĕнчен те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме сахал мар çын тухса кайнă. Вĕсенчен пĕри – А.Д. Димитриев.

Димитриев Алексей Димитриевич 1926 çулта Муркаш районĕнчи Тренккă ялĕнче çуралнă. 1940 çулта Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăнă. Вăрçă пуçлансан çулталăк хушши Владивосток хулинче санитар-инструктор ĕçне вĕреннĕ. 1943 çулта 1-мĕш Украина фрончĕ  йĕркелесен 1-мĕш кавалери корпусĕнче тăракансене Мускава  илсе килнĕ. 1943 çулхи март уйăхĕнче Сталинград патĕнчи çапăçу хыççăн саланнă чаçе тепĕр хут пуçтарса Изюм хулинчен вăрçă хирне кĕнĕ. Çав çулах Алексей Димитриевич Киев хулине тăшмансенчен хăтарнă çĕре хутшăннă. Унтан Житомир хулинчен тăшмана кăларнă. 1944 çулта Польша территорине кĕрсе Австри, Венгри, Чехословаки хулисене ирĕке кăларнă.

Вăрçă ветеранĕ аса илнĕ тăрăх, чи пысăк çапăçу Пĕчĕк Берлин хули çывăхĕнче пулнă. Вăрманта тăракан эскадронсем залп панине тăшман асăрханă та самолетсемпе умлă-хыçлă бомба тăкма пуçланă. Пирĕн салтаксем хаяр тытăçура тăшмана çĕнтерме пултарнă. Çухатусемсĕр пулман çак çĕнтерÿ.

Çĕнтерÿ кунĕнче Алексей Димитриевич Венгрире пулнă. Вăрçă чарăнсан оккупаци полкĕнче юлнă. 1945 çулхи кĕркунне Карпат тăвĕсем урлă каçса тăван киле таврăннă.

Кунта та вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçпа кĕрешме тивнĕ. Юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Малтанах Атăл леш енчи «Парадский» вăрман хуçалăхĕнче агент пулса ĕçленĕ. Унтан колхозра склад заведующийĕ тата бригадир ĕçĕсенче вăй хунă.

1947 çулта çак ялтах пурăнакан Вера Димитриевнăпа çемье çавăрнă. Иккĕшĕ вĕсем 5 ача çитĕнтернĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн вăрçă ветеранĕ кĕçĕн ывăлĕпе  тата кинĕпе пурăнать. Виçĕ хĕрĕ медицина сферинче тăрăшаççĕ.

Халĕ иртнĕ вăрçă çулĕсене аса илсен ветеранăн куçĕсем шывланаççĕ. Фронтри тусĕсем те нумайăшĕ çук ĕнтĕ. Алексей Димитриевичăн  та сывлăхĕсем хавшанă, темиçе хутчен контузи пулни те хăйĕннех тăвать. Çапах пуçне усмасть ветеран, малаллах талпăнать. Çамрăк ăрăва юнпа туптаннă çĕнтерĕве упрама, пурнăçа хаклама чĕнет.

Çапла пурăнать паянхи кун Ильинка ял администрацине кĕрекен Тренккă ялĕнче А.Д. Димитриев Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ. Унăн вăрçăри паттăрлăхне патшалăх тивĕçлипе хакланă. «Хăюлăхшăн» медаль, 3-мĕш степень Мухтав орденĕ, 2-мĕш степень Отечественнăй вăрçă орденĕ илме тивĕçлĕ пулнă Алексей Димитриевич. Хăйĕн пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр тăшманпа çапăçнă вăрçă ветеранне эпир паян пуç таятпăр, Пирĕн, çамрăксен, ветерансене яланах сума сăвасчĕ, пулăшу парасчĕ, вĕсем çинчен манас марччĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 февраля 2005
00:00
Поделиться