Аслă ăрусен ырă йăлине малалла тăсса
Хĕç-Пăшаллă Вăйсен историйĕ 1918 çулхи февралĕн хаяр кунĕсенчех пуçланнă. Ун чухне Хĕрлĕ Çарăн пĕрремĕш отрячĕсем Псковпа Нарва патĕнче Германи çарĕпе çапăçăва кĕнĕ. Çав манайми кунсен ячĕпе совет правительстви 1919 çулта Хĕрлĕ Çарпа Тинĕс Çар флочĕн кунне туса хунă. Ăна çулсеренех февралĕн 23-мĕшĕнче пĕтĕм халăх уявĕ тесе паллă тăваççĕ.
Хĕç-Пăшаллă Вăйсем çĕнтерÿсемпе чапа тухнă çар ялавĕсене паян та тивĕçлипе тытса пыраççĕ. Пĕтĕм халăх уявне, Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне паллă тунă май пирĕн халăх яланах Хĕç-Пăшаллă Вăйсен паттăр историне, унăн паллă полководецĕсене, паттăррăн çапăçнă çар çыннисене аса илет.
Хĕç-Пăшаллă Вăйсем Совет влаçĕшĕн çапăçнă, çĕнтерÿ çулĕ йывăр та тумхахлă пулнă. Граждан вăрçинче те вăл, мĕн пур йывăрлăхсене пăхмасăрах хĕрÿ кĕрешÿре контрреволюцин шалти тата тулашри тăшманĕсене çапса аркатнă, пиншер çын тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ.
Вĕсем хушшинче Чăваш Республикинчен те рабочисемпе хресченсем чылаййăн пулнă. Граждан вăрçин геройĕсен сăнарĕсем халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех тăрса юлнă.
Вăрçăсен историйĕнче 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă чи йывăрри тата хаярри пулнă. Совет Союзĕ çине лайăх хĕç-пăшалланнă Гитлер çарĕ сĕмсĕррĕн килсе тапăннă. Совет халăхĕ тăшманпа паттăррăн тата хăюллăн çапăçнă, фашистла Германи çарне пĕрремĕш хут чарса лартнă, агрессие малалла кайма ирĕк паман. Мускав çывăхĕнчи 1941 çулхи историлле çапăçу вăрçă вăхăтĕнчи пысăк çĕнтерÿ пулнă. Пирĕн Хĕç-Пăшаллă Вăйсем Европăри, Азири нумай çĕршывсен халăхне ют çĕршыв пусмăрĕнчен хăтарса хăйсен интернационалла тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Кăçал эпир Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине паллă тăватпăр. Çавăнпа та паян паттăрлăх кăтартнă вăрçă ветеранĕсем умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.
Хальхи вăхăтра та çĕр чăмăрĕ çинче лăпкă мар, паян пĕр çĕрте, ыран тепĕр çĕрте вăрçăсем тапранаççĕ, бомбăсемпа снарядсем çурăлаççĕ. Çавăнпа та яланах тимлĕ пулмалла, хĕç-пăшала алра çирĕп тытса çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр тăмалла.
Раççей Федерацийĕн Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен хальхи ăрăвĕ те хăйĕн çар тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Çакна паян нумай салтаксен паттăрлăхĕ, вĕсем илнĕ наградăсем лайăх çирĕплетеççĕ. Чечня вăрçине хутшăннă Е.Г. Борисов Раççей Геройĕ пулса тăчĕ 6 салтак «Паттăрлăхшăн» ордена тивĕçрĕç. Вĕсенчен иккĕшне – А.В. Димитриева тата Л.Г. Семенова вилнĕ хыççăн наградăланă. Мире хÿтĕленĕ чухне Косовора М.Г. Шуйцев та паттăррăн пуçне хучĕ, вăл та «Паттăрлăхшăн» ордена тивĕçнĕ.
Паян уйрăмах Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене, воин-интернационалистсене, хĕрÿ точкăсенче хăйсен çар тивĕçĕсене пурнăçланисене ăшă сăмахсемпе аса илес килет. Вĕсем хăйсен паттăрлăхĕпе çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, паянхи çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, халăхăн ырă йăлисене, аслашшĕсемпе ашшĕсен ĕçри тата вăрçăри паттăрлăхне хисеплеме вĕрентеççĕ. Вĕсем çĕршыв шăпишĕн яваплăха туйса хăйсене шеллемесĕр салтак тивĕçне пурнăçланă, пурнăçлаççĕ те, халăх пурнăçĕн тăнăçлăхне упраççĕ, çĕршыв аталанса, чечекленсе пытăр тесе тăрăшаççĕ. Çавăнпа çĕршыв хÿтĕлевçисене, вĕсен паттăрлăхне, çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕлесе пуçĕсене хунисене пирĕн нихăçан та манмалла мар.
Хаклă ентешсем! Сире пурне те Çар Мухтавĕн кунĕ – Тăван Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, пурнăçра телей, ĕçре ăнăçусем сунатăп.