Ача ĕсĕклет... Кам илтĕ ăна?!..
Вăтăртан кăшт çеç иртнĕ йывăр çын хĕрарăм палата тăрăх алăкăн-тĕпелĕн утрĕ. Хытах пăлханать пулмалла хăй, чÿречерен пыра-пыра пăхать: унтан чăтаймарĕ - ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ.
- Иккĕмĕш эрне выртатăп больницăра, анчах анне пĕрре те килсе каймарĕ. Каллех ĕçме пуçланă ĕнтĕ. Ĕнер шăллăм шăнкăравларĕ. Атте ĕçлесе илсе килнĕ 2 тонна тырра эрехле сутса пĕтернĕ. Иккĕшĕ те ĕçеççĕ. Кăна пĕлнĕ пулсан, хам укçалла кайса туянаттăмччĕ вĕсенчен çав тырра.
Куçран куççÿль кăлармасăр ниепле те лăпкăн итлеме пулмарĕ ăна. Виçĕ ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăма тăван амăшĕн ăшши кирлĕ те, мĕн кураççĕ-ши унăн килĕнчи икĕ йăмăкĕпе пĕр шăллĕ? Мĕн çисе пурăнаççĕ-ши вĕсем ашшĕпе амăшĕ ÿсĕр çывăрнă чух сивĕ пÿртре? Вĕсем мĕн чухлĕ йĕреççĕ-ши тата? Ах, мĕншĕн илтмеççĕ-ха хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тăван тĕпренчĕкĕсен чĕрисем макăрнине. Вĕсем те илтмесен, камăн чĕрин хĕлĕхне туртса ыраттарĕ çав ачасен ĕсĕклевĕ? Килте эрех юхтарса сутакансенне-и? Çав ачасем выçă ларнине пĕлсе, çур литр сăмакунла пĕр михĕ тырă илсе юлаканăнне-и? Çав ачасен çиес çăкăра çисе-çке юхтарать вăл çав пăтранчăк шыва...
Мĕншĕн аса илтĕм-ха çĕнĕрен çак тĕслĕхе? Районти административлă комисси çак кунсенче Оринин ял администрацине тухса лару ирттерчĕ. Саккуна пăсса эрех туса сутакансене чĕнтерчĕç унта. Иртнĕ çулхи çулла тунă списокра çын куççÿлĕ çинче «укçа çапакансем» ку тăрăхра 19ăн. Пĕрремĕш протоколăн «хуçи», чăнах та, çак намăс списокра çук. Анчах вăл 250 грамм спирта 30 тенкĕлле сутни пирки протокол пур. Хакла ларчĕ уншăн çав 250 грамм: 2000 тенке. Шăпах çакăн чухлĕ штраф пама тиврĕ Ăна ЧР административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан саккунăн 16-мĕш статйипе килĕшÿллĕн.
Тепĕр икĕ протокол вара пĕр çын пиркиех. Шăпах çак 5 ача амăшĕ ĕнтĕ иртнĕ çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче 1,5 литр сăмакун пĕр ялти çул çитмен çамрăка укçалла сутать. Ăна ĕçнĕ хыççăн унăн ашшĕ кăпăк кăларса, тăнне çухатать. Алкогольпе наркăмăшланни – акă, мĕнле диагноз лартать çав каç «Васкавлă пулăшура» дежурствăра пулнă фельдшер. Тепĕр кун ирхине çак хĕрарăм çав 17 çула çитмен çамрăках (ниçта та ĕçлемест, вĕренмест) çур литр эрех сутать. Шăп çакăн хыççăн çакланать те милиционер аллине.
- Çак çул çитмен ача вырăнне хăвăн ачусене лартса пăх-ха. Ун чух мĕн калăн, - терĕ ăна Оринин ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.С. Суриков.
- Ман ачасем ÿссе çитнĕ, - касса татрĕ хĕрарăм. – Ман эрехе ĕçнипе наркăмăшланман вăл, пĕрмаях ĕçнипе. Ачине те мĕн чуль каламан пуль ун пек çамрăклах ан ĕç-ха, тесе.
Каланă пуль, анчах çав каç, тепĕр ир мĕнле-ха, эппин, ман эрех çук тесе, пуш алăпа кăларса яман?
Тĕрĕсех калать вăл та, залра ларакансем те: никам та вăйпах никама та карланкăран ямаççĕ (залра ларакансенчен ытларахăшĕ (эрех сутакансен списокĕнчисен) çак шухăша калакаларĕç). Анчах çакă никама та эрех сутса çын сывлăхне пĕтерме ирĕк памасть. Районти административлă комисси членĕсем 2,5 пин тенкĕ штраф пама йышăнсан, вара çапла çавăрттарса хучĕ хĕрарам:
- Хакне çавах кăларатăп.
- Эрех сутакансен хĕлле те «выручка» чакмасть,- терĕ ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Списокри çав 19 çынна ахаль çĕртен кĕртмен вĕт: ялта йăлтах куç умĕнче. Кам эрех туса сутни те. Кам хĕрÿ ĕçççинче трактроист-шоферсене «тав тума» (руль умĕнчи çынна эрех пани ыр сунни-и вара? Тав тăвасах тесен, сĕн, эппин, укçа: хăть мĕн илтĕр вăл унпа).
Эрех сутакансенчен никамах та ку таранччен сутрăм, тесе йышăнасшăн мар. Эппин мĕншĕн-ха каллех çак 5 ача амăшĕ тепĕр уйăхран февралĕн 1-мĕшĕнче тепĕр хут çакланнă «участковăй» аллине. Çак кун 10 сехет çурăра çул çитмен икĕ çамрăка 30 тенкĕлле çур литр сăмакун сутнă. Протокол çинче «тавар» туянакансем унран илнине çирĕплетсе панă. Хальхинче йĕрке хуралçисем юриех тавар туянма кĕртсе янă çамрăксене (тĕрĕслемелле) сутнă вăл. Куншăн та 2,5 пин тенкĕ тÿлемелле турĕç.
Килĕшмелле, çăмăл мар пĕччен 5 ачана ура çине тăратма. Анчах шăпа çапла килсе тухнишĕн ют ачасем айăплă мар-çке. Çав пăтранчăк шыва илсе ĕçне миçе арçынпа хĕрарăмăн çемье пурнăçĕ пăтранать-ши? Миçе ачан таса та тăрă куççÿлĕ хÿтлĕх шыраса юхать-ши вĕсенче? Пĕрре каçарнă çылăха тепре тусан, Турă ăна каçармасть.
Хамăрăн пурнăçри йывăрлăхсемшĕн ют ачасем урлă тавăрни чыс кÿрет-ши кама та пулин. Çук. Тавăрасси тата этемĕн тивĕçĕ те мар, теççĕ. Залра ватлăх енне сулăннă арçын, чылай ĕçпе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, çапла каларĕ:
- Чиркĕве кайса каçарттаратпăр çылăхсене (эрех юхтарса сутни, водитель-трактористсене эрехпе тав туни, эрехпе иртĕхни т. ыт. те). Ун шухăшĕ çине Мăн Сĕнтĕр чиркÿ настоятелĕн Иван аттен сăмахĕсемпе хуравлас килет.
Епле килĕшмесĕр тăрăн-ха район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, районти административлă комиссин ертÿçипе Н.П. Петровăпа:
- 18 çула çитичченех çамрăксем эрех ĕçеççĕ пулсан, мĕнле ăру юлĕ пирĕн хыçран. Çак хăрушă пулăма чарас тесен, çакăнта ларакансенчен кашниех мĕн те пулин тусан, лару-тăру ырă енне улшăнмаллах.
Чăнах та, пĕри эрех сутма пăрахсанах, миçе çыннăн пурнăçĕ, çемйи сывалас енне кайĕ. Нина Пантелеевна сăмахĕсем хыççăн зал «вăранчĕ» пулас. Ирĕксĕр çăвартан ямаççĕ текенсем шăпланчĕç, «хура» списокри пĕр хĕрарăм тăрса çапла каларĕ:
- Чăннипех те, сутнă, сутман мар эрех. Çакăн хыççăн урăх сутмастăпах. Чун ыратрĕ ачасем пирки итлесе. Хăçан та пулсан чарăнмаллах вĕт эрех сутма.
Халăх умĕнче юри артистланать, тес – чĕлхе çаврăнмасть. Шанас килет çав сăмахсене вăл чĕререн каланине те. Ыттисем те çавăн пек шутлинччĕç. Ун пекех урăх эрех сутмастпăр тесе йышăнинччĕç. Чуна варалас марччĕ çак пысăк çылăха туса.
Шкултан килнĕ хĕр ача алăк урлă ÿсĕр выртакан ашшĕ урлă каçса кĕчĕ те мĕнпур вăйне пухса ăна маларах шутарса хучĕ. Ÿсĕрле ашшĕ кăларакан ахăр саманаран хăраса çитнĕскер, чĕрне вĕççĕн пусса тĕпелелле иртрĕ.
- Ах, ирччен çывăртăрччĕ, - чĕри кăлт! кăлт! сикнине чараймасăр шухăшларĕ вăл. Апат çиес тесе кастрюле уçса пăхрĕ. Пуш-пушах. Амăшĕ ăçта-ши? Хĕр ача пичĕ тăрăх куççуль юхса анчĕ.
Пăт-пăт! тумлать куççулĕ: ăш вырăн çине те мар, чĕри çине... Кам курĕ çав куççÿле, кам илтĕ çак ачан чĕре тÿхлевне;..
Пăт-пăт! юхать кÿршĕре сăмакун 3 литрлă банкăна. Ăна юхтаракан туять-и ун пăртанчăк шывĕ кÿршĕ ачин чĕрине ыраттарнине? Çук. Ун урăх шухăш: ку савăтран миçе тенкĕ тупăш илессине шутлать вăл. Е 19 çынлă списокра пур педагог илтет-и хăйĕн урокĕнче çак ача куççуль витĕр çĕн темăна ăнланайман ачан чĕрин макăрăвне (шел, кун пеккисем те тĕл пулаççĕ-ха)?
Кам илтĕ? Ашшĕ-амăшĕ те илтмеççĕ, курмаççĕ пулсан? Паян районĕпе миçе ача йĕрет-ши, выçă ларать-ши çак инкеке пула? Ăçталла каятпăр? Мĕн патне пырса тухăпăр каплах пулсан?..