Вăрман сиплет те, ураран та ÿкерет те
Манăн астма чирĕ, чĕре те чирлет. Пĕлекен çынсем каланине итлесе, кăçал эпĕ хыр вăрманĕнче ытларах уçăлса çÿреме тăрăшрăм. Хăш-пĕр чухне вăрмантан таврăнсан хама чăннипех çав тери лайăх туяттăм, тепĕр чухне вара хытăрах чирлесе кайнă пекех. Сăлтавĕ мĕнре-ши?
Татьяна Смирнова.
Ыйтăва пĕр енлĕн хуравлама йывăр, çавăнпа та тарăнрах тишкерни кирлех. Хыр-чăрăш йывăççисем çын организмĕ çине чи малтанах фитонцидсем кăларнипе ырă витĕм кÿреççĕ, вĕсем вара микробсене пĕтерме пулăшаççĕ. Вĕсемех çыннăн иммунитечĕ, сывлав органĕсем, юн çаврăнăшĕ çине те сисĕмлĕ витĕм кÿреççĕ. Анчах çакна манмалла мар: çулталăкăн тĕрлĕ вăхăчĕсенче фитонцидсем тухса сарăласси пĕр пек мар. Сăмахран, сентярь-октябрьте тата декабрь-февральте доза калăпăшĕ пысăк, çын организмĕшĕн те ку ырă енлĕ кăна. Ноябрь тата март уйăхĕсенче хыр-чăрăш вăрманĕсенче нÿрĕрех, çавăнпа кун чухне сывлав органĕсем çине кÿрекен витĕм ырă мар. Апрельте тата май уйăхĕн çурринче сăмалаллă хатĕрсем тухса тăрасси вăйланать. Ку вара сывлав çулĕсенчи юн çаврăнăшне лайăхлатма, ÿслĕк таврашне ирттерсе яма питех те меллĕ, анчах та бронхиаллă астмăна пĕтермешкĕн çăлăнăç сахал.
Пÿре чирĕсемпе аптăракансене çуллахи вăхăтра хыр-чăрăш вăрманĕсенче нумай пулни кирлех мар. Июнь-июль уйăхĕсенче гипертониксене, чĕре чирĕсемпе асапланакансене, бронхиаллă астмăпа чирлекенсене çав вăрмансене пырса çÿреме пачах сĕнмеççĕ. Сăлтавĕсем: сывлама сывлăш çитми пулать, пуç çаврăнать, чĕре таврашĕнче ыратни вăйланать, хăлхасенче шавлани ÿсет, ыйхă «вĕçет», юн пусăмĕ вăйланать. Хулара пурăнакансемшĕн вăрманта çакăн пек «уçăлса çÿреме» уйрăмах пĕлни вырăнлă.
Сăмах май, юман вăрманĕсене кайса çÿренĕ чухне те асăрханулăх çинчен манмалла мар. Çирĕплетнĕ сăнавсем тăрăх, юман чи нумай кислород кăларать. Анчах та вăл юнра нумайрах пулни пуç мимисен сосучĕсене хирсе лартма пултарать, çавна май çын тăна çухатасси те инçе мар.
Мĕнле тăпрана килĕштереççĕ;
Нумай та вăхăт иртмĕ, сад-пахчасенче ĕçлемелли хĕрÿ кунсем çитĕç. Çавна май хăш культура мĕнле тăпрана килĕштерни çинчен пĕлес килет.
Светлана Сорокина.
Ăста пахчаçăсем улма-çырла культурисем ăнăçлă ÿссе йышлă çимĕç паракан тăпра пулăхĕнчен килет тесе çирĕплетеççĕ. Кашни культурăна хăйне майлă тăпра кирлĕ. Уйрăмах улмуççипе груша тăпрана хытă «тиркеççĕ». Улмуççи валли вĕтĕ муклашкаллă, нÿрĕк лайăх çăтакан, сывлăшпа шыв хăвăрт сăрхăнакан тăпра чи лайăххи шутланать. Грушăна вара кăпăшка, кăштах тăмлăрах, пулăхлă тăпра кирлĕ. Слива тăмлăрах вырăнсене килĕштерет. Вăл типĕ тăпрана юратмасть.
Çĕр çырли валли кăпăшка, тутлăхлă япаласем нумай хывнă, шыв лайăх куçакан, çăмăл тăмлă, кăштах хăйăрлă тăпра аван. Хăмла çырли те çавăн пеккинех кăмăллать. Хура хурлăхан валли вара нÿрĕ, тăмлăрах тăпраллă, шурăпа хĕрлĕ хурлăхан валли хăйăрлă тата тăмлă çăмăл тăпраллă вырăн суйласа илмелле.
Эмел курăкĕсем те тĕрлĕрен
Хальхи вăхăтра тĕрлĕ чир-чĕрсенчен сывалмашкăн тухтăрсем эмел курăкĕсемпе те ытларах усă курма сĕнеççĕ. Анчах çакăн чухне те асăрханмалли, виçене пĕлмелли пурах ĕнтĕ.
М. Матвеева.
Чăн та, виçеллĕ, пĕлсе усă курмасан эмел курăкĕсем те сывлăхшăн усăллă вырăнне сиенлĕ те пулма пултараççĕ. Эмел курăкĕсемпе тĕрĕс сывалмасан вĕсем çынна чире яма пултараççĕ, ĕмĕрлĕх амантса хăвараççĕ. Сăмахран, куллен сар çип уттине (зверобой) ĕçсен импотенци аталанать.
Алоэ курăкне 100 е 200 мл дозăпа ĕçсен хырăмлăх çĕрнипе аптрама пулать. Çавăн пекех юн капланса килнипе аптракан хĕрарăм йывăр çын чухне ачана вăхăтсăр çуратма пултарать.
Енчен те эсир хăвăрт тарăхса каятăр пулсан та валерьянка ĕçме ан васкăр. Нумай чухне вăл (кушак курăкĕ) лăплантарас вырăнне пăлхантарса ярать. Çапах та унăн шĕвекне ĕçмех тивет пулсан та икĕ эрнерен ытла ăша ан ярăр. Ăна пустырник (чĕре курăкĕ) шĕвекĕпе ылмаштарăр.
Сухан эмел курăкĕсен шутне кĕмест пулин те, хăйĕнпе ытлашши иртĕхтермест. Енчен те эсир кашни кун пĕрер пуç сухан çиетĕр пулсан, чĕре чирĕсемпе аптрасса кĕтсех тăр. Сухан чĕре чирĕсене тата вăйлăрах аталанма пулăшать. Хĕренпе ыхра пекех кислотноçе хăпартать.
Шăлан курăкĕпе те ытлашши иртĕхме юрамасть. Вăл шăл эмалĕсене пĕтерет, унăн çирĕплĕхне чакарать. Çавăнпа та шăлан чейне ĕçнĕ хыççăн çăвара чÿхемелле е шăла тасатмалла. Эмел курăкĕсене ĕçмелле, анчах та пĕлсе, кирлĕ-виçеллĕ дозăпа.
Кашни çулах апатлантармалла
Иртнĕ кĕркунне çĕнĕ улмуççи хунавĕсене удобренисем хывмасăрах лартса хăвартăм. Вĕсене çуркунне апатлантармалла-и?
В. Тимофеев.
Йĕркеллĕ ĕçлесе пыракан пахчаçă çакăн пек ыйтăва памастех ĕнтĕ. Анчах эпир пурте пĕр пек мар вĕт. Специалистсем сĕннĕ тăрăх, лартнă çул улмуççи хунавĕсене удобренисемпе апатлантарма кирлех мар. Анчах та малашне тутлăхлă япаласене хывма тытăнмалла. Удобренисемпе йывăç турачĕсенчен 1,5 хут сарлакарах лаптăк илсе апатлантараççĕ.
Лартнă хыççăн икĕ-виçĕ çултан кашни йывăç тавралла 50 сантиметр тарăнăш, 30-40 сантиметр сарлакăш канав чавса çаврăнни пăсмасть. Чавнă чухне кăларнă тăпрана органикăллă удобренисемпе хутăштармалла, унтан каллех чавнă канава тултараççĕ, минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ çултан каллех канав чаваççĕ. Анчах та вăл малтанхин тулашĕнче пулмалла.
Кĕркунне органикăллă тата фосфорлă, калиллĕ удобренисене туратсем айĕнче тăпра чавас умĕн хывни вырăнлă. Азотлă удобренисен пысăк пайĕпе çуркунне тата çулла апатлантараççĕ, кăштах кĕркунне валли хăвараççĕ.
Çуркунне (йывăçсем ÿсме пуçланă вăхăтра) тата çу варринче (июнь вĕçĕнче – июль пуçламăшĕнче) тислĕк шĕвекĕпе, кайăк-кĕшĕк каяшĕпе, шывра ирĕлтернĕ азотлă удобренисемпе апатлантарнине те нимĕн те çитместех. Тăпра типĕ пулсан малтан вулă тавралла чавнă канавсене шăварса нÿретмелле. Удобренисем сăрхăнса кĕнĕ хыççăн çиелтен кăпăшка тăпрапа витмелле.