Тав тăвап асаттене
Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнă уяв çывхарнă май кашниех çав историллĕ вăхăт страницисене уçса пăхатпăр. Анчах ун чухнехи терт-нушана хăйсем тÿссе ирттернисем, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисем паян мĕн шутлаççĕ-ши? Вĕсем хăйсен мăнукĕсем (эпир) паян таса та сывă пулнишĕн савăннисĕр пуçне вăрçă вут-çулăмĕ пĕçертнĕ чĕрене чылай чух пире уçса та памаççĕ, аса илÿпе сурансене чĕртесрен асăрханаççĕ. Çакна ăнланса пирĕн вĕсем тĕлĕшпе тимлĕхе ÿстермелле, вĕсене паттăрлăхĕшĕн тав сăмахĕ каламалла. Манăн çак сăмахсем асаттем – Фадий Николаевич Николаев - пирки.
Ăнсăртран аслати кĕмсĕртетрĕ,
Çиçĕм çмçрĕ, хăратрĕ чуна.
Анăçра вут-кăварĕ алхасрĕ:
Фашист пусрĕ Тăван çĕршыва.
Ман умма каллех килсе вырнаçрĕ
Шур сухаллă маттур асатте.
Сисрĕм, куртăм: чунĕ хурлануллă –
Асилет-тăр вăрçăри çулне.
Ват салтакăм ман, эс чунна ан хуç,
Пул ĕлĕкхиллех патвар та яш.
Вăрçă вутĕнче эсир уçнă çул
Пулмĕ тек нихçан акăш-макăш.