Налуксене вăхăтра тÿлесе тăрар
2004 çулта Муркаш районĕпе тĕрлĕ шайри бюджетсене тата бюджет тулашĕнчи фондсене налуксем 139381 пин тенкĕ чухлĕ пырса кĕнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан 118,3 процент чухлĕ пулать.
Тĕрлĕ шайри бюджетсене пырса кĕнĕ укçа калăпăшĕнчен налуксемпе тÿлевсем 68441 пин тенкĕ чухлĕ пулнă, ку вăл 2003 çулхипе танлаштарсан 123,3 процент чухлĕ шутланать. Налук инспекцийĕ задание 112,1 процент чухлĕ пурнăçлама пултарчĕ, бюджета 7389 пин тенкĕ хушма укçа куçарнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусем вара çакăн пек:
- федераллă бюджета 20480 пин тенкĕ укçа куçарнă (палăртнин 129,6 проценчĕ чухлĕ);
- республика бюджетне – 26415 пин тенкĕ (102,4 процент);
- вырăнти бюджета 21546 пин тенкĕ куçарнă (110,8 процент).
Бюджет тулашĕнчи социаллă фондсене пĕрлехи социаллă налук 70258 пин тенкĕ пырса кĕнĕ, ку вăл 2003 çулхипе танлаштарсан – 112,7 процент чухлĕ. Пĕрлехи социаллă налук тÿлессипе задание 101,9 процент пурнăçланă. Бюджетсене хушма укçа 1323 пин тенкĕ куçарнă.
Налук тÿлессин тĕсĕсене тишкерсен, федераци бюджечĕпе территори бюджечĕ çумĕнче хăш-пĕр уйрăмлăхсем пур. Акă, сăмахран, 2004 çулта федераци бюджетне, пĕтĕмĕшле илсен, хушма хакран илекен налук (94,4 процент чухлĕ) кайнă. Территори бюджетĕнче вара тĕп пай уйрăм çынсем тупăш налукне тÿленипе пухăнать (50 процент), тупăшран илекен налук – 14,1 процент, пурлăх налукĕ – 8 процент.
Бюджет системине пырса кĕнĕ налуксен пĕтĕм калăпăшĕнче, территорисемпе илсен, хуласемпе – 81,4 процент, çав шутран Шупашкар хулипе – 67,8 процент чухлĕ пулнă, Çĕнĕ Шупашкарпа - 10,4 процент, Канаш хулипе – 3,2 процент. Яллă районсенчен бюджета налуксем пĕтĕм калăпăшран 18,6 процент чухлĕ пырса кĕнĕ, çав шутран Етĕрне районĕпе – 2,4 процент чухлĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕпе – 2,2 процент, Муркаш районĕпе – 0,6 процент чухлĕ.
Тĕрлĕрен предприятисене илсен те, вĕсен бюджета куçарнă укçа-тенкĕ сумми тĕрлĕрен. Сăмахран, 2004 çулта бюджета чи нумай укçа куçаракансем муркаш райповĕ – 6571 пин тенкĕ, Муркашри тĕп больница 6283 пин тенкĕ, Мăн Сĕнтĕр райповĕ 5628 пин тенкĕ, «Муркашри чăх-чĕп фабрики» ГУП – 5217 пин тенкĕ.
Бюджета тата патшалăхăн бюджет тулашĕнчи социаллă фончĕсене тÿлемелли парăм, пени тата налук санкцийĕсене шутласан, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 73723 пин тенкĕ пулнă. 2004 çул пуçламăшĕпе шутласан, пĕтĕмĕшле парăмсем 34,2 процент чухлĕ чакнă.
Мĕн пур парăмсене илес пулсан, тĕрлĕ шайри бюджетсене тÿлемелли парăм 17162 пин тенкĕ пулнă, çав шутра налук тÿлевĕсемпе – 11495 пин тенкĕ. Çулталăк пуçланнă тĕле налук тÿлевĕсен парăмĕ 953 пин тенкĕ чухлĕ чакнă.
Пĕрлехи социаллă налук тата страхлакан взнос парăмĕ те 56561 пин тенкĕ пулнă, вăл та 36,3 процент чухлĕ чакнă.
Хăш-пĕр организацисен парăмĕсем уйрăмах пысăк. Вĕсен шутĕнче «Моргаушагропромхимия» ОАОн – 2992 пин тенкĕ, çав шутра налуксемпе тÿлевсем – 1490 пин тенкĕ, «Старт» ОООн 1437 пин тенкĕ, çав шутра налуксемпе тÿлевсем – 1101 пин тенкĕ, Муркашри кирпĕч завочĕн – 507 пин тенкĕ, вăл шутран налуксемпе тÿлевсем – 148 пин тенкĕ.
Налук инспекцийĕ Налуксемпе тÿлевсем çинчен законодательствăпа пăхнă мерăсене йышăнни бюджета куллен тÿлемелли парăмсене чакарма май пачĕ.
Акă, 2004 çулта налук тÿлекенсем патне 1071 требовани янă, налук тÿлекенсен счечĕсем çинчен татса илме 8001 пин тенкĕлĕх 559 инкасса порученине тăратнă. Кредит учрежденийĕсенче налук органĕн йышăнăвĕпе парăмра тăракан организацисен 22 счечĕпе операцисене вăхăтлăха чарса лартнă. Суд приставĕсем патне,РФ Налук кодексĕн 47 статйипе килĕшÿллĕн, парăмлисенчен пурлăх шучĕпе налук шыраса илме 58117 пин тенкĕлĕх 103 постановлени ярса панă.
Çав требованисене илнĕ хыççăн парăм пуррисем бюджета 3246 пин тенкĕ укçа хывнă. Налук тÿлекенсен счечĕ çинчен татса илнĕ налук сумми 4186 пин тенкĕпе танлашать. Иртнĕ çулта район прокуратурине налук парăмĕ пур организацисем пирки пăхса тухма 34 материал тăратнă, вĕсемпе 32 асăрхаттару панă.
2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне панкрута тухассипе Мичурин ячĕ хис, «Дружба» тата Киров яч. хис. хуçалăхсем ĕçленĕ.
2004 çулхи тĕрĕслев ĕçне тишкерни çакна çирĕплетет, налук санкцине тата пени тÿлевне шута илсен, тĕрĕслев итогĕсемпе тĕрлĕ шайри бюджетсене 2205 пин тенкĕ куçарнă. Çав шутра вырăна тухса тĕрĕсленипе 38 юридически вăйра тăракан – 730 пин тенкĕ.
Налуксемпе тÿлевсем çинчен законодательствăна çаксем ытларах пăснă, «Старт» ООО – 140 пин тенкĕлĕх, «Лазурный» РГУП – 87 пин тенкĕлĕх, «Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ» ОАО – 310 пин тенкĕлĕх, «Спецмонтажгаз» ООО «Моргаушская» ПМК – 64 пин тенкĕлĕх. Вĕсем хушма хакран илекен налука тĕрĕс шутламан.
2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Муркаш районĕнче контрольпе касса техникине 144 регистрациленĕ, çав шутра юридически вăйра тăракансен – 81, уйрăм çынсен – 63. Иртнĕ çулта контрольпе касса аппарачĕпе усă курмалли законодательствăна пăснă тĕслĕхсем 10 пулнă, вĕсене 28,5 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.
2004 çулта налук инспекцийĕ юридически вăйра тăракансене тата уйрăм çынсене – предпринимательствăпа ĕçлекенсене, патшалăх регистрацине тунă. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне налук тÿлекенсен реестрĕнче районта юридици вăйĕнче тăракансем 289 тата 434 предприниматель учетра тăраççĕ.
2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса РФ Налук кодексне те хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ, налук тÿлекенсен кашни категорийĕн пĕрлехи социаллă налук виçине чакарнă. Организацисен 35,6 процентран – 26 процент, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен 26,1 процентран – 20 процент, уйрăм предпринимательсен 13,2 процентран – 10 процент, адвокатсен 10,6 процентран 8 процент юлнă. Унсăр пуçне, пĕрлехи тупăш виçине те 20 пин тенкĕрен 40 пин тенке çитернĕ, çав сумма таран çак налука тытаççĕ.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Налук кодексĕнче çĕнĕ пай ĕçлет, 25.2 – «Шыв налукĕ».
Унпа килĕшÿллĕн, шыв объекчĕсемпе усă курнăшăн тÿлесси вырăнне шыв налукне тÿлемелле пулать. Шыв налукне тÿлемелли тапхăр тесе квартала шутлаççĕ, налук декларацине кашни квартал пĕтнĕ хыççăн тепĕр уйăхне 20-мĕш числаран кая юлмасăр тăратаççĕ.