Интернационалист-çар çыннисене халалласа
«Кам Афгана каясшăн мар, стройран тухăр!»
Ретре тăракан призывниксем йăшăл та тумарĕç.
Вăхăт – чи лайăх сиплевçĕ. Çакна вăл е ку йывăрлăха тÿссе ирттернĕ çын кăна чун çывăхне илейрет. Каламалла, кашни çыннăн шăпи расна, пĕри пĕр çулталăкрах вунă çул пурăннине манма пултарать пулсан, тепри вуншар çул тăршшĕпе пĕр-пĕр куна чĕринчен кăлараймасăр пурăнать...
Тепĕр чух пуçа темĕнле шухăш та пырса кĕрет. Кунта вара ырринчен япăххи патне пыма çăмăлраххине, ырри патне утма вара вăй-халпа çирĕп туйăм кирлине палăртмалла. Ыррине çитмелли яланах йывăрлăхсем урлă иртет. Вĕсене кам çĕнейрет – ят-сума, чыс-хисепе тивĕçет.
Иртнĕ ытлари кун, февралĕн 15-мĕшĕнче, Совет çарĕсене демократиллĕ Афганистан Республикинчен илсе тухнăранпа 16 çул çитрĕĕ Çав çĕршыара пулнă çар çапăçăвĕсене пирĕн районтан çĕр ытла яш хутшăннăĕ Паян районта пурăнса Муркашри çар комиссариатĕнче учетра тăракансем кăна 91 çын. Тепĕр 7 каччă вара интернационаллă çар тивĕçĕсене пурнăçласа инçетри Афганистанра пуçĕсене хунă.
Афганистанри 10 çул пынă çар çапăçăвĕсене тĕрлĕ çулсенче Кашмаш-Çатракасси тăрăхĕнчен Совет çарне службăна кайнисем те пĕччен мар хутшăннă. Вĕсем, Геннадий Алексеевич Николаев, Илья Иванович Васильев, Владислав Вячеславович Скворцов, Юрий Николаевич Димитриев, Александр Валерьянович Матвеев, Владимир Васильевич Никитин, Сергей Анатольевич Петровский, Валеий Димитриевич Поликарпов. Интернационалист-çар çыннисен кунĕнче вĕсенчен пĕрин патĕнче хăнара пултăм. Февральти сивĕ хĕл каçĕнче ăшă пÿртри калаçу-аса илÿ чылая тăсăлчĕ.
Владислав Вячеславович Скворцов аслă Кашмаш ялĕнче 1963 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Ялти ытти çĕршер ача пекех хăйăр çинче выляса, пулла çÿресе, ачаллах çĕрĕçне юратса ÿснĕскер вăл çулсенче Тăван çĕршыв интересĕсене алла автомат тытса хÿтĕлесси çинчен шутламан та, шутлама та пултарайман. Анчах вăхăт çитсен, çĕршыв чĕнсен...
Хăй вăхăтĕнче Совет çарĕнче артилерист пулнă, каярах «Свобода» хуçалăхра токарьте хастарлăх кăтартнă Вячеслав Егоровичпа ĕç ĕмĕрне районти ĕç тăвакан комитетра секретарь-машинисткăра ирттернĕ Ефросиния Кузминична Скворцовсем 4 ача çуратса ÿстернĕ (Люба, Лева, Надя, Слава), икĕ ывăлне те çара юрăхлă тунă.
Специальноç кирлĕ
Кашмашри 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн Муркашри вăтам шкула пĕтерсен Слава 1980 çулхи декабрьте çара кайма çул çитнĕ май специальноç илме Шупашкарти автошкула вĕренме каять. Ăна виçĕ уйăх çурăра ăнăçлă вĕçлет те 1981 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăма повестка илет.
- Автошкулта вĕреннĕ чух çамрăксем парашютпа сикнине пĕрре мар курма тÿр килнĕччĕ, анчах хам сывлăш çар десантне лекессе нихăçан та шутламан, ĕмĕтленменĕ автошкулта пĕрле вĕреннĕ Илья Иванович Васильевпа (Çĕньял Хуракасси ялĕ), Ярапайкассинчи Александр Михайлович Паргеевпа çара пĕрле кайрăмăр. Канашра пире пĕр командăран теприне куçарчĕç те пире «туянма» килнĕ офицер рете тăратнă призывниксем умне ыйту лартрĕ, «Кам сывлăш çар десантĕнче службăра тăрасшăн мар тата Афганистана кайма шикленет, стройран пĕрер утăм тухăр!» Рет йăшăл та тумарĕ, - аса илет çар ретне тунă пуçламăш утăма Владислав Вячеславович.
Кун хыççăн виçĕ ентеш Белоруçри сывлăш çар десанчĕн Витебскри дивизие вĕренĕве лекеççĕ. Ильяпа Саша учебка хыççăнах Афганистана лекнĕ пулсан, Славăн вĕрентÿ хыççăн пĕр хушă хăйсен дивизийĕн яланхи вырăненчех (Белоруçрех) юлма тиветĕ Хыççăн – Афганистан.
- Пĕлеттĕмĕр пулин те, пире Афганистанра вăрçă пырать тесе каламастчĕç, «вĕрентÿ районĕ» тетчĕç. Çав «района» эпĕ 1982 çулхи майăн 15-мĕшĕнче çитрĕм. Самолетпа Афгана çитнĕ чух çап-çутă çутатакан кăнтăр хĕвелĕн çутинче выртакан хăйăр юр пек шурă туйăнни паян та асра. Йĕри-тавра сăрт-ту. Пирĕн çар чаçĕ Кабулри крепоçре дислокациленнĕччĕ. Эпир çитсенех пире çул сыхлама засадăна лартрĕç. Çав шăплăхра пĕрремĕш хут вăрçă шавне илтрĕм. Пульăсем сывлăша çурса вĕçни сăпса сасси пек туйăнчĕ, - тет çав вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса «интернационалист çар çынни» ята, «Паттăрлăхшăн», «Афган халăхĕнчен тав туса», «Хĕçпăшал вăйĕсене 70 çул» медальсене тивĕçнĕ В. Скворцов.
Çапăçу
Çакăн хыççăн Слава тăнă çар чаçĕ пĕрре мар кишлаксене вăрă-хурахран тасатнă. Ансăр урамсем, дувалсем (тăмран 2 метр ытла çÿллĕш тунă картасем, пуянсен тимĕр пачалăклă кил-çурчĕсем, икшер хутлă коверсемпе çеç пурăнмалли çуртсем (кунти çынсем диван-кравать мĕнне пĕлмеççĕ, ковер çинчех çывăраççĕ), асра упранакан Афганистан ÿкерчĕкĕсем.
Афганистанри юлашки çапăçу вара В. Скворцов асĕнче ĕмĕрлĕх юлнă.
Тавралăха юлнă тăшмансенчен тасатса тухнă батальон перевал урлă каçса хамăр техника патне тухма пуçлатьĕ 1982 çулхи июлĕн 23-мĕшĕĕ Славăсен взвочĕ – тухакан батальон вĕçĕ. Тĕп вăйсем иртсе кайсан, перевал умне çитеспе çывăхри тырă пуссинчен десантниксем çине тăхлан çумăр çума пуçлать. Çапăçу вăрăма кĕрсе каять. Пирĕн салтаксем малта кайнисем каялла таврăнасса пĕлсе çапăçăва йышăнаççĕ.
- Çурăмран такам çапнă пек туйăнса кайрĕ, çийĕнчех пыр хăрăлтатма пуçларĕ. Алă çине суртăм та – юн тухрĕ. «Пулчĕ ĕнтĕ, пурнăç курмасăрах вилсе выртатăп», - терĕм куç умне тăван ялпа анне сăнарне кăларсаĕ «Сквореца амантрĕç», - тесе юлташсем чупса пырса плащ-палатка çине хурса мана хÿтлĕхе илсе кайрĕç, вертолет чĕнсе илчĕçĕ Хĕрÿ çапăçу вăхăтĕнче вертолет аран-аран анса ларчĕĕ Мана татах темиçе салтакпа унта кĕртсе хурсан эпĕ ыйха путнă. Кайран Кабулти,Ташкентри, Ленинградри çар госпиталĕсем, отпуск, тăван ял, каллех Афгана яма ыйтни, дембель.
Амăш чунĕ
Арçын çара юрăхлă пулни вăл сывă та тĕреклĕ пулнине, унра шанчăк пуррине пĕлтерет. Ăна кашни амăшĕ кĕтет, анчах...
- Белоруçран çĕнĕ çĕре куçарсан пĕрремĕш çырура Слава «Эпĕ Афганистанра» тесе çырмарĕ. «Пире Гена Николаев пулнă çĕре ячĕç», - тенĕ çеç. Эпир вара ун чухнех Гена ăçта службăра пулнине пĕлнĕччĕ ĕнтĕ. Хуйха ÿкрĕç. Кайран... Пĕр хушă çыру килмерĕ-килмерĕ те хыпар Ленинградран çитрĕ. Ывăлăм «Эпĕ халĕ Ленинградра службăра тăратăп», - тенĕĕ Вăл çырăва ытти чухнехилле хытă пусса çырманран сусăрăлнине ăнлантăмăр. Анчах ăçтан, мĕнле – киле таврăниччен те пĕлмен. Çапах вăл йывăр аманнине амăш чунĕпе сиссе тепĕр çырура «алă кăшт сусăрăнчĕ» тенине те ĕненмерĕм. Июнь уйăхĕнче аманнăскер октябрьте госпиталь хыççăнхи отпуска килсе çитсен ывăлăма ура çинче курсан макăрса савăнтăм, - каласа парать паян тивĕçлĕ канури Ефросиния Кузминична 11 класри Ольăпа 9 класри Дима мăнукĕсем урок тунине, 21çул Кашмашри фельдшерпа акушер пунктне ертсе пыракан Таня кинĕ вĕсен ĕçĕсене тĕрĕсленине пăхса, арçын тивĕçне çĕршывăмăр умĕнче туллин пурнăçланă ывăлĕ çавăрнă хăтлă пÿртри ăшăпа киленсе.