Моргаушский муниципальный округ

Çур енне кайрăмăр.

 

Хĕл тапхăрĕн юлашки уйăхĕ пырать. Паллах, çурхи шывсем шăнкăртатса юхма пуçличчен çанталăк хăйĕн кăралăхне те, кутăнлашăвĕсене те кăтартма пултарĕ, анчах та çуркунне çитсе пыни куçкĕретех. Ял çыннисемшĕн, уй-хирте вăй хуракансемшĕн каллех канăçсăр вăхăтсемпе кунсем çитеççĕ. Çак канăçăсăрлăха кĕтсе илмешкĕн вара тивĕçлипе хатĕрленмелле: ертÿçĕсемпе тĕп специалистсен те, механизаторсемпе уй-хир ĕçченĕсен те.

Кăна чи малтанах кăçалхи çур акине епле ирттересси, çуртрисене мĕнле вăрлăхпа акса хăварасси пирки пăшăрхантаракан-шутлаттаракан шухăшсем пуçа килнĕрен калатăп. Вĕсем вара сахал мар. Çуртрисен вăрлăхĕсен пахалăхĕ паянхи куна унчченхи çулхинчен лайăхрах пулин те, чуна ыраттаракан самантсем çук мар.

Февралĕн 15-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем районти вăрлăх инспекцийĕнче  кăçал акма хатĕрленĕ 50380 центнер вăрлăха тĕрĕслеттеречĕç. Çак хисепрен 36115 центнерĕ (72 процент) ака кондицине, 16185 центнерĕ (32 процент) пĕрремĕшпе иккĕмĕш класа тивĕçтерет. Тăватă хуçалăхра («Оринино», «Герой», «Восток», «Ударник») пĕтĕм вăрлăха акма юрăхлă кондицине лартса çитернĕ пулсан, шухăша яраканни те сахал мар. Сăмахран, мĕншĕн-ха кăçал «Динамо» хуçалăхра çĕре шуратса хăварма пĕр килограмм та вăрлăх хатĕрлемен? Хуçалăх малашлăхĕ пирки тăрлавлă шутлакансем ку тăрăхра пачах пĕтрĕç-ши? Чкалов яч. хис. хуçалăхран тĕрĕслеве тăратнă пĕр вăрлăх та акма юрăхлă мар, вутпуççи чирĕпе сиенленнĕскер. Вăрлăх хатĕрлес енĕпе çулленех малтисен ретĕнче пынă «Хлебороб» хуçалăх кăçал кая юлса пыни те çырлахтарма пултараймасть. Хуçалăх акма кирлĕ вăрлăха та кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе хăварайман, çĕннипе улăштармашкăн вара укçи-тенки те, улăштармалли тырри те çук. Хăш-пĕр хуçалăхсенче пĕрремĕш-иккĕмĕш класлă вăрлăх пачах çукки е питех те сахалли те агрономсене пăшăрхантармаллах.

Паянхи куна тĕрĕслеттернĕ вăрлăхăн 14265 центнерĕ (28 процент) кондициллĕ мар. Вĕсенчен 27 проценчĕ тасалăх енĕпе, 23 проценчĕ çум курăк вăррисем нумаййипе, 2 проценчĕ вут пуççи чирĕпе чирлĕ пулнăран, 8 проценчĕ шăтаслăх енĕпе акма юрăхсăр. Кондицине тивĕçтермен вăрлăх «Тораево», Мичурин яч. хис., «Колос» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче уйрăмах нумай.

Халĕ вара вăрлăха алассипе, уçăлтарса илессипе, акма юрăхсăр вăрлăха пахалăхлипе ылмаштарассипе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ленин яч. хис., «Сеятель», Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., Е. Андреев яч. хис., «Свобода», К. Иванов яч. хис., «Лидер», Мичурин яч. хис., Чапаев яч. хис., «Ударник», «Сундырский», «Чемеево» тата ытти хăш-пĕр  хуçалăхсенче вăрлăха алас ĕçе япăх мар туса пыраççĕ. «Нива»хуçалăх «Свобода» хуçалăхран 15 тонна паха урпа вăрлăхĕ улăштарса илчĕ. Ленин яч. хис. хуçалăх вара республикăри наука-тĕпчев институтĕнчен «ирень» сортлă çурхи тулă, «эльф» сортлă урпа, «адама» сортлă сĕлĕ, «казанец» сортлă пăрçа туянчĕ, Ильич яч. хис. хуçалăх та ку енĕпе пуçарулăх кăтартрĕ. Сăмах май, ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене çĕнетес тĕлĕшпе «Свобода» хуçалăх, «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕ те тивĕçлĕ пулăшу пама пултараççĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсен пахалăхĕпе вара хальлĕхе мухтанмаллиех çук-ха. Ку таранччен 236 центнер вăрлăха тĕрĕслеттернĕ, вĕсенчен 127 центнерĕ кăна кондициллĕ, 109 центнерĕ вара ака пахалăхне тивĕçтермест. Паллах, çакăнта иртнĕ çул районти хуçалăхсенчен чылайăшĕ нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене вăхăтра çапса илейменни те чăрмантаратех пулас. Кăçал йывăрлăхсем пысăкланма та пултараççĕ.

Йывăрлăхсем çĕр улми вăрлăхĕ енĕпе те пур. Ултă хуçалăхра («Нива», «Юнга», «Тораево», «Сундырский», «Динамо», Чкалов яч. хис.) асăннă культурăна кăçал пачах та лартса çитĕнтерес кăмăллă мар пулас. Ытти хуçалăхсенче хальхи вăхăтра вăрлăха суйламалла, кирлĕ пек пăхса тăмалла, «Ударник» тата «Свобода» хуçалăхсенчен паха вăрлăха ылмаштарса илме е туянма тăрăшмалла. Çак кирлĕ ĕçсене манăçа хăварар мар.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 февраля 2005
00:00
Поделиться