Ĕçе хăнăхтармаллах
Февралĕн 12-мĕшĕнче район хаçатĕнче «Малалла каятпăр-и е каялла утатпăр;» статья тĕрĕссине калатăп.
20-30-40 çул каяллах ялти çынсем ачасене пĕчĕккĕллех çĕр ĕçне вĕрентетчĕç. Вăл ачасем ĕçлемесĕр сĕтел çинче çăкăр, хул-пуççи çинче тумтир пулманнине ăнланатчĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те çĕнтерÿ валли çĕр ĕçченĕ пысăк тÿпе хывнине пĕлетчĕç. Тыр-пул çипуçран хаклăраххи пирки сăмах та çукчĕ. Бананпа кăна хырăм тăранманнине, малалла кайма-аталанма çĕр улмипе çăкăр кирли те вĕсемшĕн иккĕмĕш вырăнта марччĕ. Çак ырăлăха анне сĕчĕпе чуна кĕртнине мантăмăр-ши? Çапла тесе хуравлас килмест. Сÿнмен-ха пирĕн Çĕр-аннемĕр патне выртакан юрату. Ашшĕ-амăшĕн ачисене ĕçе юратма вĕрентесчĕ çеç.