Моргаушский муниципальный округ

Вĕсене манма тивĕç çук

 

Ĕнер, февралĕн 15-мĕшĕнче, хамăр çарсене Афганистан республикинчен илсе тухнăранпа 16 çул çитрĕ. Пирĕн çĕршывра çак куна «Раççейри интернационалист-салтаксене асăнмалли кун» тесе паллă тăваççĕ.

Афганистан республикине салтаксене чи малтан 1979 çулхи декабрĕн  1-мĕшĕнче кĕртнĕ.

Чăваш Республикинчен интернационалла тивĕçе пурнăçлама чылаййăн хутшăннă, 117-шĕ каялла килĕсене таврăнайман.

Муркаш районĕнчен Афганистанра пулнисем 90а яхăн салтак. Паттăррăн çапăçса çиччĕшĕ каялла таврăнайман. Вĕсен шутĕнче: Виталий Павлович Николаев лейтенант (Лапкасси), Алексей Митрофанович Татаров сержант (Мăн Тутаркасси), Николай Апполонович Перцев сержант (Мăн Шашкар), Юрий Петрович Тарасов сержант (Кивĕ Матьăк), Михаил Михайлович Самойлов рядовой (Ситуккасси), Николай Юрьевич Михеев рядовой (Тушкасси) тата Александр Николаевич Порфирьев рядовой (Кивĕ Матьăк). Интернационалла тивĕçе пурнăçланă чух хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн вĕсене пурне те вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Эпир вĕсене манмасан, асрах тытсан, вĕсем яланах пирĕнпе пĕрле пулĕç. Вăрçă никамшăн та ырă пулăм мар. Салтаксем вара çар тивĕçне пурнăçланă.

Тăван çĕршыва хÿтĕлесси – кашни гражданинăн таса тивĕçĕ тесе палăртнă Конституцире. Мирлĕ пурнăçра кăна эпир хавхаланса ĕçлесе аталану çулĕпе кай         ма пултаратпăр.

Анчах, шел пулин те, тĕнчере пур çĕрте те мирлĕ пурнăçпа пурăнма май килмест. Тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çĕршывсенче хĕçпăшаллă хирĕçÿсем сиксе тухаççĕ, вăрçă та пуçланать.

Совет салтакĕсем хăй вăхăтĕнче интернационалла тивĕçе пурнăçласа нумай çĕршывсенчи халăха пулăшнă, хăйсене шеллемесĕр паттаррăн çапăçнă.

Хальхи вăхăтра пирĕн районта çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе оборонăллă-массăллă тата спортпа сывлăха çирĕплетес ĕç уйăхлăхĕ пырать. Çавна май шкулсенче, культура учрежденийĕсенче нумай мероприятитсем, тĕлпулусем, ăмăртусем иртеççĕ. Паянхи яшсене çара кайма хатĕрлесси хальхи вăхăтра чи çивĕч задача пулса тăрать. Вĕсен сывлăхне  çирĕплетессишĕн уйрăмах тăрăшмалла, кашни яш каччă  салтак пулма юрăхлă пултăр. Çак тĕллевпе ирттереççĕ те уйăхлăха. Анчах та вăл пĕр уйăхпа кăна ан вĕçлентĕр, çулталăкĕпех пулса пытăр. Мирлĕ пурнăçа сыхласа пурин те тăнăçлăхпа пурăнасчĕ. 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться