Моргаушский муниципальный округ

"Тав тăватăп, лицейăм, сана"

 

"Иккĕмĕш кил" тетпĕр эпир тăван шкула. Чăн та çавăн пекех вăл. Шкултан вĕренсе тухса кайсан та тăван шкул, учительсем çинчен, çав вăхăтри пурнăç çинчен шутлатпăр эпир. Çавăнпа та студентсен кунне халаланă уява шкултах кĕтсе илме тăрăшатпăр.

Çак уява лицейра савăнăçлă та интереслĕ ирттерчĕç вĕренекенсемпе студентсем нарăс уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче.  Уява иртнĕ çулсенче лицейран вĕренсе тухнă ачасем пуçтарăнчĕç. Çак кун студентсен асĕнче нумайлăхах асра юлтăр тесе кунта вĕренекенсем вĕсене концерт кăтартрĕç, тĕрлĕ конкурссем ирттерсе савăнтарчĕç. Студентсем вара хăйсен ăшă сăмахĕсемпе тав турĕç. Вĕсен кăмăлĕсем çĕкленни, чунĕсем хаваслă туйăмпа тулни палăрчĕ.

"Тав тăватăп, лицейăм, сана,

Çутă кун кăтартма пултарнишĕн.

Пуç таятăп, лицейăм, сана,

Тĕрĕс çул çине тăратма пулăшнишĕн", - çак сăвă йĕркисемпе тав тунăн туйăнчĕç вĕсем мана.

Апла пулсан, манар мар пирĕн "иккĕмĕш киле", яланах вăхăт тупса унта кĕрсе тухар, пĕр-пĕрне ăшă кулă парнелер. Тем тесен те вăл пирĕншĕн тăван килех шутланать-çке-ха.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться