Социаллă ыйтусене татса парассипе те тимлемелле
Малашлăха пăхакан организацисенче паян тупăш илесси пирки кăна шутламаççĕ. Социаллă ыйтусене татса парассипе тимлеççĕ.
Республикăра ку енĕпе ăнăçлă ĕçлекен организацисене тупса палăртас тĕллевпе «Организация высокой социальной эффективности» конкурс ирттереççĕ.
Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне предприятин экономика кăтартăвĕсене кăна мар, персонал пĕлĕвне ÿстерессипе, сывлăха сыхлассипе, социаллă программăсемпе, çут çанталăка хÿтĕлессипе ĕçленине пăхаççĕ.
Конкурса хутшăнас текенсен тĕплĕнрех район администрацийĕнче ыйтса пĕлмелле
"Çĕнтерÿ ялавĕ"