Сывлăха упрама вĕренеççĕ
Паян пĕр кун ача сачĕ ĕçлемесен, сехре хăпать ашшĕ-амăшĕн. Ачана ăçта хурас? Пĕччен епле киле пăрахса хăварас; Ăкă, мĕнле шухăшсем канăçсăрлантараççĕ вĕсене. Чăннипех те, çакăн чух тата тепĕр хут ăнланатпăр эпир: мĕн тери пархатарлă ĕç вăл ача садĕнчи воспитатель ĕçĕ. Кунта пĕчĕк ачана пысăк тĕнчен пурнăç çулĕ çине кăларас ĕçĕн малтанхи тапхăрĕ пырать-çке. Килте пĕр-ик ачапа ашшĕ-амăшĕ тума вăхăт тупайман ĕçсене кунсерен 20-шер ачана хăнăхтарма çăмăл мар вĕт. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, пĕлÿ, мĕн чухлĕ юрату кирлĕ çак ĕçре ĕçлеме.
Муркашри «Солнышко» ача садĕнчи кĕçĕн ушкăн воспитательницине Е.Ю. Кроликовăна итлесе пăхар-ха ку тĕлĕшпе. Мĕн-мĕн тăваççĕ унта пĕчĕк шăпăрлансем ашшĕ-амăшне ĕçе алă сулса ăсатнă хыççăн?
- Сывлăх кашни çыншăнах - çав тери пысăк пуянлăх. Кашни çыншăн çеç те мар, пĕтĕм обществăшăн. Апла пулсан çирĕп сывлăхлă çын çитĕнтерессинчен кирлĕрех, хаклăрах тĕллев çук та пулĕ. Сывлăха вара пĕчĕк чухнех упрама, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма вĕрентмелле ачасене. Хамăр организма лайăх пĕлмелле пирĕн, таса та тирпейлĕ тытмалла. Гигиена правилисене вара шăпах шкул çулне çитмен тапхăрта вĕрентмелле, çак ÿсĕмрех тасалăхпа тирпейлĕхе хăнăхтармалла. Ку вара ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшать. Пĕчĕк чух вĕрентни ĕмĕрлĕх юлать-çке.
Шăпах çак тĕлĕшпе сахал мар ĕçлеççĕ те ĕнтĕ ача сачĕсем. Эпир «Солнышко» ача садĕнче вăй хуракансем, ачасене кĕçĕн çулсенчех культура-гигиена правилисене хăнăхтарассипе хытă тимлетпĕр, хăйсен организмĕшĕн тăрăшма, тасалăхра тытма вĕрентетпĕр. Тирпейлĕх-сывлăх çăлкуçĕ. Çакна ачасем ăша хывса ÿсчĕр тесе тăрăшатпăр.
Кунта паллах, сăмахпа калани çителĕксĕр: тĕрлĕ майсемпе-мелсемпе усă куратпăр. Чи пĕрремĕшĕнчен тĕрлĕрен ăнлантару занятийĕсемпе йĕркелетпĕр. Ачасем вĕсенче хăйсен организмĕ мĕнлипе паллашаççĕ, кашни орган пурнăç пĕлтерĕшлĕ мĕнле ĕç туни пирки пĕлеççĕ.
Тĕрлĕрен дидактика вăййисене тата ачасем еплерех юратса хутшăнаççĕ. Унта вĕсем харпăр хăй гигиенин япалисемпе паллашаççĕ, вĕсемпе мĕнле усă курмаллине вĕренеççĕ.
Тĕрлĕрен произведени, сăвă, юмах, кулăшла йĕркесем вуланине те ачасем каçса кайсах итлеççĕ. Çапла майпа вĕсем тасалăхпа тирпейлĕхе хăнăхаççĕ.
Çак ĕçсене тунă хушăрах ачасем хăйсем мĕнле шухăшланине, пĕтĕмлетÿ тума пĕлнине сăнатпăр. Кунта ачасемпе сăн ÿкерчĕксем, альбомсем пăхни пулăшать. Пĕрле унта мĕн çинчен çырни пирки сÿтсе яватпăр.
Пĕлетĕр-и, мĕн тери килĕшет тата ачасене сывлăх уявĕ. Çав тери интереслĕ иртеççĕ вĕсем пирĕн. Çак куна воспитательсем те, ачасем те питĕ тĕплĕн хатĕрленеççĕ, кĕтеççĕ. Çакăн пек уявсенче кĕтмен парнесем савăнтараççĕ шăпăрлансене. Ак, мĕншĕн кĕтеççĕ вĕсене. «Мойдодыр», «Айболит», «Федора» тата юмахсенчи ытти геройсем шăпах çакăн пек уявсенче хăйсем патне хăнана килнине ачасем пĕлсе çитрĕç ĕнтĕ. Хаваспах кĕтсе илеççĕ ачасем вĕсене, çухалса та каймаççĕ, хăйсем мĕн пĕлнине кăтартаççĕ, вĕсемпе усă кураççĕ. Çак хаваслă уявсене ачасем нумайлăха астуса юлаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕсемпе те нумай ĕçлетпĕр эпир. Çак темăпа тĕксе уçăлакан папкăсем, стендсем хатĕрлетпĕр вĕсене валли. Пухусем иртеççĕ. Ирхине-каçхине ашшĕ-амăшĕсемпе ачасен сывлăхĕ пирки калаçма яланах вăхăт тупатпăр.
Ача садĕнче пулнă кашни сехет ачашăн сывлăхшăн усăллă ирттĕр, ăна сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтартăр тесе тăрăшать кунти кашни ĕçчен. Пирĕнтен кашниех лайăх пĕлет: ачапа юнашар тăрăшуллă, ăнланакан юлташ пулсан, ку тĕлĕшпе çитĕнÿ пулатех. Ачасен куçĕсем пурне те кураççĕ: хăйсене юратакана, хăйсемшĕн тăрăшакана, ячĕшĕн çеç хăйсемпе юнашар çÿрекен çынна вĕсем пĕр-пĕринчен лайăх уйăраççĕ. Вĕсем пире, пирĕн хăнăхусене сăнаççĕ, шăп çавăн пек тума тăрăшаççĕ. Эппин, айтăр-ха, пурте ачасене юратар. Хăйсене юратаканран вара ачасем ыррине çеç вĕренеççĕ, ырă хăнăхусенче сывлăхлă ÿсеççĕ. Хамăр ачасен юратнă юлташĕсем пулнишĕн вара «Солнышкăра» ĕçлекенсем çав тери савăнатпăр.