Прокуратура тĕрĕслев ирттерет
Район прокуратури 2004 çулхи декабрьте – 2005 çулхи январьте мобилизаци тĕлĕшĕнчи хатĕрленÿ ĕçĕ çинчен калакан законодательство мĕнле пурнăçланнине тĕрĕсленĕ. Пирĕн районта мобилизаци резервне йĕркелесе упракан, мобилизаци заданиллĕ организацисем пур. Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем, «Моргаушская» МСО тата районти тĕп больница. Çакă палăрчĕ: чрезвычалă лару-тăру тата вăрçă чухнехи вăхăт сиксе тухас-мĕн пулсан, икĕ райпора та апат-çимĕç, «Моргаушская» МСОра строительство материалĕсем, районти тĕп больницăра медикаментсен запасĕ çителĕклех.
«Раççей Федерацийĕнчи мобилизаци хатĕрленĕвĕ тата мобилизаци çинчен» федераллă саккуна вара районти хăш-пĕр хуçалăхсем пăсни палăрчĕ: «Колос», «Тораево», «Юнга», «Дружба», «Сеятель», «Сундырский», «Оринино», «Свобода», Ленин ячĕпе, Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхсен, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин, «Моргаушская» МСОн ертÿçисем мобилизаци е вăрçă чухнехи вăхăт пулас-мĕн пулсан хатĕр техника тăратмалли çинчен пĕлтерсен техникăпа (çав шутран автоцистернăна) тивĕçтерме хатĕр мар: запас пайĕсем, инвентарь сахал.
Асăннă тĕрĕслевпе йĕркене пăснă ертÿçĕсен ячĕпе 12 представлени çырнă.