Моргаушский муниципальный округ

Пирĕн ĕç хисепсĕр пулчĕ-ши?

 

Пире вăрçă вăхăтĕнче çуралнă, çинĕ-çимен пурăннă ачасене, шута хуманни чуна ыраттарать. Вăрçă вăхăтĕнче, пирĕн аннесем килте ларман пире пăхса. Пĕчĕкскерсенех питĕрсе хăварнă та ĕçе чупнă. Эпĕ 1940 çулта çуралнă, 1941 çулта атте çĕре кĕнĕ. Эпĕ вăл вăхăтра 6 уйăхри ача пулнă. Вăл вăрçăра вилмен – больницăра çăлса хăварайман ăна. Пирĕн анне виçĕ ачапа тăлăха юлнăскер, пире çитĕнтерме, пире выçăпа вĕлерес мар тесе, колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Эпĕ астăвасса, анне çĕр улми ани çине кайса, çĕрĕк çĕр улми пуçтарса килетчĕ, пашалу пĕçерсе çитеретчĕ. Апат çине тата мĕн тĕрлĕ курăк яман пуль, апатне кăшт çăратма 1-2 ывăç çăнăх яратчĕ. Вăл апата халь сыснасене те памаççĕ. Мĕн çисе çитĕнтĕмĕр-ши эпир вăл вăхăтра? Çавăнпах пуль пирĕн вăхăтри çынсем вар-хырăм чирĕсемпе аптраççĕ. Пирĕн ялтанах, пĕр çулсенчех çуралнăскерсем, миçе çын вăхăтсăр çĕре кĕчĕç.

Пирĕнтен 10-15 çул аслăраххисем, пирĕнтен çирĕп çÿреççĕ. Вĕсем пурте - ветерансем.

1975 çулта виçĕ ачапа эпĕ хам та тăлăха юлтăм. Виçĕ ача çитĕнтерме пĕччен çăмăл пулмарĕ. Тавах Турра, ачасем итлемесĕр çÿремен вăл вăхăтра. 35 çулта мăшăрсăр юлнипе, ачасем çуратса ветеран кĕнекине илеймерĕм, колхозра ĕçлерĕм – чапа тухаймарăм. Ĕç ветеранĕсем çăмăллăхсемпе усă кураççĕ пулсан,  пирĕн вара нимĕнле çăмăллăх та çук. Ĕç стажĕ 46 çул пулсан та. Вăл хушăрах 13 çул дояркăра, фермăра ĕçлеме çăмăл-и? Кам ĕçлесе курнисем пĕлеççĕ пуль, вăл вăхăтра хальхи пек машинăпа ĕне суман, 18 ĕнене алăпа сума çăмăл пулман пуль. Пире ĕçленĕ вырăнне хуманни чуна ыраттарать. Колхозра вăй хунă вăхăтра Хисеп хăми çинче те тăнă, «Хисеплĕ колхозник» ятне те панă. Пухусенче Хисеп грамотисем панă. Ниме юрăхсăр хутсем анчах пулчĕç вĕсем пирĕншĕн. 60 çула çитичченех ĕçлерĕм колхозра. «Хисеплĕ колхозник» ячĕшĕн, колхозран уйăхне 15 тенкĕ параççĕ, çулталăкне 180 тенкĕ пулать. Вăт, пĕтĕм пулăшу çавă. Йывăр ĕçсем ĕçленипех пуль, унтан-кунтан ыратакансем тупăнсах пычĕç. 1991 çулта онкологи больницине лекрĕм: вăхăтра сипленнипе халĕ те пурăнатăп-ха. Иртнĕ çул августăн 13-мĕшĕнче каллех больницăна лекмелле пулчĕ. Районти тĕп больницăри хирурги уйрăмне лекрĕм. Мана вăхăтра операци тунăшăн пысăк тав Сергей Михайлович Васильева, çавăн пекех - сестрасене, санитаркăсене. Пурне те çĕре çите пуç таятăп. Хамăрăн кÿршĕри автобус водительне, В. Михайлова, унăн мăшăрне, Елизавета Павловнăна, мана вăхăтра больницăна леçсе хăварнăшăн.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться