Моргаушский муниципальный округ

Парнеллĕ вырăнсем виççĕ

 

Иртнĕ вырсарни кун республикăмăр тĕп хулинче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2005» массăллă чупăвăн 2-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Пирĕн районта вăл кун йĕлтĕр йĕрĕ çине район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа пĕрле 100 çын тăчĕ: 70 шкул ачи (Калайкасси, Муркаш, Чуманкасси, Оринин, Çатракасси шкулĕсенчен) тата çитĕннисем 30ăн.

Ăмăртăва хутшăннисенчен малти 10 вырăна йышăннисем парнесемпе таврăнчĕç. Калайкасси шкулĕнче вĕренекен Александр Моисеев 3 километрлă дистанцире 6-мĕш вырăн йышăнчĕ. Чăваш патшалăх педуниверситетăн студентки Наташа Жирнова та (Ярапайкасси), хĕрарăмсен ушкăнюнче 5 километра чупса, финиша 6-мĕш çитрĕ. Наташа Алексеева вара (Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училище) юниоркăсемпе пĕрле трасса çине тухрĕ: 10-мĕш вырăн йышăнчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться
;