Моргаушский муниципальный округ

Кĕçĕн класри ачасем компьтерпа ĕçлеме вĕренеççĕ

 

Чăваш Енре вĕрентĕве çĕнетсе улăштарас ĕç общество инфраструктурине аталантармалли тĕрлĕ программăна пурнăçа кĕртессипе тачă çыхăннă. Вĕрентÿ заведенийĕсене компьютерпа тивĕçтерни, шкулсене реструктуризацилени, тĕслĕх библиотекăсем уçни - пурнăç шайне ÿстереççĕ, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем аталанма лайăх условисем туса параççĕ.

Районта 1998 çултанпа вĕренÿ учрежденийĕсен çĕнĕ моделĕсене йĕркелеме тытăннă. "Ялти шкулсене компьютеризацилесси" тата "Информатизаци ĕçне аталантарасси" федераллă программăсемпе килĕшÿллĕн районти шкулсене 300 яхăн компьютерпа тивĕçтернĕ. Юнкăри вĕрентÿпе культура центрне те 9 çĕнĕ компьютер парса савăнтарчĕç.

Темиçе çул каялла компьютер пире, вĕрентекенсене, ун пекех кăсăклантармастчĕ. Анчах паян çĕнĕ техникăн тĕнчинче пурнăçпа тан утас тесен, умри çĕнĕлĕхсене алла илме ĕмĕтленекен ачасем умĕнче айваннăн курăнас килмесен  мĕн пур çĕнĕлĕхе парăнтарма тăрăшмалла. Кăçалччен ĕçтешсенчен компьютерпа усă курма пĕлекенсен йышĕ сахалччĕ. В.Г. Федоров шкул директорĕ, çамрăк пулин те, малашлăха тинкерме пĕлет. Вĕрентекенсем паянхи пурнăçра хыçалтисен шутĕнче ан пулччăр тесе шкултах учительсене хушма пĕлÿ илме май туса пачĕ. Ун пуçарăвне пурте ырласа йышăнчĕç. Вĕрентекенсем хăйсен пушă вăхăтне, кану кунĕсене компьютер умĕнче ирттерчĕç. Икĕ ушкăн йĕркелесе оператор ПЭВМ свидетельствисене вĕрентекенсен 80 проценчĕ алла илчĕ. Культура, сывлăх, садик ĕçченĕсем, сутуçă тата ял администраци ĕçченĕсем те шкулта вĕренсе хушма пĕлÿ илчĕç. Çак уйăхра тепĕр ушкăн йĕркелесшĕн. Унта шкул ачисемпе ял ĕçченĕсене явăçтарасшăн.

Компьютерпа усă курма пĕлни, чăнах та, кирлине пĕлеççĕ Юнкă вĕрентекенĕсем. Урока валли çĕнĕ тестсем никам куçĕнчен пăхмасăрах тăваççĕ. Информатика пÿлĕмĕ нихăçан та пушă лармасть, яланах тулли, çавăнпа пулĕ çитес вăхăтра тепĕр пÿлĕм уçас ĕмĕтлĕ шкул директорĕ.

Шкулта анчах компьютерпа ĕçлени çителĕксĕррине вĕрентекенсем лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа учительсен 23 проценчĕ (7 çын) киле валли компьютерсем туяннă. Хăш-пĕр ачасен ашшĕ-амăшĕ те ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. 17 ача килтех компьютерпа ĕçлеççĕ.

Компьютерпа интернета та тухаççĕ Юнкă вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем. Республика шайĕнче иртекен физика, математика, вырăс чĕлхи тата биологи предмечĕсен олимпиадине 11 ача хутшăнчĕ. Биологипе лайăх пĕлÿ кăтартса  10 класра вĕренекен М. Ермакова 1 вырăн, 9 класра вĕренекен С. Ванюшкина 2 вырăн тата Е. Чернов 3 вырăн йышăнчĕç. Т.В. Ермакован вĕренекенĕсем (çак ачасемех) районти олимпиадăра та малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Çакă вăл компьтерпа ĕçленин çитĕнĕвĕ те пулĕ.

Компьютер тĕнчипе аслă класра вĕренекенсем çеç кăсăкланмаççĕ. Пурнăç çине çĕнĕлле пăхакан кĕçĕн классене вĕрентекен Л.Г. Самушковапа М.П. Огадярова та кăçал информатика предметне кĕçĕн класранах вĕрентме тытăнчĕç. Кĕçĕн классене информатикăна вĕрентмелли кĕнеке-тетрадь ик-виçĕ çул каяллах тухнă. Авторĕ - Горячев. Информатикăна компьютерпа вĕрентмелли программа мар пулин те, 2 классене вĕрентекен М.П. Огадярова ачасене кĕçĕн класранах компьютерпа вĕрентме тĕллев лартнă. Хăйĕн тĕллевне пурнăçлас тесе вăл Шупашкарти вĕрентÿ институтĕнче кĕçĕн классене информатикăна вĕрентекенсен ятарлă курсĕнче пулчĕ. Унта вăл интернет урлă вĕренчĕ. Унăн паха опычĕпе паллашма районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕсем И.А. Ершовапа А.В. Лескина пулчĕç. Хастар чунлă, ачасен пуласлăхĕ çинчен шутлакан 1 категориллĕ учителĕн ĕçне ырларĕç. Ку пуçаруллăхпа районти ытти класс учителĕсене те паллаштарма тĕллев лартрĕç.

Çакăн пек вĕресе тăракан пултаруллă учителе хăйĕн ĕçĕпе паллаштарма ыйтрăм.

"Самана улшăнса пынăçем пирĕн те улшăнса пурнăç çине урăх куçпа пăхмалла ĕнтĕ. Мана ку шухăш тахçанах пырса кĕнĕччĕ. Анчах ачасем пĕчĕкрех терĕм. В.Г. Федоров, шкул диреторĕ пулса ĕçленисĕр пуçсăр, информатика предметне те ертсе пырать. Унпа та эпĕ хамăн шухăшăмсене пайларăм. Вăл та ырларĕ, кирлÿ сĕнÿсем пачĕ. Ку урокра ачасен логикăлла шухăшлавне аталантарма аван. Урокра тĕрлĕрен вăйă-задачăсемпе ĕçлетпĕр. Ачасене пуринчен ытларах компьютерпа ĕçлеме килĕшет.  Курса чухне эпĕ ятарлă пособисем туянтăм. Вĕсене компьютера кĕртнĕ. Халĕ эпир "Мир информатики" текен ятарлă вĕренÿ программипе  вĕренетпĕр. Ачасем компьютерпа ĕçлеме хăнăхма пуçланăранпа вĕренÿ çине те урăхларах пăхнăн туйăнать. Халĕ вĕсем айванрах ĕнтĕ. Лайăх вĕренмесен компьютер итлемесрен хăраççĕ.  Ялти ачасене те тĕнче шайĕпе тан пурăнма условисем туса панишĕн савăнатăп. Тепĕр темиçе çултан кашни килте компьютер пулсан вĕрентме татах та лайăхланать, çăмăлланать. Вырăс чĕлхи, математика предметне те компьютерпа вĕрентме пуçласса шанатăп. Информатика предметне ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Эрнере пĕрре çеç пулнишĕн те пăшăрханаççĕ", - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне М.П. Огадярова учительница.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться