Хамăршăн та, пулас ăрусемшĕн те
Нискасси тăрăхĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕ Ф.Ф. Яранский хисеплĕ те чыслă-сумлă çын. Çитĕнекен ăрăва пĕлÿпе воспитани панипе пĕрлех вăл тăван тавралăха, çут çанталăка сыхлас-упрас ыйтусемпе те тахçантанпах кăсăкланса тăрать. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ тата район хаçачĕн ячĕпе янă шухăшĕсенче усăлли-кирли сахал мар. Вĕсемпе паллаштарни ытлашши пулмĕ тесе шутлатпăр.
- Ярославка ял администрацийĕн территорийĕнче 0,6 гектарлĕ çĕр участокĕсем валеçсе пынă чухне çырма-çатраллă вырăнсене суйласа илчĕç, - пĕлтерет вăл. - Çавăнпа та участоксен хуçисен çырма-варсенче чăрăшсем те пулин лартса хăварасчĕ. Мĕншĕн тесен çав вырăнсенче ытларах хыт хурапа тĕрлĕ çум курăк кăна ÿсет. Вĕсене камăн çулса илес килтĕр, кунта çÿрекен выльăхсем те улăх-çарана таптаса кăна пĕтереççĕ. Йывăçсем лартсан вара икĕ хут усă пулать. Пĕрремĕшĕнчен, çырма-çатрасем малалла сарăлмаççĕ. Çĕр участокĕсен хуçисем вара ачисемпе мăнукĕсем валли вăрман çитĕнтерсе ырă ĕç тăваççĕ. Кама япăх пулĕ ку; Пурте выляса илеççĕ кăна.
Ачасен çунатсем ÿсчĕр тесен
Автобус çине ларсан пĕрле пыракансемпе калаçса кайрăм. Вĕсем иккĕмĕш хут Шупашкарта канаççĕ иккен. Çак çынсене пирĕн тăрăхра пурте-пурте килĕшет иккен, çавăнпа та килес çул та вĕсем канăва пирĕн патрах ирттересшĕн. Мускава çитсен татах тепĕр хут илтрĕм: «Япăх мар пурăнатăр эсир, сирĕн Президент маттур, пире те ун пеккиччĕ». Чăнах та çапла-тăр. Нумаях пулмасть эпир вăл халăхпа уççăн калаçнине тепĕр хут илтрĕмĕр. Пĕрлехи сĕтел хушшинче калаçнă пекех. Ÿсĕмсене те асăнчĕ, çитменлĕхсене те пытармарĕ. Чăн та, сахал мар тунă, анчах малашнехи плансем тата пысăкрах. Çакăн чухне Президент кăçалхи çула садсемпе парксен çулталăкĕ пулни çинчен пĕлтерни хуласемшĕн кăна мар, пĕтĕм республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни уйрăмах лайăх палăрчĕ. Хамăрăн тавралăха хитре сăн-сăпат кĕртетпĕр вĕт. Такамшăн мар, пĕтĕм халăхшăн ырлăх тăвассишĕн тăрăшăпăр.
Республика Президенчĕ хамăр тăрăхра туризма аталантарас, ытти тăрăхран килекен туристсене ытларах явăçтарас енĕпе тунă пуçару та ырă туртăмлăх тесе шутлатăп. Эсир асăрханă-и, Чăваш Ене килекенсем пирĕн республикăри хуласен тасалăх-тирпейлĕхшĕн мĕн тери тĕлĕнеççĕ. Эпир вара çакна хăнăхнă, тĕлĕнме те пăрахнă. Питех те шел, пулса иртекен улшăнусене те асăрхамастпăр. Ку вара кирлех пулĕ.
Çакăнта та пĕр «анчах» пур-çке. Эпĕ пирĕн тăрăхри ландшафт пирки калатăп. Кĕркунне те, уйрăмах хĕлле, куç умне малтанлăха курăнакан тасалăх çумĕнче тĕссĕр, чуна витерекен хитре мар ÿкерчĕксем тухса тăраççĕ. Хăш-пĕр вырăнсенче тĕрлĕ çум курăкпа çитĕнсе ларнă уйсенче 5-10 метртан ĕне выльăх кĕтĕвĕ те курăнма пăрахать вĕт. Пирĕн тăрăха килсе çÿрекен туристсене çаралса юлнă, нимĕн те çитĕнмен çырма-варсем, тухăç паман улăхсем те савăнтарсах каймаççĕ-тăр.
Çĕрпе çакăн пек тăрлавсăр усă курнине пĕлсе-курса тăракан Президентăмăра пĕртте çăмăл маррине лайăх ăнланатăп. Çав вăхăтрах ветерансене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтерме пултарнăшăн, кÿршĕллĕ регионсем хушшинче маттурлăх кăтартма пултарнишĕн ăна ырламалла-мухтамалла кăна. Эпир те, çĕр пурлăх-пуянлăхĕпе усă куракансем, çакăн пек паттăрлăх кăтартма тивĕçлех. Пире курса. çитĕнекен ăру та малашлăха çирĕп кăмăлпа пăхтăр, пуласлăха ĕнентĕр, унăн çунатсем ÿсчĕр.
Константин Лукич асатте пирки тем чухлĕ ăшă сăмах калама пултаратăп. Лартнă çамрăк улмуççисем (ял çывăхĕнче) шăнса ан пĕтчĕр тесе вăл йывăç щитсем лартса юр тытать. Ялти пĕве йĕри-тавра малтан хăй, кайрантарах кÿршĕсене те явăçтарса чăрăшсем лартма тытăнчĕ. Юлашки çулсенче ку тăрăхра 3 гектара яхăн лаптăк çинче лартса çитĕнтернĕ вăрман тăрăхĕ халĕ камăн чунне илĕртмĕ. Çĕнĕ çул умĕн вăл хула пасарне сутма илсе пынă пан улмине хула çыннисем черет тăрсах туянаççĕ.
Халăхшăн, тăван тавралăхшăн ырлăх тăвакансем тĕлĕшпе çынсен тĕлĕшĕнчен пĕр пек мар. Усал тăвакансем, ырă мар сунакансем тупăнсах тăраççĕ, хăйсем пĕр ырă ĕç тумаççĕ пулин те. Мĕнле-ха капла; Малтан асатте лартнă вăрман тăрăхĕнче выльăх кĕтĕвĕсем ирĕклех çÿретчĕç, çĕре таптаса хытарса усăсăрлататчĕç. Шел пулин те, Костя асатте çак вăрман тăрăхне хăйĕн аллисемпе лартса çитĕнтернĕшĕн халь тин мĕн тума пултартăр ĕнтĕ; Харпăрлăха илме тăрăшман та вăл ăна. Президента парнелемелли кăна.
Мухтавах, пирĕн тăрăхра асатте пек ырă ĕç тăвакансем сахал мар. Пилĕк ача амăшĕ Е. Сятынова хăйĕн çемйипе çырма-çатрара хăтлăх кĕртнĕ вырăнлăх кăна мĕне тăрать. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă çул Иван Никонович Никонов вун тăхăр çулта, вăрçăран пĕрремĕш аманса килнĕскер пулнă. Вăрçă салтакĕ кил умĕнчи ÿсекен хурăна пырса ыталани, ун çумне пичĕпе перĕнсе куççульпе макăрни халĕ те куç умĕнче. Урамри йăмрасене те ытараймасăрах ачашларĕ, фронтран таврăнсан та сахал мар йăмра лартса çитĕнтерчĕ. Халĕ вăл пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Анчах та унăн çут çанталăк палăкĕсем чĕрех-ха. Апла пулсан, хальхи ăрун та вĕсене манмалла мар.