Моргаушский муниципальный округ

Асрах пĕрремĕш çапăçу

 

Раççей халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ çĕнсе илнĕренпе 60 çул çитет. Çак хаяр çапăçуллă вăрçăра ытти халăхсемпе пĕрле чăваш ачисем те пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Фронт линийĕсенче пирĕн асаттесемпе мучисем, ентешсем паянхи пурнăç пуласлăхне сыхласа хăварма пултарнă.

Çак паттăрсенчен пĕри - Муркаш районĕн паллă çынни - Фаддей Платонович Платонов, Сосновка ялĕнче çуралса ÿснĕскер, вăл вăрçăн хаяр вучĕ витĕр тухнă, малалла вĕренсе экономика наукисен кандидачĕ ята илме пултарнă.

Платонов Ф.П., манăн тăван мучи, вăрçăн тискер вут-çулăмĕ айне 1943 çулхи юпа уйăхĕнче лекет. 17 çулхи каччăна шăпа В.И. Чуйков генерал ертсе пыракан 8 гварди армине илсе çитерет. Кунти пехотăра ăна алăра йăтса çÿремелли Дегтярев пулеметне шанса параççĕ. Иккĕмĕш пулеметчикĕ вара, вырăс халăх ывăлĕ Иван Багатура гварди сержанчĕ пулнă.

Пĕррехинче, хаяр çапăçура, икĕ пулеметчик нимĕçсен траншейине пуринчен малтан чупса çитеççĕ. Мучи малалла пулса иртни çинчен çакăн пек каласа пачĕ: "Багатура пулемета йăтса чупаканскер, траншейăна сикрĕ те фашист салтакĕпе куçа-куçăн тĕл пулчĕ. Кун пек самантра пулеметпа усă курма питĕ йывăр. Эпĕ, юнашар пулнăскер нимĕçе ППШ автомаьтран персе пăрахма ĕлкĕртĕм... Çакă йăлтах куç хупса иличчен пулса иртрĕ".

Иккĕмĕш салтакне, нимĕçе, хастар пулеметчиксем плена илеççĕ. Ăста та хастар ĕçсемшĕн Фаддей Платоновпа Иван Багатура гварди сержанчĕсене "Хăюлăхшăн" ("За отвагу") медале çакса чыслаççĕ.

Фаддей Платонович Платоновшăн çак медаль пĕрремĕш награда пулнă. Кун хыççăн мучие хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн 13 медальпе тата пĕрремĕш степеньлĕ Аслă  Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăланă.

Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Пушă вăхăтра вăрçă çинчен тĕрленчĕксемпе сăвăсем çырать. Хăй пурăнакан вырăнти шкулта Ф.П. Платонов яланах кĕтнĕ хăна. Мучие татах та нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунас килет, пуçăма тайса хамран та, пирĕн ăруран тав сăмахĕ калас килет.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться