Моргаушский муниципальный округ

Ачана çуратни çеç çителĕксĕр

 

2005 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Муркашри шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем Ильинка тата Шашкар ял администрацийĕсенче черетлĕ рейд ирттерчĕç, профилактика ĕçĕсене туса ирттерчĕç. Рейд ирттерекеннисем икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç.

Чи малтанах вĕсем Тренккăри Е.В. Морозова çемйинче пулчĕç. Çемье пуçлăхĕ А.В. Морозов ÿсĕрччĕ. Çутăшăн вăхăтра тÿлемен пирки ăна татса кайнă. Шкула çÿрекен ывăлĕ Женя валли уроксем хатĕрлеме те условисем çук.

Ильинка ялĕнче Е.В. Савкинапа А.Ф. Соловьев килĕнче пултăмăр. Яланхи пекех вĕсен кунта çиме çăкăр та çук.

Кун хыççăн рейда хутшăнакансем Тяпакасси ялĕнче пулчĕç. Малтанах П.В. Данилова çемйинче пулчĕç. Унтан вĕсем М. Данилован килне кĕчĕç. Киле кĕрсенех икĕ пĕчĕк ача макăрса ларатчĕç. Вĕсем патĕнче ялти хĕрарăм – 80 çулхи А. Кошкина çулталăкри Алешăн йĕпе çи-пуçне улăштарать. Эпир унтан: «Мĕншĕн ку ачасем пĕчченех;» - тесе ыйтрăмăр.

- Эпĕ ку ачасене урамра куртăм. Ултă çулхи Денис çулталăкри Алешăпа полиэтилен пакет çине лартнă  та урамра туртса утать. Урамра çанталăк питĕ сивĕ тăрать. Эпĕ çак пĕчĕк ача шăнса вилесрен хăраса часрах пÿрте илсе кĕтĕм, йĕпе кĕпе-йĕмне улăштарас терĕм, - терĕ вăл.

Эпир питĕ хытă макăракан Дениса лăплантарма тăрăшрăмăр. Анчах та Денис тĕттĕмре хăрани, çавах пĕчĕк Алешăна илсе урама тухасси пирки каларĕ. Вĕсен килĕнче çутăшăн тÿлемен пирки çулталăк каяллах электричечтво пралукĕсене татса кайнă. Амăшĕ Маргарита Данилова ачисене пачах та пăхмасть. Яланах вĕсене  пăраха-пăраха килтен тухса каять. Темиçе хутчен те унпа çул çитмен ачасемпе ĕçлекен районти комиссинче чĕнсе калаçнă пулин те, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тумасть.

Çавăн пекех çак ялта Н.В. Данилова çемйинче пултăмăр. Кунта паянхи куна илсен, лару-тăру йĕркеллех: ашшĕ – Александр Семенович, ывăлĕсене çителĕклĕ воспитани парассишĕн тăрăшни палăрать. Килте вăл ачасене валли сооруженисем тунă.

Ун хыççăн Мăн Шашкар ялĕнчи В.А. Соловьева çемйинче пултăмăр.

Рейдра каялла таврăннă чух Мăн Сĕнтĕр салинчи С.А. Лапченко килĕнче пултăмăр. Ку хĕрарăм нумай çул хушши ниçта та ĕçлемест. Çак кун та вăл 2 ывăлĕпе килтехчĕ. Килте сивĕ пирки 24 çулхи Роман диван çинче утиял айĕнче выртать. 16 çулхи Тимофей вара – кăмака çинче. Ку килте никам та ĕçлеме юратмасть. Роман нумаях пулмасть тĕрмерен тухнă. Тимофей пирки вара январь уйăхĕнче преступлени тунăшăн уголовнăй ĕç пуçарнă. Килĕнче питĕ сивĕ, ним йĕрки те, ни çимелли те çук. Вутти те хутмалăх 2-3 куна кăна çитет. Виççĕшĕ те вăйпиттисем темелле, анчах та нихăшĕн те пурăнма нимĕнле тĕллев те çук.

Юлашкинчен паллă педагог Макаренко каданă сăмахсене аса илес килет. «Ачасем - пирĕн пуласлăх, пирĕн ватлăх. Вĕсене тĕрĕс пăхса ÿстерсен, эпир ватлăхра ырă курăпăр, япăх пăхса ÿстерсен пирĕн кулянмалла, макăрмалла пулĕ, ытти çынсем умĕнче, çĕршыв умĕнче намăс курма тивĕ. Ан пултăрччĕ ун пек. Ачасене çуратни çеç çителĕксĕр. Вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Çавăн чухне çеç ашшĕ-амăш тивĕçĕ пурнăçланĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться