Моргаушский муниципальный округ

Усăллах пулмарĕ

 

«Новая Юнга» колхоз пулнă вăхăтра темиçе çул каярах Коминтерн выççăлккинчи сысна ферми патне чух сарса хытарнă çул тума пуçларĕç. Эпĕ ун пирки «ылтăн çулах пулать пулĕ» тесе район хаçатне статья та çырсаччĕ. Иртнĕ çул сысна ферми хупăнчĕ. Çавна май çул тунин уссине те кураймарăмăр.

Çав çул вырăнне Шупуç ялне çул тусан усăллăрах та пулатчĕ. Халĕ вара мĕн чухлĕ трактор машина Москакасси урлă çÿресе тăкака кăларать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 февраля 2005
00:00
Поделиться