Моргаушский муниципальный округ

Пурнăçран юлмалла мар

 

Кăмăлăр аван-и, хисеплĕ вулаканăмăр? Асăрхарăр-и паянхи пирĕн çĕнĕ кăларăма? «Саккун. Правасемпе тивĕçсем» Çапла ят патăмăр ăна. Ку страницăсенче эпир право ыйтăвĕсемпе çырнă материалсене вырнаçтарма шутлатпăр.

Мĕншĕн çапла ят патăмăр-ха ăна? Преступлени тăвасси, шел пулин те, ÿссех пырать. Саккуна пĕлменни ăна пăсма юранине пĕлтермест вĕт. Ăна пĕлменни те тунă преступленишĕн явап тытассинчен хăтармасть.

Е хамăрăн правасемпе тивĕçсене илер. Ку тĕлĕшпе те пĕлÿ шайĕ пур чухне те кирлĕ пек марри курăнать. Е тата пĕр-пĕр ыйтупа хамăрăн правасем пирки ытлашшиех асилтеретпĕр, çав хушăрах хамăрăн тивĕçсене манатпăр.

Тата халь саккунсем те улшăнсах тăраççĕ. Вĕсемпе паллашмасăр та юлас марччĕ. Çавăнпа та, хисеплĕ вулаканăмăр, сирĕн ку тĕлĕшпе ыйтусем сиксе тухаççĕ пулсан, çырăр пирĕн пата. Сирĕн ыйтăвăрсем çине хуравлама эпир право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен районти органсене явăçтарăпăр.

Паянхи кăларăма йĕркелеме вара районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хутшăнаççĕ. Эсир пирĕн кăларăмран хăвăра валли мĕн те пулин усăллине илтĕр, çĕннине пĕлтĕр пулсан, эпир хамăрăн тĕллев пурнăçланать тесе шутлатпăр. Шăпах çак шутпа уçатпăр та асăннă кăларăма. Эппин, сирĕн мĕн çинчен пĕлес килет, - пĕлтерĕр вара.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 февраля 2005
00:00
Поделиться