Моргаушский муниципальный округ

Пăшалтан тĕл перессипе

 

Февралĕн 13-мĕшĕнче Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул тирĕнче организацисемпе предприятисен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен физкультура коллективĕсен хушшинче пĕчĕк калибрлă винтовкăран тĕл перессипе районта мала тухассишĕн ăмăрту пулать. Командăсенче 3шер арçынпа 2шер хĕрарăм пулмалла. Программăра: 3 хутчен тĕрĕслемелле переççĕ, 5 хутчен – зачет валли. Дистанци – 25 метр, мишень номерĕ 6 Б.

Ăмăрту 9 сехетре пуçланать.

Йĕлтĕрпе чупса

Кăçалхи февралĕн 26-мĕшĕнче Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш Республики чемпионне Ю.И. Федотова асăнса тата Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитессине халалласа йĕлтĕрпе чупассипе йăлана кĕнĕ ăмăрту пулать. Ăмăртăва ку тĕлĕшпе лайăх хатĕрленнĕ, врач ăмăртăва хутшăнма ирĕк панă йĕлтĕрçĕсем хутшăнаççĕ. 1 ушкăнра – 1989-1990 çулта çуралнă шкул ачисем (2 хĕрача (1 км) тата 2 арçын ача (2 км).

2 ушкăнра – 1987-1988 çулта çуралнă шкул ачисем (2 хĕрача (2 км) тата 2 арçын ача (3 км).

3 ушкăнра – учительсен команди (2 хĕрарăм (2 км) тата 2 арçын (2 км)* 1 тапхăрта 35 çулчченхи хĕрарăмсем* 2 тапхăр – 40 çулхи тата аслăрах арçынсем* 3 тапхăрта – 35 çулхи тата аслăрах хĕрарăмсем* 4 тапхăр – 40 çулчченхи арçынсем. Учительсен ушкăнĕнче  икĕ физкультура учителĕнчен е тренер-преподавательтен ытла чупмалла мар.

Малтанхи заявкăсене ăмăртуччен 7 кун маларах Калайкасси шкулне тăратмалла. Ятран çырнă заявкăсен – февралĕн 26-мĕшĕнче 10 сехетчен.

Ăмăртăва хутшăнаканăн пĕрле паспорт, вĕренекенсен сăн ÿкерчĕклĕ справка, учительсен ĕçри справка кирлĕ. Çак документсем пулмасан, призлă вырăнсене памаççĕ.

Ăмăрту 11 сехетре пуçланать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 февраля 2005
00:00
Поделиться
;