Моргаушский муниципальный округ

Пурнăçран уйрăлакансем нумайрах

 

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, январь уйăхĕнче пирĕн районта çут тĕнчене çĕнĕрен 33 «çĕнĕ кайăк» килнĕ – 19 арçын ача, 14 хĕрача. Çĕнĕрен 14 çемье чăмăртаннă, пĕрлешекен çамрăксем – 18-24 çулсенче.

Шел пулин те, вилекенсен хисепе çав çавах çуралакансенчен икĕ хута яхăн нумайрах. 2005 çулхи январь уйăхĕнче 64 çын (39 арçын тата 25 хĕрарăм) çут тĕнчепе сывпуллашнă.

Кăçал арçын ачасене ытларах Даниил, Николай, Павел, хĕрачасене Анна, Кристина, Диана ят панă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
05 февраля 2005
00:00
Поделиться