Моргаушский муниципальный округ

Маттур пирĕн йĕлтĕрçĕсем

 

Январĕн 15-16-мĕшĕсенче Шупашкарта хуласемпе районсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш Республикинче мала тухасишĕн ăмăрту тата чемпионат пулса иртрĕ. Муркаш районĕн пĕрлештернĕ командинче Муркаш, Калайкасси, Ярапайкасси, Çатракасси шкулĕсенчи чи вăйлă йĕлтĕрçĕсем (вĕсен тренер-преподавателĕсем – Э.А. Гордеев, В.Ф. Киселев, А.С. Дашков) пулчĕç. Пĕрремĕш кунах пирĕн команда малтисен ретĕнче пулчĕ, классика мелĕпе чи лайăх результатсем кăтартрĕ.

Уйрăммăн илес пулсан вара юниоркăсем хушшинче  Наталья Алексеева (хушма вĕрентÿн муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕ – ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ) 5 километрлă дистанцире, ирĕклĕ майпа чупса, 2 вырăн йышăнчĕ, Наталья Жирнова вара çак дистанциех виççĕмĕш вĕçлерĕ.

Аслă яшсен хушшинче Муркаш шкулĕнче вĕренекен Дмитрий Григорьев, 10 километра ирĕклĕ майпа чупса, 3 вырăн йышăнчĕ.

Пĕтĕмĕшле вара 10 командăран пирĕн район  команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Хыççăнхи малти вырăнсенче - Канаш тата Шупашкар районĕсем.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
05 февраля 2005
00:00
Поделиться
;