Моргаушский муниципальный округ

Кашнинех ĕç кирлĕ

 

  2005 çулăн пĕр уйăхĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Кашни хуçалăх, предприяти çак хушăра тунă утăмсене виçет пулсан, çĕнĕ çулта ĕç шыракансем тĕлĕшпе лару-тăру еплерех-ха;

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне 82 (пĕлтĕр январьте 88) çын килнĕ. Вĕсене пурне те (пĕлтĕр 85) учета илнĕ. Шкул ачисем те пушă вăхăта ахаль ирттересшĕн мар. 14-18 çулхи çамрăксем те ĕç шыраççĕ. Кăçал вĕсене – 35-ĕшне (45) учета илнĕ ĕнтĕ.

Пĕтĕмпе вара февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне  районта ĕçсĕррисен йышĕ 160 (116) çынпа танлашать. 44 (53) çынна кăçал ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç тупса панă. Çав шутран ĕçсĕррисенчен 8 (6) çынна.

Кăçал обществăлла  ĕçсене яма 3 килĕшÿ тунă пулсан, 9 çынна обществăлла ĕçпе тивĕçтернĕ.

Паянхи пурнăç профессие улăштарттарма та пултарать. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕренме кайнисенчен кăçал пĕри вĕренсе пĕтернĕ, тепĕр çиччĕн (10) вĕренеççĕ.

Çул çитмен çамрăксене  вăхăтлăх ĕç тупса  панă тĕслĕхсем те пур. Кăçал çак хушăра - 1, пĕлтĕр - 2.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
05 февраля 2005
00:00
Поделиться
;