Моргаушский муниципальный округ

Свидетельствăсем парасси вĕçленсе пырать

 

"Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2004 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнчи 319№ постановленийĕпе килĕшÿллĕн тылра ĕçленисене, ĕç ветеранĕсене, реабилитациленисене тата политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисене çăмăллăхсемпе  усă курма право паркан свидетельствăсем параççĕ.

Калас пулать, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕн специалисчĕсем декабрь-январь уйăхĕсенче пĕр канăç курмасăр ĕçлерĕç. Çак свидетельствăна Муркашра пĕтĕмпе  5015 çыннăн илмелле пулсан, паянхи куна 4600 свидетельство панă та ĕнтĕ.

Ял админитсрацийĕсен ку тĕлĕшпе ытларах тимлемелле, списоксене тĕрĕслесе çак документа юлнисене памалла. Никам та çăмăллăхсăр ан юлтăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
29 января 2005
00:00
Поделиться
;