Пултаруллисем çĕнтерчĕç
Муркашри лицей хăйĕн пĕлтерĕшне тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тесе сахал мар тăрăшать. Кунта ĕçлекен педагогсенчен чылайăшĕ çамрăк тата хастар. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне, ăсталăхне куллен ÿстерсе пурнăçпа тан пырассишĕн тимлеççĕ. Лицеистсене те тĕрлĕ наука ĕçĕсене пурнăçлама явăçтарса вĕсен пултарулăхне аталантарассишĕн вăй хураççĕ.
Акă, иртнĕ эрнере кунта вĕренекенсен пилĕкмĕш наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - пултаруллă, хăйсем тĕллĕн тĕпчев ĕçĕ тума ăнтăлакан вĕренекенсене тупса палăртса вĕсене наукăпа методика тĕлĕшĕнчен пулăшу парасси, вĕсен ку тĕлĕшри активлăхне ÿстересси, чи лайăх тĕпчев ĕçĕсене районти тата республикăри конференцисем валли суйласа илесси.
Конференци икĕ секципе - обществăлла гуманитари наукисен (ертÿçи Ю.Е. Ганин) тата естествăлла техника наукисен енĕпе иртрĕ. Обществăлла гуманитари секцине тата "Истори", "Филологи" пайĕсем çине уйăртăмăр.
Конференцие пĕтĕмпе наукăпа тĕпчев ĕçĕсене 21 тăратнă, пĕрремĕш секцине - 13 ĕç, иккĕмĕшне - 8 ĕç.
Калас пулать, кашни ĕçех хăйне евĕр интереслĕ. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне тĕплĕн уçса пама тăрăшнă.
"Естествăлла техника науки" секцинче "Компьютер: тус е тăшман" ĕçĕпе Ирина Курбанова (наука ертÿçи Н.В. Иванова) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Елена Степанова тата Наталья Исаева. Вĕсем "Ÿсен-тăрансенче нитратсен виçине палăртасси" (наука ертÿçи Н.В. Казакова) темăпа наука ĕçĕ çырнă. Виççĕмĕш вырăна Алексей Харитоновпа Дмитрий Фомин хăйсен "18-19 ĕмĕрсен пуçламăшĕнче Санкт-Петербургра математика аталанни" ĕçĕпе (наука ертÿçи А.А. Анисимова) тата Зинаида Артемьева "Хальхи тĕнчери терроризм" (наука ертÿçи О.А. Сюртуков) çинчен çырса кăтартнипе йышăнчĕç.
"Обществăлла гуманитари наукисем" секцин результачĕсене та палăртса хăварас килет.
Истори темипе пĕрремĕш вырăна Валентина Белова çĕнсе илчĕ. Вăл "Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕн историйĕн кĕске очеркне" çырнă (наука ертÿçи Н.Е. Смирнов). Иккĕмĕш вырăнта "Манăн йăх" темăпа çырнă Ольга Шумикован тĕпчев ĕçĕ тата Игорь Варламовăн "Германи Совет Союзĕ çине сасартăк тапăнни: суя е чăнлăх" ĕçĕ (наука ертÿçи иккĕшĕн те Н.Е. Смирнов).
Муркаш районĕнчи "Свобода" колхозăн историне тишкернĕ Валентина Семенова ĕçĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Филологи секцийĕнче пĕрремĕш вырăнта Ольга Платонован "Пултарулăх" (наука ертÿçи В.С. Иванова) тата Татьяна Трофимован "Тĕлĕнмелле! Эпĕ никама та кураймасăр тăраймастăп"... (И.С. Тургеневăн "Отцы и дети" романĕнчи Аркадий Кирсановăн сăнарĕ) ĕçĕсем çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Надежда Микрякован "Суйлав умĕнхи агитацире чĕлхе меслечĕсемпе витĕм кÿресси" тата Татьяна Васильеван "Телерекламăсенчи стилистика хатĕрĕсем" ĕçĕсем (наука ертÿçи А.Г. Щеглова). Виççĕмĕш вырăнта - Денис Яртеевăн "Сăвă форминчи вырăс орфографийĕн правилисем" ĕçĕ.
Куратăр ĕнтĕ, лицейра вĕренекенсене тĕрлĕ темăсем кăсăклантараççĕ. Суйласа илнĕ темăсене тĕплĕн тишкерсе çутатма наука ертÿçисем методикăлла сĕнÿсемпе пулăшаççĕ. Ачасен пултарулăхне, вĕсен тишкерÿ тата тĕпчев активлăхне малашне те аталантарса пыма тăрăшăпăр. Лицеистсен конкуренцие чăтаслăхĕ те ÿссе пытăр.