Моргаушский муниципальный округ

Уйăхлăха хутшăнăр

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2005 çулхи январĕн 18-мĕшĕнчи 19-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2005 çулхи январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен районта оборонăпа массăллăх тата спортпа сывлăха çирĕплетес ĕç уйăхлăхне ирттерме йышăннă.

Унăн тĕп тĕллевĕ - çамрăксен патриотла воспитанине лайăхлатасси тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси. Çак тĕлĕшпе районта нумай мероприяти ирттерме палăртнă, унăн планĕ хатĕр. Планра палăртнă мероприятисем пурнăçланса пынине тĕрĕслесе тăма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, социаллă политика управленийĕн ертÿçине Н.П. Петрована хушнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 января 2005
00:00
Поделиться
;