Моргаушский муниципальный округ

Строительство ĕçĕсем чарăнмаççĕ

 

Хальхи вăхăтра çурт-йĕр çавăрма е юсаса çĕнетме пĕрре те çăмăл мар. Апла та пулин те, малашлăха пăхакан, ыранхи кунпа пурăнакан çын темле йывăр пулсан та çурт лартма е çĕнетме майсем тупатех.

Юлашки çулсенче ЧР Президенчĕ ялсен инфраструктурине аталантарма темиçе указ йышăнчĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн районти ялсенче те нумай ĕçсем пурнăçланă. Çакă вăл район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассин ятарлă планĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать.

Иртнĕ çулта ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçленĕ, кăçала валли мĕнле плансем; Çакă тата ытти ыйтусем тавра ирттернĕ хăйĕн калаçăвне район администрацийĕн капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçипе В.Г. Никитинпа район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова.

- Владимир Германович, акă каллех тепĕр çул хыçа юлчĕ, 2004 çулхи районти строительство ĕçĕсем пирки мĕн калама пултаратăр?

- Калас пулать районăн социаллă пурнăçĕн аталанăвĕнче строительство ĕçĕсем яланах малти вырăнта тăраççĕ. Çакна мĕншĕн калатăп-ха. Пирĕн районта темле йывăр тапхăрта та строительство ĕçĕсем нихăçан та чарăнман. Хальхи вăхăтра вара ку ĕç çине ЧР Правительстви те пысăк тимлĕх уйăрнă пирки строительство калăпăшĕ палăрмаллах ÿссе пырать.  Çакна хăвăрах лайăх куратăр.

- Юлашки çулсенче ялсем çĕнелсе палăрмаллах улшăнчĕç. Вĕсен инфраструктури те аталанса пырать. Ку енĕпе пĕлтĕр мĕнле ĕçленĕ-ха?

- 2004 çулта район умĕнче строительство енĕпе пысăк та яваплă задачăсем пулчĕç. Апла пулин те, ЧР Правительстви пулăшнипе, район администрацийĕ тăрăшнипе хамăр ума лартнă тĕллевсене, тĕпрен илсен, пурнăçлама пултартăмăр.  Çав шутра çулсем тăвассипе, вĕсене тытса тăрассипе тата юсассипе иртнĕ çулта мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçланă. Ялсене 2010  çулччен социаллă аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн мĕн пур ĕçсем пулса пыраççĕ. Пурăнмалли социаллă çурт-йĕр лартассипе те строительство ĕçĕсем чарăнман, ку тĕлĕшпе çынсене патшалăх нумай пулăшать. Иртнĕ çулта районти 99 çемье тĕрлĕрен пулăшу илнĕ. Анчах та граждансене çурт-йĕр çавăрма çăмăллатнă йĕркепе паракан ипотека кредичĕпе туллин усă кураймарăмăр. Çакăн сăлтавĕсем те тĕрлĕрен.

Ытти строительство ĕçĕсене те планпа килĕшÿллĕн туса пынă: газ кĕртнĕ, социаллă обьектсем хута янă. Октябрь уйăхĕнче, сăмахран, Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексĕнче тата Муркашри вĕрентÿпе культура тата сывлăха çирĕплетмелли центрта спорт залĕсем хута кайрĕç т. ыт. те.

- ЧР Президенчĕ икĕ çул каярах ялсене газ кĕртессине вĕçлеме указ йышăннăччĕ. Районта юлашки вăхăтра ку тĕлĕшпе нумай тимлени сисĕнет. Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле лару-тăру еплерех?

- Правительство ялсен социаллă аталанăвĕпе тĕллевлĕн ĕçлесе пырать. Çавăна май программăсем те улшăнса пыраççĕ. Сăмахран, иртнĕ çулсенче килсене çут çанталăк газне çитерессипе нумай тăрăшнă. Хальхи вăхăтра районти 177 килтен 163-шĕнче газ çунать. 14 пине яхăн харпăр хăй хуçалăхĕнчен 9940 килте "кăвак çулăмпа" усă кураççĕ. Иртнĕ çулта кăна 74,1 км тăршшĕ газ пăрăхĕсем хута янă, 1237 киле газ çитнĕ.

- Районти ялсене тухса çÿренĕ май çынсене газ кĕртнĕшĕн тÿленĕ укçана каялла тавăрасси пăшăрхантарни пирки час-часах илтме пулать. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

- Çапла. Ăна эпир те лайăх пĕлетпĕр. Кăçала валли патшалăх юлнă ялсене тата çĕнĕ урамсене çут çанталăк газне кĕртсе пĕтерме те çынсене газ кĕртнĕшĕн каялла тавăрса пама пирĕн района пĕтĕмпе 35 млн тенкĕ уйăрса панă.

Çынсене, 2002 çулччен газ кĕртнисене, каялла тавăрса памалли укçа виçи 7 млн тенкĕне яхăн шутланать. Çак ĕçе хăвăртрах вĕçлес, çынсен ыйтăвне тивĕçтерес тесен ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен хальтерех васкавлăн тимлемелле. Вĕсен çитес вăхăтрах ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствине кайса документсене тепĕр хут тĕрĕслемелле, ĕç калăпăшне çирĕплетмелле.

- 2005 çула валли мĕнле ĕçсем палăртнă?

- Кăçал хута ямалли обьектсенче малалла ĕçлесе вĕсене туса пĕтермелле. Çавăн пекех 4,6 км тăршшĕ çĕнĕрен çулсем тумалла, ялсене тата çĕнĕ урамсене газ кĕртессине вĕçлемелле т. ыт. те. Хута ямалли обьектсен шутне вара Йÿçкассинчи врач амбулаторийĕ, Муркашри вĕрентÿпе культура тата сывлăха çирĕплетмелли центр, Мăн Сĕнтĕрти культурăпа вĕрентÿ центрĕ, Муркаш плотини т. ыт. те кĕреççĕ. Унсăр пуçне, пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе, çулсене юсаса-тытса тăрассипе те ĕçлемелле. Пĕтĕмпе вара кăçал инвестици программине пурнăçлама 93031,7 пин тенкĕ уйăрнă.

- Каларăмăр ĕнтĕ, ЧР Правительстви ялсенчи  социаллă пурнăçа аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Ялсене газ кĕртессине вĕçлемелле, çынсене шывпа тивĕçтерессипе ĕçлемелле, çулсем тумалла. Кăçал мĕн енне ытларах тимлĕх уйăрасшăн?

- Çапла, кăçал газ кĕртессине вĕçлесе шывпа тивĕçтерессипе ĕçлеме пуçлатпăр. ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче "Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" 109 № Указ йышăнчĕ. Унта вăл çак енĕпе пурнăçламалли конкретлă ĕçсене палăртнă Республикăра ку енĕпе туса ирттермелли ĕçсем те паллă ĕнтĕ. Пирĕн районти ялсен 82 проценчĕ централизациленĕ колонкăсенчи шывпа усă курать. Шыв пăрăхĕсене, тĕпрен илсен, иртнĕ ĕмĕрти 70-80-мĕш çулсенче хунă. Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕсĕр пуçне ытти ялсенчи çынсене шывпа тивĕçтересси (башньăсене, скважинăсене тытса тăрасси, колонкăсене юсасси) пĕтĕмпех хуçалăхсен балансĕ çинче. Вĕсемпе усă курмалли срок та тухса пырать. Кашни ял администрацийĕнчех пĕтĕмĕшле лару-тăрăва тĕплĕн тишкерсе çитес вăхăтрах проектсем хатĕрлемелле. Хальлĕхе ку енĕпе  Шетмĕпуç ял администрацийĕнче кăна лав вырăнтан хускалнă.

Çавăн пекех районта 18 скважина чавмалла, 22 шыв башни тумалла. Вĕсем пирки те халех шутламалла.

Юлашкинчен вара çапла калас килет. Ялсенчи социаллă пурнăç аталанăвĕ ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен çаврăнăçулăхĕнчен нумай килет. Çавăнпа та çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенчен тытăнсах пуçаруллăрах ĕçлесчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 января 2005
00:00
Поделиться