Сывлăха, кăмăла çирĕплетет
Хĕллехи уçă сывлăш ытамĕнче йĕлтĕр йĕрĕ çинче вирхĕнсе пынă чухнехи ирĕклĕхе мĕнпе танлаштарма пулать-ши; Куçпа виçейми анлă уйсемпе, юнашарти ытарайми илемлĕ шурă тум тăхăннă тăван ял та - пурте-пурте сана çирĕп сывлăх сунса, спортăн хĕллехи çак тĕсĕпе туслашма чĕнеççĕ.
Иртнĕ шăмат кун Муркашри йĕлтĕр базинче йĕлтĕр йĕрĕ çине районти шкул ачисемпе çитĕннисем тулли кăмăлпа тухрĕç.
Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ -2005" массăллă ăмăртăвăн 1 тапхăрне пурĕ 70 команда хутшăнчĕ. 900 яхăн йĕлтĕрçĕ старта тухма хатĕрленчĕ.
- Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. Йĕлтĕр йĕрĕ вăй-хал хуштăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова йĕлтĕрçĕсене трасса çине ыр сунса телейлĕ çул суннă май.
Спорт уявĕ пуçланчĕ. Старта шкул ачисем тухрĕç. Пурин пит-куçĕнче те йăл кулă çиçет. Хавхаланмалăх сăлтавĕ те пур ĕнтĕ. Районсем хушшинче ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен республикăри ăмăртăвĕнче пирĕн район команди çĕнтернĕ. Вĕсен умĕнче тĕл пулакан тумхахсене эпир те астивсе пăхар-ха эппин йĕлтĕр йĕрĕ çинче. Çак шухăшпа çÿллĕрех вырăналла çăмăллăнах хăпаракан шкул ачисем аялалла çил ачипе тан вирхĕнче анаççĕ. Акă, умра финиш. Кашни кунах физкультура урокĕнче пултарулăхне туптакансемшĕн йывăрах пулмарĕ 2 километра чупса тухасси. Мĕн чухлĕн вĕсем кунта. Кашни шкултанах ачасем йĕлтĕр йĕрĕ çине йышлăн тухрĕç. Çапах ку тĕлĕшпе Муркашсемпе Çатракассисене, Тойкилтĕсене çитекенни пулмарĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем хушшинче, вĕсем малти 1-3 вырăнсене йышăнчĕç.
Тĕп шкулсенчен вара чи хастаррисемпе çивĕччисем Кашмашсем пулчĕç. Массăлăхпа вĕсемпе танлашаймарĕç ытти шкулсем: 1вырăн пулчĕ вĕсен. Шурчасемпе Панклисем те нумаййăн килчĕç ăмăртăва - тăрăшни сая каймарĕ: 2, 3 вырăна тивĕçрĕç вĕсем ку тĕлĕшпе.
Аслисем вĕсем çитĕннисенчен тĕслĕх илеççĕ. Эппин, спортра хамăр ачасенчен юлса пыни аслисене чыс кÿмест пуль. Ял администрацийĕсенчен килнĕ командăсем çакна асра тытрĕç çав. Ара, тата ача чухнехи самантсене аса илни мĕне тăрать. Яш чухнехи хастралăхпа çулсем туптанă çирĕплĕх йĕлтĕр трасси çинче те кăмăла çĕклет çав. Камсем ытларах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç тетĕр-и;
Муркаш, Оринин, Çатракасси ял администрацийĕн ĕçченĕсем. 1-3 вырăн хуçисем.
Район администрацийĕн ĕçченĕсем те яланхи пекех спорт ăмăртăвĕнче хăйсен пуçарулăхĕпе активлăхне кăтартрĕç. Ку тĕлĕшпе чи малта вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ĕçченĕсем пулчĕç. Культура, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕ 2 вырăн, капиталлă строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕ 3 вырăн йышăнчĕ.
Ача чух эпир спортпа туслă-ха. Кайран вара сахал хусканупа шăм-шака хытарса лартатпăр, ÿркеннипе хамăр сывлăха хамăрах хавшататпăр. Ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕх илмелли çынсем çителĕклех районта. Кашни кунах спортпа туслисем, хĕлле йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансем. Муркаш-Шаптакри В.Т. Смирнова кам 70 çывхарать тесе калĕ; Яш чухнехи пек вирхĕнсе пырать йĕлтĕрпе. Е тата Юнкă ял администрацийĕнчен килнĕ Р.Г. Сафоновăна пăхăр-ха. Кашни кунах йĕлтĕрпе ярăнаканскер, çуран чупаканскер районти ăмăртура та вăр-вар пулчĕ. Ильинка ял администрацийĕн территорийĕнче те спортпа туслă çынсем сахал мар. Леденцовсем, ав, çемйипех юратаççĕ ăна. Ялти библиотекарь пулса ĕçлекен Н.А. Леденцова мĕншĕн обществăлла ĕçре хастар тетĕр-и; Спорт ăна ĕçлеме те, пурăнма та хавхалантарса пырать. Е тата районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцинче вăй хуракан Любовь Плечована илер. Хĕрарăмсенчен чи малтан вирхĕнсе кĕчĕ вăл финиша. Малтан спортра тунă анлă çитĕнÿсем паян та тапса тăраççĕ унра. Амăшĕ пекех пуласшăн ĕнтĕ 7 çулхи хĕрĕ те. Марина Плечова "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2005" ăмăртăва хутшăнакансенчен чи пĕчĕкки, чи çамрăкки пулчĕ.
- Хускану пурнăç парнелет. Ăмăртăва çакăн пек массăллă хутшăнни савăнтарать, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов спорт ветеранĕсене парне панă май. - Спорт кăмăла çирĕплетет. Çирĕп кăмăллă, хăйĕн ĕçне пĕлекен çынсем вара район çитĕнĕвне тăваççĕ. Эппин, районăн малашлăхĕ те пысăк.
Килĕшмесĕр ниепле те тăма çук ку сăмахсемпе. Малаллах пăхасчĕ, малаллах утас. Çирĕп сывлăхпа, çирĕп кăмăлпа çĕнĕ çĕнтерÿсем тăвасчĕ: экономика аталанăвĕнче те, спортра та.