Моргаушский муниципальный округ

"Оринино" хуçалăх кубокĕшĕн

 

Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетнине аван туйрĕç "Оринино" хуçалăх кубокĕшĕн ăмăртăва хутшăннă районти командăсем. Çак çулхи кăрлач уйăхĕнче пĕрремĕш хут спорт мероприятине Орининсем уçрĕç темелле.

Асăннă ăмăрту Оринино вăтам шкулĕн спорт залĕнче иртнĕ, унта пурĕ 6 команда хутшăннă: "Оринино" хуçалăх команди, Оринин шкул команди, Чуманкасси ял администрацийĕ, Калайкасси шкулĕ, "Моргаушрайгаз" ОАО тата "Сеятель" хуçалăх команди. Тĕрлĕ спорт енĕпе ăмăртрĕç вĕсем: шашка, шахмат, волейбол, пăшалпа тĕл пересси.

Волейболла выляса яланхи пекех "Моргаушрайгаз" команди чи маттури пулнă, 1 вырăна çĕнсе илнĕ. 2 вырăнта - "Сеятель" хуçалăх команди, 3-мĕшсем - Оринино шкулĕ.

Шашкăлла выляса 1 вырăна "Оринино" хуçалăх команди тухнă, 2 вырăна - "Сеятель" хуçалăх команди, 3 вырăна - Чуманкасси ял администрацийĕн команди çĕнсе илнĕ.

Шахматла выляса 1 вырăна П.П. Пушкарев ертсе пыракан Нискассинчи шкул ачисен команди тухма пултарнă, 2 вырăна "Оринино" хуçалăх çĕнсе илнĕ, 3 вырăна "Моргаушрайгаз" команди тухса тĕлĕнтернĕ.

Пăшалпа тĕл перессипе чи пултаруллисем "Оринино" хуçалăх команди пулнă, иккĕмĕшсем - Оринино шкулĕн команди, виççĕмĕшсем - "Сеятель" хуçалăх команди.

Шашкăлла выляса хĕрсем хушшинче 1 вырăна Оринино вăтам шкулĕнчи Н. Репина çĕнсе илнĕ, арçынсем хушшинче "Оринино" хуçалăх водителĕ Г. Курбанов тухнă.

Шахматла выляса хĕрарăмсем хушшинче, каллех 1 вырăна "Оринино" хуçалăхри сĕт-çу фермин заведующийĕ Р. Блинова тухнă, арçынсем хушшинче 1 вырăна Нискасси шкулĕн спорт тренерĕ П. Пушкарев çĕнсе илнĕ.

Пăшалпа чи тĕл перекенĕ "Оринино" хуçалăхри И. Воробьев пулнă, вăл 45 очко пухса малти вырăна йышăннă. Хĕрсем хушшинче вара пĕрремĕш вырăна Оринино шкулĕнчи О. Вязова тухнă.

Çапла вара, кăçалхи ăмăртура та кубок Орининсенчех юлнă. Мĕнех, маттурсем эсир: ĕçре те, спортра та малта. Иккĕмĕш вырăнта "Сеятель" хуçалăх команди, виççĕмĕш вырăна "Моргаушрайгаз" команди тивĕçнĕ. ""Моргаушрайгаз" команди мĕншĕн 3 вырăна çеç тухнă вара, вăйлă командă-çке вăл; - ыйту çуралĕ хăшĕ-пĕрин. Тĕрĕсех, вăйли вăйлă-ха, анчах та çак ăмăртура вĕсем пĕри те пăшалпа пеме пĕлменнипе пурне те тĕлĕнтернĕ. Çакăнта вĕсен çитменлĕхĕ, апла пулсан малти вырăна тухмаллисемех пулнă-тĕр.

Ăмăртура мала тухнисем "Оринино" хуçалăхăн дипломĕсене тата асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ. Командăсене укçан преми парса чысланă.

  



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 января 2005
00:00
Поделиться