Аваллăха упрар, малашлăха ыр сунар
Пирĕн тăван ен историйĕ, культури калама çук чаплă, пуян. Унра нумай-нумай çын шăпи, вĕсен ăсталăхĕ, пултарулăхĕ упранса тăрать. Çавна лайăх пĕлесси - кашни çын тивĕçĕ. Истори, культура пирки кĕнекесемпе кинофильмсем анлă çутатса параççĕ. Музейсем те çак ĕçре юлашки вырăнта мар ĕнтĕ. Хăв куçпа хăв курнине мĕн çитĕ. Музейсем яланах иртнĕ вăхăтпа пурăннăн туйăнаççĕ мана.
Хам сăмахăма вара эпĕ районти историпе краеведени музейĕнчен пуçлас терĕм. Нумаях пулмасть эпир, вунпĕрмĕш класс ачисем, çак музея кайса куртăмăр. Истори урокĕсенче аслă аттелĕх вăрçи çинчен вĕреннине çирĕплетес тĕлĕшпе эпир хамăр районти патвар та хастар салтаксем пирки татах та нумайрах пĕлес тесе эпир музейра пултăмăр. Унта аслă аттелĕх вăрçине асăнса ятарлă выставка йĕркеленĕ. Унсăр пуçне музейра А.Г. Николаева халалланă сăн ÿкерчĕксен выставки пур. Космонавтăн кун-çулне анлă çутатса параççĕ çак сăн ÿкерчĕксем.
Çавăн пекех музейра районти чи талантлă, ăста çынсен ĕçĕсемпе паллашма пулать. Чăн каласан, Муркаш районĕн çыннисен мухтанмалли пур. Çапах çак пур пуянлăха татах та пуянлатмалла, упрамалла, культурăна çÿлерех те çÿлерех çĕклеме тăрăшмалла. Çак ĕçе вара эпир - ачасем пурнăçлама тивĕç. Пуласлăх - пирĕн аллăмăрта.