Тарифсем ÿсрĕç
Ĕçре ăнăçу пултăр тесен, кашни çыннах ĕçлеме, пурăнма тивĕçлĕ условисем кирлĕ. Юлашки çулсенче ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма чылай ĕçсем пурнăçларĕç: нумай килсене çут çанталăк газĕ çитрĕ, вĕсем килĕсенче Европа шайĕнчи юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ т. ыт. те.
Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятисем хваттерсенче пурăнакансене ăшăпа, шывпа тата ытти коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтереççĕ, çынсене пурăнма хăтлă, лайăх условисем пулччăр тесе тăрăшаççĕ.
Çĕнĕ çултан хваттер тÿлевĕн хакĕсем ÿсесси пирки районта хыпар хăвăрт сарăлчĕ. Тĕрĕс-и вăл, мĕнпе çыхăннă тарифсем ÿсесси. Çакăнта паян район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн экономисчĕ С.Н. Федорова паллаштарать.
- Светлана Николаевна, хваттер тÿлевĕсем хакланни мĕнпе çыхăннă?
- Пирĕн пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çĕнĕ çулта электроэнерги, газ тарифĕсем ÿсрĕç. Çакă коммуналлă пулăшусем парассин хакĕсем çине те витĕм кÿрет.
РФ «Федераллă пурăнмалли çурт-йĕр политикин никĕсĕсем çинчен» федераллă саккуна улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен» 2003 çулхи майăн 6-мĕшĕнчи 52-Ф3 номерлĕ Федераллă саккунпа тата РФ ытти законодательство акчĕсемпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлессине лайăхлатасси çинчен» саккунпа тата Чăваш Республикин тарифсем енĕпе ĕçлекен службин 2004 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнчи «Электричествăпа тивĕçтерекен хăш-пĕр предприятисен ăшă энергийĕн тарифĕсене çирĕплетесси çинчен» 4-2-т №, 2004 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнчи «Шывпа тивĕçтерессин тата канадизаци системисен пулăшăвĕсемшĕн тарифсем çирĕплетесси çинчен» 7-3-6 № постановленийĕсемпе тата депутатсен районти Пухăвĕн 1998 çулхи майăн 13-мĕшĕнчи с-10-1 йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ятарлă постановлени кăларчĕ.
- Унта мĕн çинчен каланă-ха?
- Муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнче пурăнакансене валли тарифсене экономика тĕлĕшĕнчи тухса тăракан хăйхаклăха кура çирĕплетнĕ. Сăмахран, пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăма тата юсама (çÿп-çапа тиесе кайса тăкнине тата çурта пыракан газ пăрăхĕсене пăхса тăрассине шутласан) 1 тăваткал метр пуçне вăтамран 3 тенкĕ те 69 пус (хушма хакран илекен налука шутламасăр) пулать. Пĕр гекакалори ăшă энергийĕшĕн 386 тенкĕ те 51 пус хак çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне, шывпа, канализаципе усă курнăшăн, ытти пулăшусемшĕн те çĕнĕ хаксем çирĕплетнĕ. Çавна май район администрацийĕн 2003 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи малтанхи йышăнăвĕсем хăйсен вăйне çухатнă.
- Çынсене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсем мĕн чухлĕ ÿсни кăсăклантарать. Çакăн пирки конкретлăрах пĕлтерсемĕр?
- Тепĕр хут калатăп. Çак тарифсем ÿсесси пирĕн ирĕкрен килмест. Вăл чи малтанхи электроэнерги, газ хакĕсем ÿснипе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн, хаксем вăтамран илсен, 9-18 процент чухлĕ ÿснĕ.
Сăмахран, 33 тăваткал метрлă пĕр пÿлĕмре пĕччен пурăнакан çын иртнĕ çулта пĕр уйăхра хваттершĕн тата ытти коммуналлă пулăшусемшĕн 480,48 тенкĕ тÿленĕ пулсан, кăçал çак виçе 572,33 тенкĕпе танлашать.
54 тăваткал метрлă икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте 3н пурăнакансен 968 тенкĕ вырăнне 1148 тенкĕ тÿлемелле пулать. Виçĕ пÿлĕмлĕ 72 тăваткал метрлă хваттерте пурăнакан 4 çыннăн пĕтĕмпе уйăхне 1290 тенкĕ вырăнне 1531 тенкĕ тÿлемелле.
- Тарифсем ÿснин сăлтавĕсене ăнланма пулать. Анчах та пурте ăна тÿлеме вăй-хăват çитерĕç-ши; Çакă иккĕлентерет.
- Район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн 2004 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăнăшăн тата ăшă энергийĕшĕн, шывпа, канализаципе тивĕçтернĕшĕн тÿлемелли хаксене çирĕплетесси çинчен йышăнăвĕнче район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата капиталлă строительство пайне, социаллă политика управленине тарифсене ÿстернипе пĕрлех çынсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ чухне вĕсене социаллă хÿтлесси – субсиди парасси çинчен каланă.
Хальхи вăхăтра хваттерсенче пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесем те пур-ха. Чылайĕшĕн ĕç укçийĕ те пысăк мар. Вĕсен район администрацийĕн социаллă политика управленине тивĕçлĕ документсем тăратмалла. Енчен те хваттер тÿлевĕпе тата коммуналлă пулăшусемшĕн парăмсем пур, çемьере ниçта та ĕçлемен, ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăман çын пурăнать пулсан, вĕсене субсиди тÿлемеççĕ.