Кÿршĕсем те тĕрлĕрен
Çĕнĕ вырăнта кил-çурт çавăртăмăр та кăçал сад ĕрчетме шутлатпăр. «Йывăçсем те чĕрчунсем пекех» тесе çырнине пĕрре кăна мар вуланă. Хăш йывăçсене юнашар лартма юрани, хăшĕсене юраманни çинчен пĕлесшĕнччĕ.
С. Трофимов.
Хальхи вăхăтра çынсем садра тĕрлĕ культурăсем, йывăçсем лартса çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Анчах та çĕнĕ сад тунă чухне пур йывăç та пĕр-пĕринпе килĕштерсе ÿсменнине шута илмелле. Сăмахран, пан улми йывăççи берберин кăларакан барбариса юратмасть. Берберин ытти ÿсен-тăрана та аталанма чарать.
Греци мăйăрĕ пан улмипе грушăшăн япăх кÿршĕ шутланать. Ку йывăçсем унпа юнашар хăйсене ирĕклĕ туймаççĕ, çамрăк хунавсем пĕтме те пултараççĕ. Шурă акаципе юнашар тепĕр йывăç ÿсеймест, çавăнпа та ăна садра мар, урăх çĕрте лартмалла. Лаша каштанĕ шурă чăрăша, кĕл-чечеке, сирене, палана тата ытти ÿсен-тăрансене ÿсме пусарса тăрать, çав шутра панулмипе грушăна та.
Енчен те сирĕн пахчара ăвăс ÿсет пулсан, унран хăвăртрах хăтăлма тăрăшăр. Ку йывăç ытти ÿсен-тăрансен сĕткенне «вăрлать». Юман та ăвăса килĕштерсех каймасть.
Симĕс сухан çиес килет-и?
Эпĕ чÿрече умĕнче симĕс сухан ÿстересшĕн. Шел, ăна мĕнлерех пăхса-асăрхаса тăмаллине пĕлместĕп.
Т. Михайлова.
Çав тери кăткăсси кунта нимĕнех те çук. Суханăн çÿлти пайне (хÿринчен) касмалла, пĕр талăка ăшă шыва ярса лартмалла. Енчен те сухан маларах шăтса кайнă пулсан, хÿрисене касма кирлĕ мар.
Унтан пуçсене пĕр-пĕринчен кăшт вырăн хăварса тарăн мар савăтри тăпрана лартмалла, çиелтен тăпрана 1 сантиметр хулăнăш витме юрать.
Сухан пуçĕсене пĕр-пĕринпе тачă туса лартсан, вĕсем каярахпа тăртаннă май, пĕр-пĕрне тăпраран тĕртсе кăларма пултараççĕ. Сухана ăшă шывпа шăварни ăна хăвăртрах тымарланма пулăшать. Ещĕксене пĕр эрнелĕхе ăшă, тĕттĕм вырăна лартмалла. Сухан шăтса тухсан ăна çутă çĕре вырнаçтармалла. Тăпра типнĕ май çителĕклĕ шăвармалла.
Çулçăсем еплерех ÿссе аталанасси пÿлĕм, шăвармалли шыв температури мĕнле пулнинчен килет. Чи лайăх виçе çапла: сывлăш температури – 22-24, шыв температури – 30-35 градус ăшă пулни.
Выльăхсемшĕн те тутлă апат
Иртнĕ çул килти пахчара çĕр улми лайăх тухăç пачĕ. Çак культурăна пухса кĕртмешкĕн хуçалăха пулăшнăшăн та процент шучĕпе самаях тухрĕ. Йÿнĕ хакпа сутас килмерĕ, хамăр çемьепе ăна çисе ярайрас çук.
В. Николаева.
Çĕр улми ăнса пулчĕ пулсан, ăна хĕлле кил-йышра çиме кăна мар, выльăхсене валли те хатĕрлеме пулать.
Вĕттĕн туранă çĕр улмие вĕри кăмакара е духовкăра типĕтсен лайăх. Кун пек чух унри тутлăхлă япаласем чиперех упранса юлаççĕ. Пĕр михĕ чĕрĕ çĕр улмирен 15-16 килограмм типĕтнĕ çĕр улми тухать.
Хĕллехи вăхăтра ăна выльăхсене апата хушса памалла. Ăна вĕри шывпа çемĕçтернĕ тырă каяшĕпе хутăштарса парсан кайăк-кĕшĕк питĕ юратса çиет. Çакăн пек апатпа тăрантарнă кайăк-кĕшĕк ашĕ питĕ тутлă, çемçе пулать.
Сăмах май, типĕ çĕр улми çеçкипе ай сарăмĕ вырăнне усă курма юрамасть – выльăхсен ÿт-тирĕ ирĕлсе юнланса тăракан пулма пултарать.
Пăру япаласене чăмлать пулсан
Иртнĕ çул виçĕ уйăхри тына туянтăмăр, анчах та вăл пур япалана та чăмлать. Халĕ пăру ултă уйăха та çитрĕ ĕнтĕ. Унран йĕркеллĕ ĕне пулас шанчăк пур-ши?
Гавриловсем.
Пăру япала чăмласси вăл пĕчĕк чцхне витаминсемпе пуян апат (уйрăмах кальци) çителĕклĕ илейменнинчен килет тесе палăртаççĕ. Çакă тĕп-тĕрĕс тесе татса каламасан та, выльăх тыткаларăшĕнчи усал йăласене çапах та ăна мĕнле условисенче пăхса усранипе çыхăнтармалла.
Тĕрлĕ япаласене чăмлас йăлана пăрахтарма çăмăлах мар, çапах та пулать тесе çирĕплетеççĕ килте выльăх-чĕрлĕх усракансем. Чи малтанах ăна тĕрлĕ апатпа çителĕклĕ тăрантармалла. Хĕллехи вăхăтра рациона милĕк хушса пани самаях пулăшмалла. Унсăр пуçне вĕтетнĕ тымар çимĕç хушни çамрăк выльăхăн хырăмлăхне лайăхрах ĕçлеттерме, çапла майпа чăмлас туйăма чакарма пулăшать-мĕн. Чи кирли вара – выльăхпа лăпкăн калаçни, ăна юратса, ачашласа пăхни.
Теплица тăвас тетĕр пулсан
Вăхăт çуркунне енне каясси те инçе мар. Кăçал килте теплица тăвас ĕмĕтлĕ. Ăна мĕнлерех тусан лайăхрах-ши?
П. Иванова.
Теплица пахча-çимĕç «ĕмĕрне» пĕр-икĕ уйăх ытларах тăсма пулăшать. Анчах та ăна яланах пĕр вырăнта туни усăллах мар: пĕр йышши культурăна кашни çулах çав вырăнта ÿстерни тăпрана «чухăнлантарать», чир-чĕре аталанма май парать.
Ку енĕпе тĕрлĕ виçеллĕ конструкциллĕ, куçарса лартма меллĕ пленка теплицăсем питĕ усăллă. Уçă çĕрте тăпрана кăпкалатма, йăрансене акма-лартма меллĕ. Каярахпа вĕсем çине теплица кăна вырнаçтаратăр.
Чи ансат теплица вăл – туннель евĕрли. Ăна хулăн пралуксене авса хатĕрлеççĕ. Çак «пĕкĕсене» 80 сантиметр сарлакăш йăран çине кашни 90-100 сантиметртан 60-70 сантиметр çÿллĕш туса вырнаçтармалла. Пленка усăнасран, ÿсен-тăрана хупласран çак авăнчăк пралуксене çÿлтен, айккисенчен шпагатпа авса илсе çыхма юрать. Çиелтен пленка витсе ямалла, сивĕ сывлăш лекесрен айккисене тăпрапа хупламалла.
Пралук çук чухне теплицăна патаксенчен е рейкăсенчен хатĕрленĕ виç кĕтеслĕхсемпе те тума пулать.
Виç кĕтеслĕх варринчен йăран çине тепĕр шалча антарсан теплица çирĕпрех ларакан пулать. Çак виç кĕтеслĕхсен çийĕнчен пралук е шпагат карса яни пленкăна çирĕпрех вырнаçтарма май парать.
Теплицăна вырăнтан вырăна куçарма меллĕ пултăр. Пралукран тунă каркасăн аялти вĕçĕсене икĕ енĕпе йывăç рейка çумне çирĕплетмелле кăна. Çуркунне ирех, юр ирĕлме тытăнсан, çак теплицăна сивве тÿсĕмлĕ культурăсен йăранĕсен – кăшкар ути, нумай çул ÿсекен сухан, укроп, редис, салат - çине вырнаçтарма пулать.
Каярахпа теплицăна куçарса, купăста, ун хыççăн помидор, хăяр çитĕнтерме пултаратăр. Çакăн пек теплицăра ÿсен-тăрана çутă ытларах лекет, вăл сивве пÿлĕмри условисенчен хăвăртрах хăнăхса çитет.
Теплица валли хĕвел лекекен хĕвел тухăç енчи лаптăка уйăрăр. Унăн вăрăм енне çурçĕртен хĕвел тухăçнелле тусан аван.