Моргаушский муниципальный округ

Чи пĕчĕккисемшĕн тăрăшса

 

Нумаях пулмасть Мăн Сĕнтĕрти «Мечта» ача сачĕ хăйĕн 15 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна пултаруллă та хастар хĕрарăм ертсе пырать. Ача садĕнче туслă та ĕçчен коллектив тăрăшать.

Иртнĕ тапхăрта ку садикран темиçе ушкăн тухса шкулта вĕреннĕ. Вĕсем те килнĕ уява, хăйсене вĕрентнĕ педагог-воспитательсене пурте ăшшăн тав турĕç.

Воспитатель ĕçĕ яваплă та пысăк пĕлтерĕшлĕ, çав вăхăтрах пархатарлă та. Чи пĕчĕккисене малтанхи хăнăхусене парса шкула кайма хатĕрлеççĕ кунта.

Кунта пĕрремĕш заведующи пулса ĕçленĕ Л.В. Рябинина уйрăмах тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Садик ĕçне йĕркелесе ярассишĕн, тивĕçлĕ кадрсем тупса вĕсен професси ăсталăхне ÿстерессишĕн ĕçе çÿллĕ шайра ÿстерессишĕн сахал мар тимленĕ вăл, хăйĕн вăй-халне те шеллемен.

Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти ташă ушкăнĕ те килнĕ коллектива саламлама. Вĕсен илемлĕ ташшисене пăхма та кăмăллă пулчĕ кунти ĕçченсене. Ара, ташăçăсенчен чылайăшĕ хăйсен вăхăтĕнче çак садика çÿренĕ-çке. Кунта ташлама вĕренес енĕпе пĕрремĕш утăм тунă ачасем педагогсен тата кĕçĕн воспитательсен тăрăшулăхне пула акăшсем пек илемлĕ хусканусем тума пултарни мĕн тери лайăх!.. Пурнăçра çакăн пекех хăйсене çирĕп тытса хăюллăн утма хăнăхччăр вĕсем.

«Мечта» ача сачĕн коллективне юбилей ячĕпе районти вĕрентÿ пайĕн представителĕсем, Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕн территорийĕнчи предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ашшĕ-амăшĕсем саламларĕç, ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре ясли-сад ĕçĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Ачасен тавракурăмне аталантарасси нумай мероприятисем урлă пулса иртет. Вĕсене май килнĕ таран ытларах ачасене явăçтарма тăрăшатпăр. Акă, нумаях пулмасть ирттернĕ Çĕнĕ çул елкине садика çÿремен ачасене те чĕнтĕмĕр. Вĕсем те хаваспах хутшăнчĕç елкăна, тулли кăмăлпа саланчĕç килĕсене. Интереслĕ те хаваслă иртет «Мечта» ача садĕнче чи пĕчĕккисен пурнăçĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 января 2005
00:00
Поделиться