Çитес шăмат кун – йĕлтĕр йĕрĕ çине
Январĕн 22-мĕшĕнче 11 сехетре Муркашри йĕлтĕр базинче «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2005» ăмăрту иртет. Ĕç çыннисемпе шкул ачисене йĕлтĕр спортне анлăн явăçтарасси, физкультурăпа спорта малалла та аталантарасси, асăннă спорт тĕсне сарасси тата çамрăксене физкультурăпа спорт мероприятийĕсене массăллăн хутшăнтарасси – акă, мĕнле унăн тĕллевĕсем.
Ăмăртăва пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен, яадминистрацийĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен пĕрлештернĕ командисем, район администрацийĕн пайĕсен ĕçченĕсем пай ертÿçисемпе пĕрле хутшăнаççĕ.
Çакна уйрăммăн палăртмалла: командăсенче организацисен ертÿçисем пулмалла. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командисенче 15ĕн вăтам шкулсен командисенче 25ĕн, ял администрацийĕсен командисенче 10ăн, ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисенче – 10ăн, район администрацийĕн пайĕсен командисенче 5ĕн хутшăнаççĕ.
Пурте 2 километра чупаççĕ
Старт пĕтĕмĕшле
Малтанхи заявкăна январĕн 22-мĕшĕнче вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайне 2-24-65 телефонпа тăратмалла. Ăмăрту кунĕнче судяьсен коллегине хуçалăх ертÿçипе врач алă пусса çирĕплетнĕ заявкăсене тăратмалла.
Асăннă положение ăмăртăва официаллă майпа чĕннĕ тесе йышăнмалла.