Моргаушский муниципальный округ

Ĕç çыннисен Спартакиади пирки

 

Иртнĕ çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов 2005 çулта предприятисен, организацисен тата учрежденисен физкультура коллективĕсем хушшинче районти ĕç çыннисен Спартакиадине ирттересси пирки 858-мĕш номерлĕ йышăну кăларчĕ. Спартакиадăна ĕç çыннисене малашне те физкультурăпа спорт занятийĕсене анлăн явăçтарас, çапла майпа сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес тĕллевпе ирттереççĕ. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе предприятисемпе организацисем, учрежденисен ертÿçисем Спартакиада çинчен калакан Положение тĕпе хурса, пĕрремĕш тапхăрта массăллă ăмăртусем ирттермелле, чи вăйлă спортсменсене физкультура коллективĕсен составне кĕртсе районти ăмăртусене хутшăнтармалла.

Комплекслă зачет пĕтĕмлетĕвĕсемпе (Положенипе килĕшÿллĕн) мала тухнă командăсене  спорт оборудованийĕпе  инвентарь илме укçан преми параççĕ: 1 вырăншăн – 5000 тенкĕ, 2 вырăншăн – 3000 тенкĕ, 3 вырăншăн – 2000 тенкĕ.

Ĕç çыннисен Спартакиадине ирттермелли çинчен калакан Положенипе хаçатăн 6-мĕш страницинче паллашма пултаратăр.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 января 2005
00:00
Поделиться
;