Пушарпа кĕрешесси – пĕрлехи ĕç
Тăван тавралăхăмăр çине тимлĕрех сăнаса пăхсан, эпир питех те лăпкă вырăнта пурăнни курăнать: пирĕн тăрăха шыв илмест, çĕр чĕтренмест, вулкансем ахăрмаççĕ, обществăра та хĕçпăшаллă хирĕçтăрусем çук, çынсен пурнăçне татма пултаракан çил-тăвăлсем алхасмаççĕ. Ку лайăх, тейĕ вулакан. Килĕшетĕп, анчах пирĕн те хăрушлăх юнашарах. Вăл – тĕрлĕ сăлтавсене пула ирĕке каякан вут-çулăм. Çакăнта пушарсене регистрацилемелли журнала уçса пăхсан куç умне чăн-чăн стихия тухса тăрать. Эпир вара нимĕнле пысăк хăрушлăх та çук тетпĕр. Çапла шутласа чылайăшĕ лăпланаççĕ те пысăк инкексене çул уçаççĕ.
2004 çул пĕтĕмлетĕвĕ. Районта тĕрлĕ сăлтавсене пула 39 пушар алхасрĕ. Ку вăл виçĕмçулхинчен 3 тĕслĕх сахалрах пулин те, вут-çулăм тыткăнĕнче 2 çын ытларах вилчĕ (6), 5 çын пиçсе кайрĕ. Çакă чăн-чăн вăрçă хирне аса илтермест-и-ха; Кунта ял администрацийĕсенчи пушар тухаслăха кăтартни вырăнлă пулĕ: 2003 тата 2004 çулхисем.
Катькасси 1 6
Шурча 2 -
Ярапайкасси 4 -
Мăн Сĕнтĕр 4 3
Юнкă 2 3
Мăн Хураçка - -
Шашкар 1 1
Ильинка - 2
Йÿçкасси 3 2
Чуманкасси 2 2
Турай 3 2
Уйкас Янасал 2 -
Ярославка 2 2
Хорнуй 1 2
Москакасси 8 2
Çатракасси 2 5
Шетмĕпуç 1 3
Оринин 2 3
Муркаш 2 1
Пурĕ 42 39
Таблицăна пăхсан куратпăр, пирĕн лăпкă пурнăçра та пысăк хăрушлăх юнашарах. Анчах çакна вырăнсенче час-часах шута илменни курăнать. Чун ыратать, анчах çаплах. Акă, районти 26 ял хуçалăх производство кооперативĕнчен 24-шĕнче («Динамо» тата Чкалов яч. хис. хуçалăхсемсĕр пуçне) пушар хуралăĕ тытаççĕ, анчах... Кунта «тытаççĕ» сăмах хут çинче çеç пулни курăнать, мĕншĕн тесен паянхи куна «Колос», «Сеятель», «Юнга», Чапаев яч. хис., «Нива», К. Иванов яч. хис., Мичурин яч. хис. хуçалăхсенче пушар машинисем юсавсăр. Вĕсен çак ĕçĕ ĕнерхи пулăм мар. Çакă район умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Акă, «Колос» хуçалăхра пушар машини юсавсăр. Юнашар вара пÿрт хыççăн пÿрт çунать: пĕлтĕр Катькасси ял администрацийĕнче пушар тухаслăх пуринчен те ытларах ÿсрĕ.
Вырăнсенчи пушар хурал хуралĕсем çывăрнин икĕ тĕслĕхĕ. Октябрĕн 31-мĕшĕ. Ильинкăра уйрăм çын хуçалăхĕнче тухнă пушара сÿнтерме 2 километрта вырнаçнă «Хлебороб» хуçалăхăн пушар машини çитейменнипе çулăмра çын пурнăçĕ татăлчĕ. Пушар хыççăнхи тĕпчев ĕçĕсем çакна кăтартрĕç. 45 çулхи арçын инвалид пулнă. Пÿртре çулăм тухсан вăл ерипен-ерипен пÿртрен тухнă, анчах пÿрт умĕнчен инçе каяйман. Çак пушара сÿнтерме 11 километрта вырнаçнă Мăн Сĕнтĕр, 30 километрти Муркаш пушар хуралĕсем çитиччен «Хлеборобсем» ĕлкĕрнĕ пулсан... Декабрĕн 8-мĕшĕ. «Чемеево» тата «Сеятель» хуçалăхри пушар хуралĕсем юлхав пулнипе çак кун Нискассинчи пĕр хуçалăхра Муркашри пушар чаçĕ çитнипе кăна пурăнмалли пÿрте сыхласа хăварма май килчĕ. Вырăнти пушар хуралĕсем çак пушара çийĕнчех çитнĕ пулсан инкек виçи самах пĕчĕккĕ пулмаллаччĕ. Çак инкексем хыççăн «Хлебороб», «Чемеево», «Сеятель» хуçалăх ертÿçисен административлă майпа явап тытма тиврĕ. Айăплав «Чемеево» хуçалăхăн уйрăмĕ вырăнтан тапратрĕ.
Палăртмалла, ялсенчи пушарсен ытларах пайĕ пурăнмалли пÿртсенче тухать. Пĕлтĕр вĕсем 9 пулчĕç, 7 хутчен «хĕрлĕ автан» килсенчи ытти хуралтăсенчен, 3 хут мунчаран, пĕрре лаçран тухрĕ. Пушар сăлтавĕсем çинчен каласан, юсавсăр электрооборудовани пĕлтĕр те малти вырăнта тăрать: вăл «хĕрлĕ автана» 11 хут çул уçнă. Уçă çулăмпа асăрханусăр пулни (9 тĕслĕх), юсавсăр кăмакасемпе мăрьесем (6), ачасем шăрпăкпа выляни (3) нумай инкек кăларни те кашнинех шухăшлаттармалла. Пушарсен ытларах пайĕ (14) çурçĕр иртсен ирхи 6 сехетчен пулни тимлĕх пирки кăнтăрла ытларах шутламалли, тивĕçлĕ мерăсене маларах йышăнмалли пирки калать.
Паян пушар хуралĕ РФ Чрезвычалă лару-тăру министерствине пăхăнса тăрать. Мĕн парать-ха пире çакă; Ответлăх ÿсрĕ. Пĕлтĕр унчченхи пушар чаçне пайласа унран патшалăх пушар надзорĕ федераллă орган йĕркелерĕç. Çакă вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе тарăнрах ĕçлеме май парать. Вăл çынсене, обществăна, патшалăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен вăйсен пĕр пайĕ, хăйĕн тивĕçĕпе ытти хуралĕсен ĕçне-хĕлне координацилĕ, ыйтассине вăйлатĕ. Кунта çакна хушса калас килет: эпир-çке экономикăна пĕр самантра кĕл тăвассишĕн аталантармастпăр. Çакна тата пушарпа кĕрешесси пĕрлехи ĕç пулинне ăнланса пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ведомствăлла пушар хуралĕсене паянхи кун ыйтнă пек тытса тăрасси малти вырăна тухмалла, пушар машинин рейса тухма бензин çук е вăл юсавсăр пулни çине йăвантарасси манăçмалла.
Сăмахăма вĕçлесе пушар хуралĕн малашлăх пирки. 2006 çултан Раççей Федерацийĕн вырăнти самоуправленине çĕнĕлле йĕркелес ыйтупа пушар чаçĕ муниципаллă харпăрлăха куçать. Çапла вара вырăнсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсен малашлăхĕ пирки те ял администраци пуçлăхĕсен паянах шутламалла. Çакăнпа Раççей правительстви пушарпа кĕрешесси пĕрлехи ĕç пулнине çирĕплетет, хăрушсăрлăхăн çĕнĕ ыйтăвĕсене çуратать.
П.С. Районта юлашки 10 çулта пушар тухаслăх чаксах пычĕ. 1995 çулта Муркаш Енре 74 пушар алхаснă, 4 çын вилнĕ пулсан, пĕлтĕрхи 39 пушарта 6 çын пурнăçĕ татăлнă, 5-ĕн пиçсе кайнă. Çапла вара пушар тухаслăх чакни лăпкăлăх серепине кĕрсе ÿкмеллине пĕлтермест.