Моргаушский муниципальный округ

Правилăсене пăхăнмалла

 

Кăшлакан чĕр чунсемпе кĕрешмелли мероприятисене ирттернĕ чухне ятарлă йĕркене пăхăнмалла. Çав эмелсене шăши-йĕкехÿре кĕме пултаракан вырăнсене хумалла. Çак правилăна пăхăнманнипе иртнĕ çулхи декабрьте Йĕпреç районĕнче кăшт çеç инкек пулайман. Кĕçĕн ушкăнри ачасем пуçтармасăр манса хăварнă «ФОРЭТ» препарат пур коробкăпа выляма пуçланă. 20 ачана та районти тĕп больницăна илсе кайса вар-хырăмне тасатнă, эмел панă. Тепĕр кунне ачасене тĕплĕн тĕрĕлеме республикăри ача-пăча клиникин больницине куçарнă. Ачасен сывлăхĕ япăх маррине кура вĕсене больницăран кăларнă.

Пирĕн районта кунашкал тĕслĕхсем ан пулччăр тесен, çав тери тимлĕ пулмалла. Шкул çулне çитмен ачасен тата вĕрентÿ учрежденийĕсен кăшлакан чĕрчунсемпе кĕрешмелли мероприятитйĕсене ирттерме районти санэпиднадзор центрĕпе килĕшÿ тумалла. Унсăрăн пирĕн вĕсене хупма та ирĕк пурКăшлакан чĕр чунсемпе кĕрешмелли мероприятисене ирттернĕ чухне ятарлă йĕркене пăхăнмалла. Çав эмелсене шăши-йĕкехÿре кĕме пултаракан вырăнсене хумалла. Çак правилăна пăхăнманнипе иртнĕ çулхи декабрьте Йĕпреç районĕнче кăшт çеç инкек пулайман. Кĕçĕн ушкăнри ачасем пуçтармасăр манса хăварнă «ФОРЭТ» препарат пур коробкăпа выляма пуçланă. 20 ачана та районти тĕп больницăна илсе кайса вар-хырăмне тасатнă, эмел панă. Тепĕр кунне ачасене тĕплĕн тĕрĕлеме республикăри ача-пăча клиникин больницине куçарнă. Ачасен сывлăхĕ япăх маррине кура вĕсене больницăран кăларнă.

Пирĕн районта кунашкал тĕслĕхсем ан пулччăр тесен, çав тери тимлĕ пулмалла. Шкул çулне çитмен ачасен тата вĕрентÿ учрежденийĕсен кăшлакан чĕрчунсемпе кĕрешмелли мероприятитйĕсене ирттерме районти санэпиднадзор центрĕпе килĕшÿ тумалла. Унсăрăн пирĕн вĕсене хупма та ирĕк пур.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 января 2005
00:00
Поделиться
;