Моргаушский муниципальный округ

Пăшалпа пенĕ

 

Шашкар ял администрацине кĕрекен Васильевка выççăлккинче пурăнакан çамрăк (1970 çулта çуралнă) хăй çине регистрацилемен сунар пăшалĕпе «Волжский эксклюзив» хуралçине перет. Лешĕ йывăр аманать. Преступлени тăвакана тытса чарнă.

Ачи çиесшĕнччĕ – пулмарĕ

Çĕнĕ Çул сĕтелĕ пурин те тулли пулман пуль çав. Выçăпа аптранăран-ши е урăх сăлтавпа январĕн 1-мĕшĕнче çĕрле Мăн Токшикри пенсионерка килĕнчен 35 килограмм сысна ашне вăрланă: пурĕ 2535 тенкĕлĕх. Ашне тăраниччен çисе те ĕлкĕреймен        - тепĕр икĕ кунтан ярса тытнă ăна: участковăй хытă тăрăшнă çав.

Дачăсене ухтараççĕ

Дача участокĕсем яланхи пекех вăрăсен шăл çемми пулса юлаççĕ. Декабрĕн 15-мĕшĕ – январĕн 3-мĕшĕсенче «Солнечный» коллективлă садри икĕ дача çуртĕнчен килте кирлĕ япаласене, шыв тултармалли пысăк савăта вăрланă.

Çĕçĕпе чикнĕ

Январĕн 3-мĕшĕнче Кăпасра йывăр преступлени пулса иртет. Çак ялта пурăнакан Грузи çынни (1964 çулта çуралнă) 24 çулхи çамрăка çĕçĕпе чикет.

Декабрĕн 29-мĕшĕнче (районти шалти ĕçсен пайне каярах пĕлтернĕ) вара Мăн Шашкарти 25 çулхи çамрăк Шупашкарти 44 çулхи арçынна куç патĕнчен пĕрре чăмăрккипе тăрăнтарать. Лешĕ Республика больницине лекет: сылтăм куç контузийĕпе. Халĕ ку йывăр преступление тăвакан тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарас ыйту тăрать.

Магазин кассине çаратнă

Январĕн 6-мĕшĕнче каçхи 6 сехетсенче 18-25 çулсенчи 4 çамрăк Мăн Тутаркасси магазинне пырса кĕреççĕ. Сутуçăна калаçтараççĕ Пĕрисем, теприсем çав хушăра кассăри 4 пин тенкĕ ытларах укçана вăрлаççĕ.

Вăрăсем пурте тĕксĕм спорт шапки тăхăннă, пĕринсĕр пуçне – карттуспа пулнă пĕри. Кашниех хура тиртен çĕленĕ курткăпа пулнă.

Вĕсен çÿллĕшĕ: 165-170 сантиметр. Пĕрин пичĕ шатраллă. Преступлени тунă вырăнтан çăмăл машинăпа ларса тарнă. Кам та кам вĕсем ăçтине пĕлет, районти шалти ĕçсен пайне 02 е 2-16-67 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Салтака кайманшăн айăплаççĕ

Малтан салтак шинельне тăхăнса курман çамрăксене хисеплемен. Халь вара çĕршыва хÿтĕлеме каяссинчен тарса çÿрекенсем те пур.

Акă Çĕньял Очăкассинчи В.А. Анисимова (1985 çулта çуралнă) çар службине юрăхлă тесе йышăннă. Ăна Канаша пулас салтаксене пуçтарăнакан пункта ăсатнă. Анчах çамрăк паян кунчченех салтака каяссинчен тарса çÿрет.

1986 çулта çуралнă Çĕньял Муркашри А.Н. Шоркин та çара каясшăн мар иккен. Иккĕшĕн тĕлĕшпе те уголовнăй ĕç пуçарнă.

Укçа ыйтса тапăннă

Тойкилтĕ шкулĕнче 11 класра вĕренекене мĕн çитмен-ши; Вăл 1991 çулхи ачаран укçа ыйтса тапăннă. Халĕ ун тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарас ыйту тăрать.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 января 2005
00:00
Поделиться