Моргаушский муниципальный округ

Наташа çĕнтерчĕ

 

Январĕн 6-7-мĕшĕсенче Шупашкарта йĕлтĕрпе чупассипе Пĕтĕм Раççейри ăмăрту пулса иртрĕ. Муркаш районĕн пĕрлештернĕ командишĕн хушма вĕрентÿн муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн – ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанници Наталья Алексеева хÿтĕлерĕ. Хĕрсем хушшинче 5 километрлă дистанцире 1 вырăн йышăнчĕ, видеомагнитофона тивĕçрĕ.

Пирĕн боксерсем - çĕнтерÿçĕсем

Январĕн 4-6-мĕшĕсенче Çĕрпÿ хулинче шкул ачисем хушшинче боксла кĕрешессипе ăмăрту пулса иртрĕ. Республикăра пĕтĕм районти боксерсем хутщăнчĕç унта. Пирĕн район чысне унта яланхиллех С.В. Черкашин тренер-преподавателĕн 6 воспитанникĕ хутшăнчĕ. Е. Ярухин (31 кг), Е. Григорьев (34 кг), С. Черкашин (46 кг), 1 вырăн йышăнчĕç. Çак ăмăртура Шупашкар хулин бокс федерацийĕ Сергей Черкашина боксла кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне пачĕ.

А. Тимофеев (48 кг), А. Андреев (66 кг), Н. Багдосарян (38 кг) – 2 вырăнта.

Командăсем хушшинче вара пирĕн районăн пĕрлештернĕ коменди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Калайкасси каратистки çĕнтерчĕ

Январĕн 8-мĕшĕнче Мускавра çамрăксем хушшинче сетокан каратэ меслечĕпе кĕрешессипе 7-мĕш уçă Раççей кубокĕ пулса иртрĕ. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче Калайкасси шкулĕнче вĕренекен 5 каратист хутшăннă. Е. Перкова вара ирĕкле майпа кĕрешсе 12-13 çулхи хĕрачасем хушшинче 1 вырăн çĕнсе илчĕ. Республикăн пĕрлештернĕ команди- 3 вырăнта. Еленăна вара Раççей пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Халĕ вăл февралĕн 4-мĕшĕнче Чулхулара иртекен ăмăртăва хатĕрленет.

Шашкăлла-шахматла вылярĕç

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата спорт пайĕ районти ачасен пултарулăх çурчĕпе пĕрле январĕн 10-мĕшĕнче шкул ачисем хушшинче шашкăлла-шахматла выляссипе ăмăрту ирттерчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен çÿнтерÿçĕсем Орининсем пулчĕç, 2 тата 3 вырăнсене вара Муркашпа Тойкилтĕ шкулĕсем йышăнчĕç. Шахматла выляссипе вара Нискассисене çитекенни пулмарĕ, 2 вырăнта – Орининсем, 3 вырăнта – Муркашри лицей.

Тĕп шкулсем хушшинче вара кăтартусем çакăн пек. Шашкăлла выляссипе Шетмĕпуçсем 1, Панклисем 2, Шурчасем 3 вырăн йышăнчĕç. Шахматла выляссипе вара чи маттуррисем Кашмашсем пулчĕç, 2 тата 3 вырăн хуçисем – Шетмĕпуçсемпе Панклисем.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 января 2005
00:00
Поделиться