Моргаушский муниципальный округ

Ирĕкрен хăтарассинчен хăтăлма та пулать

 

Суд ларăвĕ вĕçленчĕ. Юлташĕсемпе темиçе хут вăрланăшăн суд сакки çине ларнă çул çитмен çамрăк пăлханса итлерĕ Приговора: 3 çуллăха условно майпа ирĕкрен хăтармалла (тĕрĕслемелли вăхăчĕ – 3 çул). Амăшĕ лăш! сывласа ячĕ. Ывăлне пула пачах канăçне çухатнă амăшĕн пуçĕнче çав хушăрах темĕн чухлĕ ыйту çуралчĕ. Мĕне пĕлтерет çав тĕрĕслемелли вăхăчĕ 3 çул тени? Кайран хупмаççĕ пулĕ те?

Условно майпа айăпланă. Ĕçлесе юсанмалла тунă. Чăннипех те, мĕне пĕлтереççĕ вĕсем? Нумаййăн-и тата пирĕн районта вĕсен йышшисем? Шăпах çакăн çинчен каласа пама кăмăл турĕ те ĕнтĕ  районти уголовнăй-исполнительнăй инспекцийĕн ертÿçи, шалти ĕçсен службин майорĕ В.В. Кожевников.

- Пĕтĕмпе пирĕн патра 235 çын учетра тăрать. Вĕсенчен 179-шĕ- условно майпа айăпланнисем (çав шутран çул çитмен çамрăксем – 35ĕн), ĕçлесе юсанмалла тунисем – 49ăн, уйрăм должноçра ĕçлеме е хăш-пĕр ĕçпе аппаланма чарнă çынсем – 7ĕн.

Тÿрех çакна палăртатăп. Пирĕн инспекци витĕр тухакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Мĕншĕн тесене патшалăхăн паянхи уголовнăй политики тĕп тĕллевĕ йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисемпе кĕрешесси пулса тăрать. Çав хушăрах пысăках мар тата вăтам йывăр преступленисемшĕн уголовнăй ответлăха çемçетни палăрать. Судра час-часах саккуна пăснисене, (приговора пурнăçа кĕртме тăхтаса), условно майпа айăплакан приговора кăлараççĕ. Тÿрĕ çултан пăрăннисене ирĕкре хăварса, патшалăх вĕсене юсанма май парать. Çапла майпа вĕсене ирĕкрен хăтарассинчен хăтарать. Шел пулин те, пурте çакна ăнланасшăн мар çав.

Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Пирĕн патра учетра тăракансен уйрăм йĕркене пăхăнмалла. Кăнтăрла эпир вĕсене ĕçре е вĕренÿ занятийĕсенче пуррипе çуккине тĕрĕслетпĕр. Çав вăхăтрах бухгалтерисенче вĕсен ĕç укçине мĕнле тытса пынипе, бюджета вăхăтра куçарнипе паллашсах тăратпăр.

Судпа айăпланнисенчен нумайăшĕн суд приговорĕпе килĕшÿллĕн каçхи 10 сехетпе ирхи 6 сехетчен килте пулмалла е 21 сехет хыççăн ресторансемпе каçхи клубсене, дискотекăсене тухмалла мар. Çакна контроллесе тăрас тесе эпир милицин участокри уполномоченнăйĕсемпе, уголовнăй розыск, дежурнăйсен пайĕн сотрудникĕсемпе, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекцийĕн инспекторĕсемпе пĕрле çĕрлехи рейдсем ирттеретпĕр.

Шăпах çакăн пек рейдсенчен пĕринче Калмăкра çаратнă тĕслĕхе тÿрех уçса пама пултартăмăр. Тепĕр рейдра вара Чăршă ялĕнче сăмакун сутакана ярса тытрăмăр.

Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлеме уйрăмах çăмăл мар. Вĕсем хăйсен яваплăх мĕн тери пысăк пулнине те ăнланмаççĕ, хăйсене условнăй майпа айăпланин пĕлтерĕшне те ăнланасшăн мар. Условно майпа айăпланнă çул çитмен çамрăка çÿлерех асăннă чарнă вăхăтсенче урамра асăрхасан, пĕрреллĕхе вĕсемпе профилактика калаçăвне ирттеретпĕр. Ун хыççăн вара официаллă майпа асăрхаттаратпăр. Енчен те условно майпа айăпланнă çын час-часах е юриех хăй пурнăçламалли тивĕçсене тумасть пулсан, суд пирĕн представленипе çав судпа айăпланнă çын çине тата хушма тивĕçсем кăларма, тĕрĕслемелли вăхăтне тăсма е условно майпа айăпланă приговора улăштарма ирĕкрен хăтарма приговора улăштарма, ирĕкрен хăтарма пултарать. Иртнĕ çул çакăн пек тĕслĕхсем 35 пулчĕç, -ав шутран 3-шĕ - çул çитмен çамрăксен тĕлĕшпе.

Пĕр тĕслĕхĕ çинче тĕплĕнех чарăнса тăрам-ха. Малтан судпа икĕ хутчен айăпланнă (вăрланăшăн тата кÿрентернĕшĕн) Шомикри 35 çулхи Баранов инспекцине учетра тăрса та ĕлкĕреймерĕ (ăна хальхинче пĕрле пурăнакан хĕрарăма вĕлерессипе хăратнăшăн айăпларĕç), ĕçе вырнаçманшăн асăрхаттарма та тиврĕ ăна. Суд кăларнă хушма тивĕçсене пурнăçламаншăн, тепĕр уйхранах унăн тĕрĕслемелли вăхăтне пĕр уйăхлăха тăсрĕç. Апла пулин те вăл малтанхи пек пурăнма пăрахмарĕ, çаплах  еркĕнĕнчен укçа «сăхса» пурăнчĕ. Ниçта та ĕçлемерĕ, палăртнă вăхăтра инспекцие регистрациленме килмерĕ. Çапла майпа каллех официаллă майпа пĕрре мар асăрхаттарма тиврĕ. 2004 çулхи август уйăхĕнче вара миравай судья Баранов тĕлĕшпе условнăй майпа айăпланине улăштарчĕ, колони-поселение ярса, 1 çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăнчĕ. Адвокат аппеляци жалобине пачĕ. Анчах та сентябрĕн 7-мĕшĕнче Муркаш район сучĕ миравай судья приговора улăштарнине вăйрах хăварчĕ, хÿтĕлевçĕн жалобине тивĕçтермерĕ.

Е тата тепĕр тĕслĕхе илер. Вăтам шкулта вĕренекен Виталий, условно майпа судпа айăпланнăскер, хăйĕн çитĕнсе çитнĕ аслă тусĕпе темиçе хутчен 1991 çулта çуралнă хĕрача тĕлĕшпе ар çыхăнăвĕ майлă аскăнла хăтланусем тунă.  РФ УК 135-мĕш статйипе килĕшÿллĕн 1 çулталăк та 6 уйăхлăха условно майпа (тĕрĕслемелли вăхăчĕ 2 çул) ирĕкрен хăтарчĕç. Август пуçламăшĕнче вăл иртнĕ çул инспекцие учета тăчĕ. Августăн 12-мĕшĕнче вара тепĕр преступлени турĕ. Шупашкара хăнана кайсан, сотовăй телефон вăрларĕ. Халĕ вара ăна, ĕçлесе юсанмалли колоние ярса, 2 çул та 6 уйăхлăха ирĕкрен хăтарчĕç.

Çын мĕнле пулни вăл тÿрех курăнать. Кĕçĕн Чурашри Васильева сурăх вăрланăшăн 2 çуллăха ĕçлесе юсанмалла (патшалăха валли ĕç укçинчен 20 процент тытса юлса) турĕç. Инспекцинчен ăна Суворов ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлеме направлени патăмăр. Вăл вара унта ĕçлеме те шутламан. Обществăлла вырăнта ÿсĕрле çÿренĕшĕн тата иртсе çÿрекенсем çумне çулăхнăшăн ăна административлă майпа ответ тыттарнă: 15 талăка хупса лартнă. Темиçе хут асăрхаттарнă хыççăн инспекци суда Васильевăна наказанине улăштарма ыйтса представлени тăратрĕ. Анчах та шăп пĕр кун маларах Васильев ĕçе вырнаçнине пула кăна суд ăна ирĕкрен хăтармарĕ. Вăл йĕркеленчĕ тесе шутлатăр-и? Кĕтсех тăрăр. Тепĕр уйăх çурăран ăна ÿсĕрле пĕчĕк хулиганла ĕç тунăшăн каллех 15 талăка хупса лартрĕç. Инспекцирен ăна каллех ĕçе çÿременшĕн асăрхаттарсах тăма тиврĕ. Юлашкинчен юриех тата тăтăшах наказанине пурнăçлассинчен пăрăннăшăн суд ăна 7 уйăха колони-поселение яма приговор кăларчĕ: юсанмалли виçĕ кун пуçне ирĕкрен хăтарнă 1 куна шутласа.

Учетра тăракансем пурте йĕркесĕр тесе калас килмест. Наказание пăхăнассипе пĕрре те пăсманнисем те пур. Ун йышшисем пирки, наказанисенче палăртнă вăхăтăн çурри иртнĕ пулсан, саккунпа килĕшÿллĕн, инспекци судпа айăпланнине вăхăт çитичченех пăрахăçлама ыйтса ходатайство тăратма пултарать. Тĕслĕхрен, пирĕн патра инспекцинче ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Столяров учетра тăчĕ: ăна РФ УК 161-мĕш статйипе килĕшÿллĕн (çаратни) 3 çуллăха условно майпа ирĕкрен хăтарнă. Вăл уголовнăй-исполнительнăй инспекцине тăтăшах килсе тăратчĕ, пурăнмалли вырăнне те улăштарман, йĕркене пăсман. Зоотехник дипломне илсен, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче ĕçлерĕ. Октябрь уйăхĕнче вара чăх-чĕп фабрики инспекцине Столяров тĕлĕшпе судпа айăпланнине пăрахăçлама ыйтса ходатайство тăратрĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕнче Муркаш район сучĕ çавăн пек йышăну кăларчĕ. Çапла вара пĕтĕмпе иртнĕ çул условно вăхăт çитиччен 11 çын тĕлĕшпе судпа айăпланнине пăрахăçланă.

Эппин, хăвăрах ăнлантăр пулĕ, условно майпа айăпланнисен пурнăçĕ, ирĕкре пурăнасси хăйсенченех килет.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 января 2005
00:00
Поделиться